Йывăрлăхсене парăнмасăр - малалла!
ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă черетлĕ 33-мĕш сессийĕн кун йĕрки анлине пăхмасăр тĕп вырăнта республика Пуçлăхĕн Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕç-хĕлĕ çинчен тунă отчет пулчĕ. Ăна сÿтсе явмашкăн депутатсен малтан палăртнă регламента та кăштах пăсма тиврĕ - тăхтава каяраха куçарчĕç.
Тĕрĕссипе, иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем халиччен те пулнă. Çапах ку хутĕнче Михаил Игнатьев доклачĕ уйрăмах тулли те тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Çавăнпа сессие предприятисемпе организацисен, общество пĕрлешĕвĕсен ертÿçисене те чĕннĕ - самай пысăк йыш пухăннă.
Хăшпĕр оппозиционер кашни сессирех çирĕплетнĕ кун йĕркине улăштарма хăтланнине хăнăхнă ĕнтĕ. Ку хутĕнче те унашкаллисем тупăнчĕç. Пĕри, сăмахран, парламент спикерĕн иккĕмĕш заместителĕн пуканĕ халĕ те пушши çинчен аса илтерчĕ. ПК Председателĕ Юрий Попов унăн юррине юрлас темерĕ: «Хальлĕхе пĕр заместительпех вăй çитеретпĕр-ха. Иккĕмĕшне палăртасси - Патшалăх Канашĕн Председателĕн полномочийĕ».
Михаил Игнатьев вара хăйĕн докладне иртнĕ çул ансат мар пулни çинчен каланинчен пуçларĕ. Экономикăра кăткăслăх çурални вăрттăнлăх мар. Анчах, Михаил Васильевич шухăшĕпе, шăпах çакнашкал лару-тăрура эпир пĕтĕм вăя пухса çине тăрса ĕçлемешкĕн пултарнине кăтартатпăр. Çакă пĕлтĕрхи бюджет кăтартăвĕсене мĕнле пурнăçланинчен те курăнать. Ку цифрăсене эпир пĕрре кăна мар асăннă - вулакан та лайăх пĕлет, çавăнпа тепĕр хут таврăнни кирлĕ мар-тăр. Тупăшсене пысăклатма пултарнă. Хамăрăн тупăш ÿсни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Промышленноç производствин индексĕ 104,5% танлашнă. Тиесе ăсатнă продукци хакĕпе миллиард тенкĕрен иртнĕ предприятисен шучĕ 32 çитнĕ. Пĕлтĕр инвестицисен виçине ÿстерме пултарнине те палăртмалла. Бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатнă, ку енĕпе Министрсен Кабинечĕ бюджетниксен умĕнчи обязательствăсене туллин пурнăçланă.
«ЭКРА», «Сеспель», «Август», «Етĕрнесĕт» - ăнăçлă ĕçлекен çак тата ытти предприятие асăннă май Михаил Игнатьев трактор завочĕпе çыхăннă йывăрлăхсене те пытармарĕ. Лару-тăру çивĕчлĕхĕ пысăк кредитпа сăлтавланнă, ăна тавăрса пама тивнине кура «трактористсен» укçа çаврăнăшĕ çук. 32 млрд тенкĕлĕх кредита реструктуризацилеме йышăнни йывăрлăхран тухма пулăшас шанăç пур.
ЧР Пуçлăхĕ çĕнĕ производствăсене, хута кайнă çĕнĕ предприятисене пĕрин хыççăн теприне асăнчĕ - самай вăрăм список: Çĕнĕ Шупашкарта çулталăкра 36 млн штук клинкер плитки кăларакан производство ĕçлесе кайнă* хĕвел модулĕсем хатĕрлекен завода официаллă майпа уçнă - унта Дмитрий Медведев премьер та пулчĕ* «Бреслер», «ЭКРА» предприятисем çĕнĕ йышши продукци кăларма пуçланă т.ыт.те. Монохуласене пулăшмалли программăна кĕнĕ май Канаш хули аталану çулĕ çине тăрĕ.
