Çуркуннепе Ĕç уявĕ

30 Апр, 2015

Май уйăхĕн 1-мĕшĕ - Çуркуннепе Ĕç уявĕ. Аслăрах çултисем çак уява ĕç çыннисен пĕршухăшлăхĕн кунĕ пек паллă тунине лайăх астăваççĕ.

Майăн пĕрремĕшне ĕç çыннисен ирĕкĕпе интересĕсене хÿтĕлемелли кун пек палăртасси Чикагăра 1886 çулта иртнĕ пулăмсемпе çыхăннă. Ун чухне майăн 1-мĕшĕнче рабочисем 15 сехете тăсăлакан ĕç кунне хирĕçлесе забастовка йĕркеленĕ, фабрика хуçисене 8 сехетлĕ ĕç кунĕ çине куçма хистесе ыйтнă. Ку уява Раççей империйĕнче пĕрремĕш хут 1890 çулта паллă тунă. Совет Союзĕнче ĕç çыннисен пĕршухăшлăхĕн кунĕ патшалăх уявĕ пулнă, ун чухне кашни ял-хуларах демонстраци йĕркеленĕ. Çынсем унта "Мир! Ĕç! Май!" тесе çырнă транспарантсемпе, ялавсемпе, вĕрсе хăпартнă шарсемпе тухнă. Юлашки çакнашкал демонстраци 1990 çулта иртнĕ.

Халĕ çак праçник - Çуркуннепе Ĕç уявĕ. Чылайăшĕ ăна çуркунне çитнĕшĕн савăннипе çыхăнтарать. Теприсем канмалли кун пулнăран хăнана кайма е вăхăта урăхла мелпе хаваслă ирттерме тăрăшаççĕ. Виççĕмĕшĕсем çанталăк лайăх тăнине шута илсе дачăра е пахчара ĕçлеме васкаççĕ.

Ку уява халалласа Чăваш Енĕн кашни районĕпе хулинчех тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Шупашкарта, тĕслĕхрен, кăçал та майăн 1-мĕшĕнче общество организацийĕсен представителĕсем, предприяти-организацире ĕçлекенсем, çамрăксем хула тăрăх маларах палăртнă маршрутпа утĕç. Кашни тытăм, учреждени хăйĕн колоннине хитререх, асра юлмалларах тăвасшăн, çавна май уяв сумĕ ÿссех пырать. Çак мероприятие хутшăнакансем пухăнакан вырăнсенче /хулан кашни районĕн - пĕрер/ интерактивлă 4 площадка йĕркелеме палăртнă, вĕсенче конкурссем иртĕç, концерт кăтартĕç... Вĕрсе каламалли инструментсен çар оркестрĕ тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарĕ.

Сăмах май, çак уява 100 ытла çĕршывра шăп çак кун е май уйăхĕн малтанхи тунтикунĕнче паллă тăваççĕ. АПШра, Японире, Австралире, Çĕнĕ Зеландире Ĕç кунне урăх кун уявлаççĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: 
Теги: