Улма пахчи тимлĕх кĕтет

30 Апр, 2015

Çуркунне çĕр ĕçĕпе, сад-пахчапа çыхăннă ыйтусемпе килекен çыру, шăнкăрав самаях йышланчĕ. Сад-пахчари хальхи ĕçсем çинчен ученăй-агроном, дендролог, Раççей Сад ăстисен союзĕн Чăваш уйрăмĕн наука канашĕн членĕ Владимир Алексеевич Богатовпа калаçрăмăр. Калаçăва пăшăрхантаракан темăран пуçларĕ пахчаçă:

- Пирĕн тăрăхра авалтанпах пахчасенче улма-çырла йывăçĕсем ÿстереççĕ. Анчах чылайăшĕ сада пăхасси пирки шухăшласах каймасть пулас. Кăçал, тĕслĕхрен, пахчасенче хуçăлнă, çурăлнă йывăçсене чылай асăрхатăп. Вĕсен хуçисем те çук тейĕн. Пĕлтĕр панулми тулăх пулчĕ. Йывăрпа хăшпĕр улмуççи кĕркуннечченех çурăлма пуçларĕ. Кĕркунне пăрлă çумăр çусан нумай йывăç сиенленчĕ. Çавна май аманнă йывăç тем чухлех пахчасенче. Астăвăр, хуçăлнă йывăçсем чир-чĕре лайăх сарăлма май параççĕ. Çуркуннепе йывăç вуллисене пралук щеткăпа хырса мăкран, лишайниксенчен, хăрăк хупăсенчен тасатмалла. Вулла извеç тата шыв хутăшĕпе шуратмалла. Аманнă йывăçсене йĕркене кĕртмелле. Хуçăк туратсене касса пуçтармалла, каснă тĕлсене 2: пăхăр купоросĕпе йĕпетмелле, типнĕ хыççăн сад варĕпе е çуллă сăрăпа сĕрсе хупламалла. Çак ĕçе кая хăварма юрамасть. Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра та кăнтăр енчи тĕрлĕ ÿсентăрана çитĕнтерме пуçларĕç. Вĕсемпе пĕрлех пирĕн патра унччен сайра тĕл пулакан чирсем ытларах сарăлма пуçлани шухăшлаттарать. Вĕсенчен пĕри "хура рак" чирĕ. Çак чир ернĕ йывăçа сиплеме питĕ йывăр, май та çук темелле. "Хура рак" сывлăшпа сарăлать: 10-12 градус ăшăтсан чир спорисем ĕрчеме, çилпе сарăлма тытăнаççĕ. Суранлă йывăç кăмпа спорине аталанма чи лайăх вырăн. Республикăра чир сарăлас хăрушлăх пур.

Çуркунне йывăçсене апатлантармалла. Çакăн валли темĕнле хаклă препаратсем кирлĕ мар. Азотпа апатлантармашкăн çак меслете сĕнетĕп. Хурана е пичкене икĕ-виçĕ витре ĕне каяшĕ хумалла, унта çавăн чухлĕ шыв ярса пăтратмалла, пĕр эрне лартмалла. Йÿçнĕ шĕвеке кашни витре пуçне тепĕр 10 витре шыв хушса улмуççисене шăвармалла. Пĕр йывăçа - 4-5 витре. Шыва йывăç кутнех сапни тĕрĕсех мар, 1-1,5 метр таврашĕпе шăвармалла.

Улмуççи, груша тĕмĕсене урамра е çулсем хĕрринче сутакансенчен илме сĕнмест ăста пахчаçă. 2 метра яхăн çÿллĕ хунавсем чылай чухне Çурçĕр Кавказ тăрăхĕнчен кÿрсе килнĕскерсем, пирĕн тăрăхри хĕле чăтаймаççĕ. Сортсемпе улталани те сайра мар тесе асăрхаттарать.

Çуркунне хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелле. Улмуççисене çеçке çурас умĕн карбофоспа /10 литр шыва 100 грамм/ пĕрĕхни улмуççи чечекĕн хуртĕнчен /яблоневый цветоед/ хăтăлма май парать. Çак хурт алхасакан пахчара улмуççи çеçке çурсан та çимĕçĕ тытăнмасть. Вăхăтра тимлĕх уйăрасчĕ улма пахчине. Хурт-кăпшанкăран тасалма çеçке тăкăнсан иккĕмĕш хут "Искра" препаратпа пĕрĕхни аван пулăшать /10 литр шывра 1 таблетка ирĕлтермелле/.

Кăткăсем, кăпшанкăсем вулă тăрăх хăпарасран вулăна çирĕп хутпа чĕркесе çыхмалла та "Альт" пахча клейĕпе ункăласа сĕрмелле.

Çуркунне, ку ĕçе маларах пурнăçласан лайăхрахчĕ те, йывăçсен чăтлăхланса кайнă турачĕсене иртмелле, сайралатмалла. Каснă тĕлсене сăрăпа е сад сăмалипе сĕрмелле.

Ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе тирпейлесе тăрсан пахча улма-çырлапа хуçине савăнăç кÿрĕ. Иртен-çÿрен те тирпейлĕ пахчана кăмăллă куçпа сăнаса хĕпĕртĕ.

Эльвира ИВАНОВА калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.