Иртнĕ çул социаллă ыйтусем çине те алă сулман. «Ĕç ветеранĕ» ята илмелли стажа икĕ çул çурă чакарни çитес вăхăтрах 10 пин çынна çак ята пама пулăшĕ, вĕсем хушма укçа илме тытăнĕç. Иртнĕ çул пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе те кăтартусем лайăх пулнă. Шупашкар хăйĕн историйĕнче нихăçан та ун чухлĕ çурт-йĕр çĕклемен. Строительство ĕçĕсем малашне те кал-кал пымалла. Михаил Васильевич тăваткал метр хакне 35 пин тенкĕрен ирттермелле маррине пайăррăн палăртрĕ. Çурт-йĕрлĕ пулма пая кĕрсе улталаннисене хваттерсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Ку енĕпе ыйтăва татса памалли икĕ объект çеç юлнă - çулталăк вĕçлениччен вĕсенче хваттер илмелли 161 çын нуши те сирĕлĕ. Çакăн пирки каланă май Михаил Игнатьев асăрхаттарсах каларĕ: «Малашне ку енĕпе питĕ тимлĕ пулмалла - çынсем ан улталанччăр, вĕсен требованийĕсене бюджет шучĕпе тивĕçтермелле ан пултăр».
Нумай ачаллă 3,3 пине яхăн çемьене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ те ĕнтĕ. Демографи тĕлĕшпе ырă туртăмсем упранса юлни савăнтарать. Тин çуралнă пепкесем вилессипе çыхăннă кăтарту республикăра чи пĕчĕкки - куншăн Михаил Васильевич ашшĕ-амăшне те, медиксене те яваплăха туйнăшăн тав турĕ. Патшалăх вара хăйĕн обязательствисене туллин пурнăçлама пулăшĕ. Çакна вăл ĕçпе çирĕплетет. Республикăра пĕлтĕр 15 ача сачĕ хута кайниех мĕне тăрать! Совет саманинченех юлнă садик черечĕсем тинех пĕтеççĕ.
Доклада вĕçленĕ май Михаил Васильевич 2015 çул та ансат пулмассине палăртрĕ. Мускав уйăракан укçа-тенкĕ виçи пĕчĕкленни паллă. Машиностроени предприятийĕсен продукцине сахалрах туяннине кура чылай çынна ĕçрен хăтарас хăрушлăх пысăк. Кăмăла çĕклемен ытти самант та çук мар. Анчах республика Пуçлăхĕ татăклăн палăртрĕ: Чăваш Ен Правительствишĕн ку йывăрлăхсем кĕтменлĕх мар - эпир çак условисенче ĕçлеме хатĕр.
Регламентпа килĕшÿллĕн депутатсем Михаил Игнатьева доклад тĕлĕшпе ыйтусем пачĕç - кашни фракцирен виçшер ыйту. Владимир Михайлова, сăмахран, налуксен ыйтăвĕ пăшăрхантарать: юлашки çулсенче Чăваш Енре вăл е ку енĕпе налуксем пысăкланнă, ют çĕршывсен инвесторĕсем валли çăмăллăхсем çук имĕш. Михаил Васильевич уçăмлăн палăртрĕ: налуксем ÿсмен. Ют çĕршывсен компанийĕсене илес-тĕк - унашкаллисем Чăваш Енре пиллĕк кăна. «Ют çĕршывсем пире санкцисемпе ура хураççĕ, апла-тăк пирĕн вĕсен компанийĕсене мĕншĕн çăмăллăхсем памалла?» - çакăн пек хурав депутата тивĕçтерчĕ пулас.
