Вăрçă вут-çулăмĕ те хуçайман ăна

30 Апр, 2015

Александр Артемьевăн "Салампи" повеçне алла тытса вуламан чăваш пур тесен те ĕненместĕп. Пултаруллă сăмах ăсти пурнăç чăнлăхне хăйĕн вун-вун произведенийĕнче кăтартма пултарнă. Унăн "Тăвăл умĕн", "Симĕс ылтăн", "Ан авăн, шĕшкĕ", "Улма йывăç авăнать", "Юлашки юрă" тата ытти хайлавĕ вулакана паянхи кун та хумхантарать, савăнтарать, шухăшлаттарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр паттăррăн утса тухнă, пурнăçра хура-шурне самаях тутаннă çыравçă пултарулăхĕпе, тăван тăрăхĕпе паллашмашкăн Элĕк тăрăхне çитсе килтĕм.

Тупăкран тăрса ларнă

"Салампи" ялне çывхарнă май, повеçри ĕç-хĕл куç умне тухса тăчĕ. Кунта, Тури Вылара, 1924 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Александр Спиридонович кун çути курнă. Хресчен çемйинче çуралнăскер ытти ача-пăчапа урамра чупса савăннă, кĕтÿ кĕтнĕ. Çемьере тăватă ача пулнă: Иван, Санька, Матюк, Татюк. Ашшĕ-амăшĕ Спиридон Артемовичпа Матрена Герасимовна хутла вĕренейменрен ачисене, темĕнле йывăр килсен те, шкула яма тăрăшнă.

Пĕлÿ çуртĕнче Санька тăрăшса вĕреннĕ. Уйрăмах литературăпа тăван чĕлхене, ÿкерÿпе юрă урокĕсене кăмăлланă. Шкулта тухса тăракан стена хаçачĕ валли заметкăсем çырнă, ăна ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Вăл тăхăр çулта чухне ашшĕ вилнĕ, Санька çурма тăлăха юлнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан çăпата сырнă каччă пилĕк çухрăмри Штанаша вĕренме çÿренĕ.

Тури Вылара кун кунлакан Николай Потрекеев, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех учительре ĕçленĕскер, Александр Спиридоновича лайăх астăвать. 86 çула пуснă ватă каласа кăтартнă тăрăх, "Салампи" авторĕ вĕсен пиччĕшĕсем патне килсе çÿренĕ, пĕрле кĕнеке вуланă. Николай Кононович акă тата мĕн каласа тĕлĕнтерчĕ: Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.