Кун хыççăн кун. Нарăс, 11.
Мускав хăнин куравĕ
Авал Раççейри кашни хĕрарăм тĕрленĕ. Çак пултарулăх халăхăн хăйне евĕр ăсталăхĕпе çыхăннă. Йĕппе тата тĕрлĕ çиппе хĕрарăмсем шурă пире искусство произведенине çавăрнă.
Хĕр ачасем 7-8 çултанах хĕр тупри хатĕрлеме пуçланă. 15-16 çул тĕлне вĕсен çÿпçинче праçникре тата куллен тăхăнмалли çи-пуç, вырăн таврашĕ, сĕтел çитти, темиçе пит шăлли пулмалла пулнă. Туй умĕн вĕсене пурте курмалла çакса хунă. Çакă хăйне евĕр курав пек пулнă.
Тĕрĕ пĕр вăхăт хăйĕн пĕлтерĕшне çухатнă, пикесем качча каяс умĕн тĕрленĕ пит шăлли хатĕрлеме пăрахнă. Паян вара пачах урăхла лару-тăру: нумайăшĕ картина тĕрлет, вĕсемпе кил-çуртне капăрлатать. Çакнашкал кашни произведение шедевр тейĕн. Елчĕк районĕнчи Тăрăм ял тăрăхĕнче çак кунсенче тĕрленĕ картинăсен куравне йĕркеленĕ. Ăна Культура çулталăкне халалланă. Вĕсен авторĕ - Тăрăмра çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Татьяна Петрова. Экспозицире - тĕрленĕ чечексем, кайăксем, графика портречĕсем. Кĕрен мăкăньпе хĕвел çаврăнăшĕ куçа илĕртеççĕ, чечеке ларнă улмуççи çинчи кайăк чĕрĕ пекех туйăнать...
Р.ИВАНОВА.
Депутатран - парне
Иртнĕ эрнере Шăмăршă районĕнчи ял тăрăхĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем вырăнти халăхпа тĕл пулусем йĕркелерĕç. Ертÿçĕсем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.
Ял тăрăхĕсенче иртнĕ пухусене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков та хутшăнчĕ, çынсемпе тĕл пулса калаçрĕ, нумай ыйтăва хуравларĕ, май килнĕ таран пулăшма шантарчĕ. Çакăн пек тĕл пулусен витĕмĕ пысăк пулнине, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтермеллине палăртрĕ спикер çумĕ.
Вулакансем ас тăваççĕ пулĕ: «Хыпар» хаçат парнисемшĕн иртнĕ XXX турнирта О.Мешков Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи кашни шкулах кире пуканĕн комплектне парнелесси çинчен пĕлтернĕччĕ. Олег Вадимович Шăмăршă тăрăхне пушă алăпа килмен: Карапай Шăмăршăри, Палтиелти, Пăчăрлă Пашьелти шкулсене кире пуканĕн 6 комплектне парнелерĕ. Çывăх вăхăтра асăннă районсенчи ытти шкулсем те 6, 8, 10, 12, 14, 16 килограмлă снарядсемлĕ пулĕç. Çакă çамрăксене тимĕр вăййипе туслашма, ăмăртăва хатĕрленсе помост çине тупăшăва тухма пулăшĕ.
М.МИШИН.
Хĕрарăмсен спартакиади
Çĕнĕ Шупашкарти Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем хăйсен ăсталăхне фестиваль-конкурсра, куравсенче, концертсенче пĕрре кăна мар кăтартнă.
Сывă пурнăç йĕркине те пăхăнаççĕ вĕсем. Хĕрарăмсен клубĕсен членĕсем валли «Сывлăх ушкăнĕсем» йĕркеленĕ. Вĕсем тухтăрпа уçăлса çÿреççĕ, шурă халатлисенчен сĕнÿ-канаш илеççĕ, Ачасемпе çамрăксен пултарулăх аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи бассейна çÿреççĕ. Аслă çулсенчи хĕрарăмсем хулара ирттерекен массăллă спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Çак кунсенче вара Хĕрарăмсен канашĕ «Олимп çулталăкĕнче - спортсăр пĕр кун та» чĕнÿпе хĕрарăмсен клубĕсен спартакиадине йĕркеленĕ. Унта вунă çынран тăракан 16 команда вăй виçĕ. Пĕрремĕш спартакиада нарăсăн 8-мĕшĕнче 18-мĕш лицейре пулнă. Спорт уявĕ зарядкăран пуçланнă. Унтан командăсем шашка-шахматла, сĕтелçи теннисла, бадминтонла, пионерболла, волейболла, дартс выляс енĕпе ăмăртнă.
Р.ВЛАСОВА.
Кун йĕркинче - туризм
Шупашкарти «Юнитэкс» центрта ача-пăча туризмĕ енĕпе ĕçлекен специалистсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта республикăри хушма пĕлÿ паракан учрежденисен ертÿçисемпе методисчĕсем хутшăннă.
Канашлура центрăн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, малашлăх планне палăртнă, Чăваш Енри туризм юхăмне аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă. Тĕл пулура çавăн пекех ЧР культура министрĕн çумĕ Иван Иванов тата Мари Элти «Роза ветров» центр директорĕ Валерий Смышляев та тухса калаçнă. Хăна Мари Республикинче туризм енĕпе ĕçлес опытпа паллаштарнă, министр çумĕ кÿршĕ регионсемпе туризма аталантарас енĕпе çыхăнса ĕçлени çинчен доклад тунă, вĕрентекенсен «ТАТЧУМАРА» слечĕ пирки сăмах пуçарнă. Юлашкинчен канашлура район-хулара «Туриада» фестивалĕн тапхăрĕсене ирттерме тата шкул ачисем валли походсем, çул çÿревсем, экспедицисем йĕркелеме йышăннă.
О.МАСЛОВ.
Комментировать