Олег Таланов пурăнмалли çуртсен капиталлă юсавĕпе кăсăкланчĕ. Михаил Игнатьев çак ыйтупа хăшĕсем политикăра очкосем пухмашкăн усă курма ăнтăлнине пытармарĕ. Пирĕн юхăннă çуртсем ахаль те нумай, капиталлă юсав тумасан вара унашкаллисем татах та нумайланĕç. Патшалăх пурин валли те укçа çитереймĕ, апла-тăк харпăрлăх хуçисен хăйсен те тăкакланмалла. Шел, хальлĕхе Капиталлă юсав фондне хывмалли укçа çурри кăна пухăнать. «Çынсемпе тĕл пулнă май çаплах калатăп: юсама укçа хывас килмест-тĕк - приватизацие пăрахăçласа хваттерĕрсене каялла парăр, ун чухне муниципалитетсем юсав валли укçа тупĕç».
Дмитрий Евсеев чăн-чăн коммунистла калаçу пуçарчĕ: пысăк предприятисен хуçисем производствăна йĕркелеймеççĕ-тĕк - çав заводсене национализацилес. Тĕслĕх пур вĕт - Крымра çапла тăваççĕ. Михаил Васильевич шухăшĕпе - Крым тĕслĕхĕ пирĕншĕн вырăнсăр: «Эпĕ унта пултăм. Крымра предприятисем пурте выртнă темелле. 23 çул хушшинче нимĕнле аталану та пулман теççĕ». Хамăрăн предприятисем пирки калас-тăк - кредитсен реструктуризацийĕ ăнăçлă пулсан «Промтрактор» çитес 3-5 уйăхра кал-кал ĕçлесе каяс шанăç пур. Çĕршывра бульдозерсем туса кăларакан урăх завод çуккине шута илсен... «Национализаци, тен, хăçан та пулин пулĕ, анчах пирĕн унашкал саккунсем те çук, вĕсем, ман шухăшпа, кирлĕ те мар-тăр», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ.
Аварие пула Улатăр хули виçĕ кун газсăр пурăннă хыççăн чăрмавсене хăвăрт сирнĕшĕн газовиксене тав тунă май Татьяна Старева республикăн амăшĕн капиталĕн укçипе усă курассине анлăлатма ыйтрĕ. Калăпăр, çав укçапа мĕншĕн мунча, гараж тума юрамасть? Раççей шайĕнче, авă, çакнашкал йышăну тунă - çемьесем капиталăн пĕр пайĕпе, 20 пин тенкĕпе, тĕрлĕ тĕллев валли усă курма пултараççĕ. Михаил Васильевич ку ыйтăва пăхса тухма шантарчĕ. Капиталпа çурт-йĕр туянма, ачана вĕрентме усă курмашкăн май пулнă. Тен, ку список тăсăлĕ.
Игорь Моляков Шупашкарти Пăр кермене туса пĕтерме тата 309 млн тенкĕ кирли, Европа чемпионачĕ валли республика 60 млн тенкĕ уйăрассине палăртнă май кăсăкланчĕ: ку укçа ăçтан? Самай хивре хурав янăрарĕ: «Пăр кермен валли Спортмин 150 млн тенкĕ уйăрнă, июнь пуçламăшĕ тĕлне ăна хута яратпăр. Игорь Юрьевич, енчен те эсир республика патриочĕ-тĕк - тархасшăн, темиçе 100 млн тенкĕпе пулăшма пултаракан спонсорсене тупăр та Пăр кермене май уйăхĕнчех ĕçлеттерсе ярăпăр». «Эпĕ луччĕ чемпионата хутшăнăп...» - мăкăртатрĕ эсер-депутат.
«Эсир мĕншĕн администрацисен пуçлăхĕсен суйлавне хирĕç?» - ыйтрĕ Виктор Ильин этемлĕх ирĕклĕ суйлавран лайăхраххине шухăшласа тупайманнине палăртнă май. Михаил Васильевич хăйне çапла айăпланине йышăнмарĕ. Вăл саккунра малтан ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене суйлассине çирĕплетнине аса илтерчĕ. «Эпĕ никама та ирĕксĕрлемен. Пуçлăхсене çирĕплетессине депутатсем ырланă - эпĕ саккуна алă пуснă», - терĕ вăл.
