Тĕп тема

24 Апр, 2015

Республикăри виçĕ пысăк массăллă информаци хатĕрĕ - "Советская Чувашия" хаçат, "Чăваш Ен" ПТРК тата Наци телерадиокомпанийĕ - "Пирĕн республика. Тĕп тема" ятлă хăйнеевĕрлĕ проекта пурнăçлама тытăннă.

Журналистсем Чăваш Ен аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕпе - макроэкономика кăтартăвĕсемпе бюджет параметрĕсенчен тытăнса ача сачĕсемпе общество транспортĕнчи билетсен хакĕсем таранчченех - паллаштарĕç. Программăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп эксперт пулса хутшăнĕ.

Пĕрремĕш кăларăмра журналистсем республикăра спорта тата физкультурăна мĕншĕн аталантарма тăрăшни, халăха сывă пурнăç йĕркине хисеплеме вĕрентес тĕллевпе мĕнле технологисемпе усă курни, мĕн патне çитсе тухни, малашне мĕн тума палăртни çинчен каласа кăтартнă.

О.ПЕТРОВ

Автор: