Ыйтăвĕ пулсан - хуравĕ пулатех

6 Мая, 2015

Радио кунне халалласа ĕнер Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче "Чăваш Республикинчи çыхăну отраслĕсемпе информаци технологийĕсене аталантарасси" темăпа "çавра сĕтел" иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, ИТ - информаци технологийĕсен - ыйтăвĕсемпе çыхăннă хĕрÿ калаçăва ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ертсе пычĕ. "Радио кунĕ - мĕнпур çыхăну хатĕрĕсен уявĕ", - терĕ Александр Степанович саламлă умсăмахне каланă май. Чăваш çĕрĕ çинче пĕрремĕш коммутатор 1908 çулта ĕçлесе кайнине, унтанпа 100 çул ытла иртнине, телевидени пирĕн республикăра XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче аталанса кайнине те аса илтерчĕ вăл.

Халь урăх самана - Интернетпа тĕрлĕ ИТ çĕнĕлĕхĕсен ĕмĕрĕ. Шăпах çакăн çинчен пулчĕ те И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн информатикăпа шутлав техникин кафедрин доценчĕн Наталия Бакшаеван доклачĕ. Наталия Витальевна çирĕплетнĕ тăрăх - юлашки вунă çулта Раççейри ИТ аталанăвĕ пĕтĕм тĕнчери вăтам кăтартусенчен те иртсе кайнă. Ку пуçламăшĕ кăна-ха, килес 5-7 çулта хальхи кăтарту татах та ÿсмелле иккен, çулталăкне 10 тата ытларах та процента çитмелле. ИТ çыхăнусене вăхăтра пурнăçа кĕртни ĕç тухăçлăхне витĕм парать, вĕрентÿпе медицинăна татах та çÿллĕрех çĕнĕ шая çĕклеме пулăшать.

"Вымпел-Коммуникацисем" Шупашкар филиалĕн директорĕ Владимир Николаев Чăваш Республикинчи карас /сотовый/ çыхăнăвĕн аталанăвĕ пирки каланă май çивĕч ыйтусене те айккине тăратса хăвармарĕ. Юлашки çулсенче ИТ çак пайрăмĕнче уйрăмах кадрсем çителĕксĕрри уççăн палăрать, пуррисен те пĕлÿ шайĕ тата ĕçе вăхăтра пурнăçлас маттурлăхĕ чăхăмламаллипех чăхăмлать...

Ку ÿпкев тÿрремĕнех кама пырса тивнине ăнланнă май калаçăва Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов та хутшăнчĕ. Владимир Николаевич палăртнă тăрăх, çамрăксем математикăпа физика тата информатика енне туртăнма пуçлани куç умĕнчех ÿссе пырать, çакна Чăваш Республикинче çулсеренех пысăк хавхаланупа иртекен робототехника олимпиади те çирĕплетет.

Радио кунне халалланă "çавра сĕтел" ирĕклĕ майпа иртрĕ: камăн кăмăл пур - алă тăратса "пил илнĕ" хыççăн хăйĕн шухăш-кăмăлне халăх умне тухса калама пултарчĕ. Уявăн пĕтĕмлетÿллĕ сăмахне тăван чĕлхепе чăвашла сывлăх суннă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каларĕ. Михаил Васильевич "çавра сĕтелте" хускатнă пур ыйтăва та пĕтĕçтерсе, витĕмлĕхне палăртса тивĕçлĕ çĕре çитерме сĕнчĕ. "Ыйтăвĕ пулсан - хуравĕ пулатех. Радио итлеме хăнăхнă çын ĕмĕрĕпех радио итлет. Кадрсем çитменни пур çĕрте те пур", - терĕ вăл.

n Римма ПРОКОПЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.