Андрей Кулагин ыйтăвĕсем яланхиллех Михаил Игнатьева айăпламалла янăрарĕç те - республика Пуçлăхĕ кашни саманта уçăмлатрĕ: «Правительство çуртĕнче сауна тумалли документсене эпĕ çирĕплетмен, ман умĕн чылай маларах алă пуснă»* «Тăван ялта тунă çĕнĕ шкул таврари ялсен ачисем валли те пулĕ, вăл шкула никам та ниçта та йăтса каймасть - унтах юлать. Халь шкул тунăшăн айăплатăр, шкул туман-тăк - пĕлсех тăратăп, «Игнатьев хăйĕн ялĕнче те шкул тăвайман» тесе сивлетчĕç»* «Эпĕ хамăн çывăх çынсене, юлташсене укçаллă ĕçе вырнаçтарни пирки калаçни те тĕрĕс мар. Çавнашкал тĕслĕх тупса парсан эпĕ ун пек çынна хам кĕсьерен укçа тÿлеме те шантарнăччĕ - никам та тупайман. Чăвашавтодор ертÿçине Волкова илес-тĕк - вăл нихăçан та манăн тус пулман».
Кашни фракци ертÿçи доклада хакласа тухса калаçнă хыççăн депутатсем тинех тăхтава тухрĕç. Унтан кун йĕркинчи ытти ыйтăва тишкерчĕç: вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси, ЧР Пуçлăхне каялла чĕнсе илесси, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйласси çинчен калакан тата ытти саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç.
Николай КОНОВАЛОВ
Валерий ИВАНОВ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» АУО гендиректорĕ: Чăнах та, 2014 çул ансат пулмарĕ. Эпир, предприятисен ертÿçисем, çакна лайăх туятпăр. Çапах иртнĕ çул вĕçĕнче, 2015 çул пуçламăшĕнче йăтăнса аннă йывăрлăх сирĕлсе пынăн туйăнать. Çакăнта ЧР Правительстви, Чăваш Ен Пуçлăхĕ йышăнакан мерăсен витĕмĕ те пурах.
Сăмахăма «АККОНД» тытăмĕнчи предприятисен ĕçĕпе те çирĕплетме пултаратăп - çулталăка ăнăçлă вĕçлерĕç. Эппин, республика ертÿçисем, патшалăх бизнес валли тĕрĕс те меллĕ условисем йĕркелеççĕ, аталанма пулăшаççĕ. «АККОНД» Раççей экономикин тытăмне йĕркелекен 199 предприяти шутне кĕнĕ. Çакна çирĕплетсе Дмитрий Медведев февралĕн 5-мĕшĕнче тивĕçлĕ йышăну кăларнă. Çакăнпа мăнаçланатпăр. Эппин, эпир предприятие упраса хăвартăмăр кăна мар, ăна аталантаратпăр та, çапла майпа пĕтĕм Раççей экономикине витĕм кÿретпĕр. 2014 çулта «АККОНД» 1 млрд тенкĕ ытла инвестици хывнă - тĕп производствăна та, ялхуçалăхне те. Япăх мар вĕт! Çак миллиарда оборудование, производство çурчĕсене хывнă - çак укçа кунта юлать.
Микроклимат япăх пулнă-тăк эпир кунта укçа хываттăмăр-и вара? Урăх регионсене хывнă пулăттăмăр. Сăмах май, чылай кĕпĕрнаттăр пире хăйсем патне чĕнет, хăйсен регионĕсенче «АККОНД» фабрикисене уçма ÿкĕтлет.
Валерий Филимонов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Фармация» ПУП гендиректорĕ: Доклада тулли кăмăлпа йышăнтăм. Паллах, камăн мĕн илтес килет - кашниех çавна илтет. Маншăн доклад анлă та тĕрлĕ енлĕ пулнипе интереслĕ. Михаил Васильевич макроэкономика кăтартăвĕсене тĕплĕ тишкерчĕ.
