Çуркуннехи тирпейлÿ
Çуркунне кашни килтех тĕплĕ тасату кунĕ иртет. Пÿрт ăшчиккине çуса тасататпăр, пÿрт умне, çенĕхе, верандăна, мачча çине т.ыттине те тирпейлесе çуллахи сăн кĕртме тăрăшатпăр.
Çурта тирпейлессине 2 куна палăртсан аванрах. Ытти ĕçсене çав вăхăта ан палăртăр. Ĕçе тĕплĕ тума чăрмантарĕ.
Тирпейлÿ ĕçне ирпе-ирех пуçламалла, каçхине канмашкăн вăхăт пултăр. Палăртнă кун тĕлне кирлĕ ĕç хатĕрĕсене хатĕрлесе хумалла, çуккине туянмалла. Резина перчетке, мачча, стена, кантăк çумалли шĕвексем, мунчала-губка, швабра, маччана çитме пусма-стремянка, витре-тирĕк, пусма таткисем т.ыт. те.
Пÿлĕме тасатма çÿлтен пуçламалла. Малтан кансĕрлекен сĕтел-пукана, шкафа куçарса лартмалла. Кĕтессене, çÿлĕксене çума пуçличчен пылесоспа сăхса илме юрать. Шăпах çавнашкал вырăнсенче эрешмен карти, ытти çÿп-çап нумай. Пылесос хыççăн çумалли хутăшпа йĕпетсе лайăх сăтăрмалла, ун хыççăн таса шывпа йĕпетнĕ мунчалапа /пусмапа/ сăтăрса илсе типĕтмелле.
Пÿрт çунă чухне пÿлĕмсене уçăлтарса тăмалла. Ку пÿрте лайăх типме çеç мар, тĕрлĕ çумалли хутăш шăршине уçăлтарма та кирлĕ. Пите, алăсене, çÿçе ĕçленĕ чухне хÿтĕлемеллине ан манăр. Пуçа çÿхе тутăр çыхăр, перчетке тăхăнăр, ытлашши тусанлă çĕрте /çенĕхре, мачча çинче/ ĕçленĕ чухне респиратор пулни те аван.
Чÿрече çăвасси пирки уйрăммăн каламалла. Ку ĕçе чи малтан чÿрече хашакĕсенчен пуçламалла. Енчен те пластик чÿрече пулсан абразивлă /пластик реакцине кĕрет/ хутăшсемпе тата хытă мунчалапа /чĕркелесрен/ усă курмалла мар. Тĕрĕссипе, чÿрече çумалли хутăшсенче пуринче те шыв, аммиак, вараланчăка ирĕлтерме кирлĕ тĕрлĕ кислота, спирт, ПАВ пур.
Хашаксене çунă хыççăн чÿрече куçĕсене порошоклă е супăньлĕ шывпа лайăх йĕпетмелле, губкăпа сăтăрса илмелле. Хашакпа кантăк тĕлĕсене тимлĕрех сăтăрмалла - шăпах унта тусан нумай ларать. Унтан тепĕр хут стеклоочистительпе нÿретмелле. Халĕ ятарлă резинкăллă хатĕр /стяжка/ кирлĕ пулать. Унпа çÿлтен пуçласа горизонтальлĕ 200 аялалла чалăштарса сăтăрма пуçлатпăр. Стяжкăпа сăтăрса илнĕ хыççăн кашнинчех резинкăна таса типĕ пусма таткипе типĕтсе илетпĕр. Резинкăна типĕтмесессĕн чÿрече çинче йĕрсем юлаççĕ. Чÿречене çулталăкне икĕ хутран кая мар тасатмалла, çавăнпа ятарлă хатĕр илни вырăнлă. Стяжка çук пулсан чÿрече сăтăрмалли чи лайăх пусма - фланель.
Пластик чÿречесене çунă чухне çакна шута илмелле,
1. Чÿречесене ятарлă çурхахпа витнĕ е хутăшпа пĕрĕхнĕ тесе палăртнă пулсан та ăна çума ан хăрăр. Мĕншĕн тесен пластик чÿречен шал енне çеç çак мелпе хÿтĕленĕ.
2. Хашаксенчи тимĕр фурнитурăна, резина питĕлĕхсене, дренаж шăтăкĕсене те ан манăр. Фурнитурăна чÿрече тасатнă хыççăн машин çăвĕ сĕрĕр.
3. Резина питĕлĕхсене ятарлă силикон маç сĕрĕр. Резина типсе юрăхсăра тухасран сыхлать.
Мачча çинче е мансардăра, çенĕхре, ытти çĕрте тирпейлемелле. Кĕтессене, çÿлĕксене пылесоспа сăхтарса тасатмалла. Япаласене суйласа тирпейлемелле. Кирлĕ маррине кăларса ывăтма ан хăрăр. Хĕллехи япаласене хума вырăн пушанĕ.
Кил-çурта тирпей кĕртсе эпир чир-чĕр микробĕсенчен, хурт-кăпшанкăран хÿтĕленетпĕр. Çурта хитрелетсе, тирпейлесе хамăрăн кăмăла çĕклетпĕр. Кил-çурта сăн кĕртетпĕр, кивелесрен упратпăр.
Комментировать