Аталантарма, ÿстерме, хутшăнма пулăшĕ
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн /ХХПСА/ Шупашкарти филиалĕнче «Раççейĕн глобализаци тапхăрĕнчи тикĕс аталанăвĕн малашлăхĕпе çивĕч ыйтăвĕсем» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Мускаври стратеги пуçарăвĕсен агентствин ятарлă проектсен департаменчĕн ертÿçи И.Дементьев, аслă шкулсен преподавателĕсем, ăсчахсемпе аспирантсем, патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем, Мускав, Чул хула, Хусан, Вологда, Магнитогорск, Челябинск, Йошкар-Ола, Шупашкар тата ытти хула-облаçри общество ĕçченĕсем, Германи, Швеци, Украина, Беларуç ăсчахĕсем хутшăннă.
ХХПСАн Шупашкарти филиалĕн директорĕ, юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ Михаил Кузьмин доцент чăваш çĕрĕ çинче уçăлнă конференцие хутшăнакансене саламланă май Чăваш Республики те çак пулăмран аякра пăрăнса юлма пултарайманнине, хамăр çĕр-шыври теоретиксемпе практиксене тата чикĕ тулашĕнчи ĕçтешсене хутшăнтарса ирттерекен конференцин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. «Пирĕн филиалăн ăслăлăх хăвачĕ пĕчĕк мар. Эпир çÿллĕ шайра ăслăлăх экспертизисем хатĕрлеме, тĕпчев ĕçĕсем ирттерме, тĕрлĕ мероприяти, çав шутра - «çавра сĕтел», конференци т.ыт.те йĕркелеме пултаратпăр, - терĕ Михаил Александрович. - Çакă пĕтĕмĕшле тĕп программăсемпе вĕренекен студентсене влаç органĕсенче, общество организацийĕсенче тата ытти тытăмра практика иртнĕ чухне малашнехи ĕçре кирлĕ енсене аталантарма, ертÿçĕ ăсталăхне ÿстерме, çынсемпе хутшăнма пулăшĕ...»
ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Светлана Енилина улшăнуллă тĕнчен улшăнми чăнлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ: «Кирек мĕнле çĕр-шыв малашлăхĕ унăн тикĕс аталанăвĕпе тачă çыхăннă...» Светлана Александровна палăртнă тăрăх - республика бюджечĕн пĕрлехи тупăш пайĕ тулса пырасси патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе мĕнле усă курнинчен нумай килет. Çак тĕллевпе рынок инструменчĕсемпе туллин тата пĕлсе усă курмалла. Акă, тĕслĕхрен, çĕре аукционра сутнипе е ăна палăртнă вăхăта тара панипе кăна пĕлтĕр республика бюджетне 260 млн тенкĕ хывнă. Вăл пĕтĕмпех социаллă объектсем - ача сачĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр - çĕклеме тата вĕренĕве модернизацилеме кайнă.
Конференцие хутшăнакансене ЧР юстици министрĕ, юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ Надежда Прокопьева та саламларĕ. Надежда Викторовна конференци теми Раççей Федерацийĕн истори аталанăвĕн хальхи тапхăрĕпе тачă çыхăннине палăртрĕ: «Секцисенче сÿтсе явма сĕннĕ темăсем те хамăр патшалăхăмăр кун-çулĕшĕн çав тери çивĕч. Демократи институчĕсемпе граждансен обществишĕн, вĕсен аталанăвĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Юлашки икĕ вунă çуллăхра пирĕн çĕр-шывра демократи принципĕсен аталанăвĕн ыйтăвĕсем яланах тĕпре». Чăваш Енре Общество палати йĕркеленнĕ, Ача, Этем тата Предпринимательсен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйсен общество институчĕсем ĕçлеççĕ. Республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче влаçпа халăха, общество организацийĕсемпе çыхăнтаракан, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан, прависене хÿтĕлекен ятарлă канашсем пуçарулăх кăтартаççĕ. Вĕсем патшалăх влаç органĕсене халăх ыйтăвĕсене татса пама пулăшнине палăртрĕç.
Конференцире ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев та хăйĕн шухăшне палăртрĕ: «Чылай чухне пире тарăн пĕлÿллĕ, теорие алла çирĕп илнĕ, халăхпа хутшăнма пĕлекен, вĕсен ыйтăвĕсене тĕрĕс ăнланса татса пама пултаракан специалистсем çитмеççĕ. ХХПСА ку енĕпе пысăк ĕç тăвать, экономика секторĕ, патшалăх управленийĕ тата ытти тытăм валли кадрсем хатĕрлет. Кĕçех эпир патшалăх секторне маттур, пуçаруллă, ăста специалистсем килнине туйса илĕпĕр. Кунта ырă улшăнусем пулнине халех куратпăр».
Конференцин пленарлă ларăвĕнче ХХПСАн Шупашкарти филиалĕ ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен, ЧР Юстици министерствисемпе тата ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕпе, ЧР пĕчĕк бизнеса пулăшакан агентствăпа пысăк квалификациллĕ çамрăк кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе килĕштерсе ĕçлес пирки тунă килĕшÿсене алă пусрĕç.
Конференцире пилĕк секци ĕçлерĕ. Унăн ĕçне хутшăнакансем видеоçыхăну мелĕпе Швецири Сăдертелье хулин муниципалитет вĕренĕвĕн управленийĕн пай пуçлăхĕпе Йота Сандинпа тата çак управленин специалисчĕпе, иммигрантсене вырăс чĕлхи вĕрентекенпе, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕпе Татьяна Зотовăпа çыхăнса калаçрĕç.
Юрий СТЕПАНОВ
Комментировать