Социаллă ыйтусенчен те пăрăнса иртмерĕ. Хамăн ĕçĕме кура эпĕ медицинăна çывăх пулнă май мана докладра çак ыйтусене те çĕклени уйрăмах килĕшрĕ. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни кăмăла çĕклет. Медицинăри пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ, эмелсемпе тивĕçтересси т.ыт.те - республика Пуçлăхĕ çак самантсем çинче те чарăнса тăчĕ, мĕн тунине палăртнипе пĕрлех мĕн тумалли çинчен те каларĕ.
Юрий ИСАЕВ, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ: Тÿрех палăртам: доклад килĕшрĕ. Ырришĕн тăрăшни, ĕçлес кăмăл пысăкки палăрать. Михаил Васильевич кашни отрасль ĕçне тишкерчĕ, малашне мĕнле ĕçлесси çинче те чарăнса тăчĕ. Экономикăра, финанс сферинче вăй илекен туртăмсене тĕплĕ хакларĕ.
Социаллă сферăна манманни те кăмăллă. Сăмахран, тĕрлĕ объекта хута яни чи малтанах халăх пурнăçне лайăхлатма кирлĕ вĕт. Тепĕр енчен, бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатни те пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май, çакна хамăрăн институт тăрăх та куратпăр. Профессорсен, паллах, пысăках, пĕчĕкрех шайри ученăйсен сахалрах, анчах пĕтĕмĕшле илсен вĕсен ĕç укçи те палăрмаллах ÿсни куçкĕрет. Пирĕн институтра 2013 çулта вăтам ĕç укçи 23 пин тенкĕ ытларах пулнă, пĕлтĕр ку виçе 34% пысăкланчĕ - 28 пин ытла тенкĕпе танлашрĕ.
Станислав ТРОФИМОВ, «Единая Российăн» Çамрăк Гвардийĕ» общество организацийĕн Чăваш уйрăмĕн ертÿçи: Маншăн доклад чăннипех интереслĕ пулчĕ. Çĕршыври лару-тăру çăмăл маррине пăхмасăр Чăваш Республикинче аталану туртăмĕсем куçкĕрет палăраççĕ - çакăншăн савăнатăп. Республика Пуçлăхĕ, Министрсен Кабинечĕ тытса пыракан çул-йĕр ăнăçу кÿрессе, 2015 çул ырă пулăмсемпе кăна палăрасса шанатăп.
Сергей ЩЕТНИКОВ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Промтрактор» АУОн ĕç тăвакан директорĕ: Йывăр çулталăк пулчĕ. Çакă чи малтанах санкцисемпе сăлтавланни паллă - вĕсем промышленноçа вăйлах килсе çапрĕç. Апла пулин те республика малтан палăртнă кăтартусене пурнăçлама вăй çитерчĕ. Çак условисенче ку чăннипех çине тăрса ĕçленине кăтартать.
Кăçал та малалла талпăнмалли никĕсе тупасса шанатăп. Трактор завочĕсем пирки калас-тăк - тĕп кредиторăн, Тулашэкономбанкăн, сăнав канашĕн йышăнăвĕсем, концернăн парăмĕсене реструктуризацилессипе çыхăннă йышăнусем пурнăçланчĕç-тĕк концернăн çутă малашлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ пулмалла мар.
Юрий ПЛОТНИКОВ, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин директорĕ: Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри - республикăн, Раççейĕн пĕрлештернĕ командисем валли резерв хатĕрлесси. Паян докладра федерацин тĕллевлĕ программине пурнăçланă май мĕнпур хулапа районта физкультурăпа спорт комплексĕсене хута яни пирки сăмах пулчĕ. ФСКсене спорт шкулĕсен балансне панă. Çакă шкулсен пурлăх базине çирĕплетме чăннипех пулăшрĕ. Çавна май спортсменсене хатĕрлемелли условисем те çĕнĕ шая çĕкленчĕç.
Н.ДМИТРИЕВ ыйтса пĕлнĕ.
Комментировать