Телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă художник
Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Анатолий Рыбкин художникăн ĕçĕсен "Манăн ватă ырă çуртăм" куравĕ ĕçлет.
Анатолий Петровича чикĕ леш енче те аван пĕлеççĕ. Хăй вăл Питĕрте пурăнать. Тăван Чăваш Ене, хăйне кун çути кăтартнă тăрăха - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ваçликассине - час-часах килсе çÿрет. Живописец, Раççей ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕ, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ пире тăваттăмĕш хут хăйĕн куравĕпе савăнтарать. Унăн пултарулăхне çывăх пĕлекенсем ăстан хăйне евĕр уйрăмлăхĕсене тата произведенийĕсен шухăш тарăнăшне палăртаççĕ.
Анатолий Рыбкин ĕçĕсене искусствоведсем, ĕçтешĕсем, куракансем пысăк хак параççĕ. Искусствоведени докторĕ, РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей ÿнер академийĕн хисеплĕ членĕ Алексей Трофимов палăртнă тăрăх - "Ÿнер академийĕ çак ăстапа мухтанать. Ун пекки Раççейре те, Европăра та сайра. Чĕлхи çĕнĕ, унта сюрреализм та, символизм та пур... Вăл - пирĕн вăхăтри кĕрешÿçĕ". Владимир Нагорнов скульптор шухăшĕпе Анатолий Рыбкин - чаплă художник. Хăватлă, вăйлă. Чи пысăк наградăна - ÿнер искусствинчи Патшалăх премине тивĕç вăл". Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Григорьев "район çыннисем Андриян Николаев космонавтпа танах ентешĕпе мăнаçланнине" пĕлтерчĕ. А.Рыбкин картинисем Николай Комаров ÿнерçĕпе Юрий Броницын поэта та хавхалантараççĕ. Вĕсем курав уçăлнă вăхăтрах сăвă çырма ĕлкĕрнĕ.
Кам-ха вăл Анатолий Рыбкин? Мĕнре унăн вăрттăнлăхĕ? Ăнăçулăхĕ тата хăй тавра пултаруллă çынсене пĕтĕçтерме пĕлни мĕнрен килет? Мĕншĕн вăл Шупашкара кашни килмессерен республикăн культура пурнăçĕ çĕнĕ варкăшпа тулать? Çак художникăн хăй патне туртакан вăйĕ мĕнре?
Этем чунне хăйĕнпе калаçсан çеç уçма пулать. Палăртсах калам: Анатолий Петровичпа сăмахлама питĕ кăмăллă. Эпир унпа Мăнкун эрнинче тĕл пултăмăр. Ун чухне вăл Çветтуй Троица мăнастирĕн архимандричĕ Василий /Паскье/ валли экскурси ирттеретчĕ. Ăна итлеме Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн искусствоведени пайĕнче ĕçлекенсемпе ÿнер училищинче вĕренекенсем те пухăннă. "Аслă Петĕр тĕлĕкĕсем" триптих умĕнче чарăнтăмăр. Художник çак хăйнеевĕр картинăсем мĕнле майпа çут тĕнчене килни çинчен каласа кăтартрĕ. Питĕр хули 300 çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕ чухне архивра I Петĕр патшан тĕлĕкĕсене Акăлчан посолĕ çырса пынисене тупнă. Вĕсенчен чылайăшĕ чăна тухнă.
Музей пÿлĕмĕсенче пĕр картина патĕнчен теприн патне çÿренĕ чухне тĕнче тавра çулçÿревре пулнăнах туйăнчĕ. Севастополь, Херсонес, Санкт-Петербург, Çĕпĕр, унтан Черногори, Франци, Сири, Итали, Инди, Куба, Тунис... Кашни картинăн хăйĕн кунçулĕ, кашни çĕршывăн - хăйĕн картини. "Маншăн тĕрлĕ тĕслĕ çĕршыв - Инди. Çутă вылявĕнче ишекенни - Тунис, - тет А.Рыбкин. - Эпĕ тĕнче тăрăх нумай çÿретĕп. Пирамидăсемпе паллашни мана... тăван çырма-çатрана ăнланма пулăшать. Тăван ялăма Çĕр кăвапи тесе шутлатăп. Кашни çĕршывăн хăйĕн тĕсĕ пур. Ваçликасси те хăйне майлă илемлĕ. Мĕн чухлĕ аякка каятăн - тăван кил чуна çывăххине çавăн чухлĕ ытларах туйса илетĕн".
Пĕлтĕр унăн амăшĕ Татьяна Арсентьевна çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Апла пулин те вăл яланах çумра, ывăлне картинăсенчен сăнаса тăрать. "Чăваш Ен. Тăван килĕн ăшă юрĕ", "Анне. Атте-анне килĕ", "Çурхи чечек çыххи. Анне канать", "Кĕрхи сад" диптих - çаксем пĕтĕмпех амăшĕн ячĕпе тунă палăксем. "Аннепе тăван кил тачă çыхăннă. Çавăнпа унта мастерской уçрăм. Чунăмра ывăл тивĕçĕсене халĕ те пурнăçлатăп. Хăй вăхăтĕнче çакна туллин пурнăçлаймарăм", - тет Анатолий Петрович.
Пĕлтĕр Харбинра /Китай/ Раççей художникĕсен пысăк куравĕ иртнĕ. Санкт-Петербургран Анатолий Рыбкинпа Александр Федоров /вăл та чăваш/ хутшăннă. "Китай - Раççей ÿнер искусствине хисеплекен тĕнчери пĕртен пĕр çĕршыв. Вĕсен Раççей живопиçне Китай культурине кĕртмелли патшалăх программи те пур. Китай студенчĕсем куравра манăн ĕçсене ÿкерсе илеççĕ. Çакна пăхма питĕ кăмăллă", - ăшшăн кулать художник.
Хамăрăн студентсемшĕн те тăрăшать вăл. Пулас художниксем Питĕре кайсан унăн мастерскойĕнче хăнара пулаççĕ. Çавăн пекех Анатолий Рыбкин - Шупашкар ÿнер училищин студенчĕсен диплом ĕçĕсене хÿтĕлекен аттестаци комиссийĕн председателĕ. Çамрăксем ăна юратаççĕ, пĕр вăтанмасăр хăйсене хумхантаракан ыйтусене параççĕ. Пурне те унăн ĕçĕн йĕрки кăсăклантарать. "Малтан эпĕ кÿлепе ÿкернĕ. Унтан сывлăш, çутă... илĕртме пуçларĕ. Çакна мĕнле палăртмалла? Пуантализм енне сулăнтăм", - ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене уçать ÿнерçĕ.
- Мĕн ÿкерессине малтанах куратăр-и? - ыйтаççĕ унран вĕренекенсем.
- Çук. Мана шурă пир ытларах кăсăклантарать. Ун çине мĕн ÿкерессине те пĕлместĕп. Сасартăк, хатĕрленмесĕр ĕçлеме килĕшет мана, - тет Анатолий Петрович. - Эпĕ Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илнине пĕлетĕр-и? Январĕн 1-мĕшĕ умĕнхи каç мастерскойра питĕрĕнсе ларатăп. Çурçĕр иртсен çĕнĕ пир алла илетĕп... Хăшĕ-пĕри çак куравра та вырăн тупнă.
Унтан художник çара хĕрарăмсене ÿкернĕ ĕçĕсене кăтартать. Картинăсенче Ÿнер академийĕн натурщицисем сăнланнă. Вĕсен ÿт-кĕлеткине сывлăша тĕртсе тунă тейĕн. "Çакă - илем виçи. Поэзи. Ахальтен мар Микеланджело Ватиканра та çара ÿтлĕ çынсене ÿкернĕ", - ăнлантарать А.Рыбкин. Хыççăн канмалли кунсенче ÿкернĕ çурхи этюдсемпе паллаштарчĕ. Художник вĕсене юратса "Мăнкун этючĕсем" тет.
Интернет ĕмĕрĕнче пурăнса та вăл компьютера юратмасть. Унăн шухăшĕпе - çĕнĕ техника йăлара çирĕпленнĕренпе пĕр гени художник та çуралман-ха. Анатолий Петрович Интернетпа туслашасшăн мар. Çакă хăйне улăштарма пултарасран хăрать. Çав вăхăтрах вăл пурнăçпа тан пырать, мĕншĕн тесен кирек хăш çĕршыври куракан та ăна аван ăнланать. Стиль, пултарулăх юхăмĕ пирки шухăшламасть, чăнлăха мĕнле пур çапла ÿкерсе илмест. Чун витĕр сăрхăнтарса сăнлать вăл. Çавна май ыйту сиксе тухать: мĕнлерех çав чун пахалăхĕ? Çакăн евĕр çутă сюжетсене, ахах-мерченĕн йăлтăртатакан ÿт-пĕве сăнлама, шухăш тарăнăшне кăтартма таса чун кирлĕ. Ÿнер музейĕн директорĕ Геннадий Козлов курава уçнă чухне каланă "Художник тĕнче çине чун куçĕпе пăхать" сăмахсем ăстан хăйнеевĕрлĕхне туллин тата тĕп-тĕрĕс уçса параççĕ.
Кам-ха вăл Анатолий Рыбкин? Унăн пултарулăхĕнче шухăшлавçăн, философăн, калавçăн ăсталăхĕ палăрать. Таса пир уншăн писателĕн таса хучĕ евĕрех: хăй шухăшласа кăларнă сюжет ăçта илсе çитерессине хăй те чухламасть. Вăл тахçанах художникрен çÿлерех çĕкленнĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ искусство анинчен тулса тăкăннă. Çак çыннăн пултарулăхĕ нумай енлĕ: вăл чи малтанах амăшĕн мухтавлă ывăлĕ, педагог, çулçÿрен, патриот, сăмах ăсти, тĕнче этемĕ... Хăй пирки вăл: "Телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă эпĕ", - тет.
Эсир те унăн вăрттăнлăхĕн чатăрне сирсе пăхма пултаратăр. Курав Шупашкарта май уйăхĕн 3-мĕшĕччен ĕçлет. Унтан Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер музейне куçать. Уйăх вĕçĕнче экспозицин пĕр пайне Наци библиотекинчи "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейăна вырнаçтарĕç.
Илемпи ТУРКАЙ,
искусствоведени кандидачĕ
Комментировать