Парк çĕнелсе улшăнсан...

11 Фев, 2014

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче уçнă «Шупашкар: 500 çул» парк чылай вăхăт тĕп хулари культура тата спорт мероприятийĕсем ирттермелли тĕп вырăн шутланнă. Анчах унăн кун-çулĕнче аллейăсем пушаннă, ача-пăча сасси илтĕнмен, халăх пачах çÿремен тапхăрсем те пулнă. Халĕ те ун пирки пуриншĕн те юратнă вырăн тесе калаймăн. Çынсем кану лапамĕсене пĕрин хыççăн тепри тÿпенелле кармашакан çуртсем хупласа хурасран шикленсе калаçнине илтетпĕр.

Пит-куçа сивĕ чĕпĕтет пулин те йывăçсен хушшинче уçăлса çÿреме аван. Паркра тÿлек те лăпкă. Хушăран çеç шăплăха тăвайккинчен ярăнакансен сассисем канăçсăрлантараççĕ. Футбол уйĕнче çамрăк хĕрарăм пĕчченех уткаласа çÿрет. Виçĕ-тăватă йĕлтĕрçĕ Атăл енчи çырмаран хăпарса хулара çухалчĕ. Урăх çын пурри туйăнмарĕ. Паркра çÿренĕ вăхăтра хама пысăк тĕнчери пĕчĕк чун пекех туйса илтĕм. Пуçра пĕр шухăш явăнчĕ: Шупашкарăн чи таса пайĕнче, Атăл çыранĕн тÿпемĕнче, вырнаçнă парк канăва усăллă тата курăмлă ирттермелли тĕп лапам пулмаллах пек. Анчах «пулмалла» тенипех çын кăмăлне çавăраймăн. Вăл хăйĕн куçĕпе пăхса, пуçĕпе шухăшласа пĕтĕмлетÿ тăвать.

Паркра илĕртÿллĕ, чуна тыткăнлакан япала нумай тесе калаймăн. Хăйне евĕрлĕх шутне «Тĕнче кĕл чечекĕ» скульптурăна - тĕрлĕ тĕне пĕлтерекен çеçкесемлĕ чечеке тÿпенелле çĕкленĕ хĕрарăмсен кĕлеткисене - кĕртме пулать. 2005 çулта кунта «Мускав çулĕ» композицие куçарса килнĕ. Уçланкăри чăваш халăхĕн этнопалли - юман юпа - иртен-çÿрене чарăнса тăма хистĕ. Америка скульпторĕн Джозеф Кингăн йывăçран ăсталанă арт-объекчĕ, «Упа çемйи» ятлăскер, пысăк вырăн йышăнать.

Çуллахи кунсенче тĕрлĕ аттракцион ĕçлет, футбол уйĕ, вăйă лапамĕсем пур. Хĕлле конькипе, йĕлтĕрпе ярăнма, лаша утланса çÿреме пулать.

Çулсерен паркра хула, республика, регион шайĕнчи тĕрлĕ мероприяти, спорт ăмăртăвĕсем, чăваш халăхĕн пысăк уявĕсем иртеççĕ. Хула кунĕ, Акатуй, Çăварни, Раççей йĕлтĕр йĕрĕ... Апла пулин те вăл халăх юратакан вырăн пулса тăраймарĕ. Чылай чухне çынсем уявсенче, кану кунĕсенче «Шупашкар: 500 çул» парка мар, тĕп хулари ытти вырăна васкаççĕ.

Çав кунах Николаев космонавт ячĕллĕ парка та çитсе куртăм. Çула май тата танлаштарса пăхмалăх пултăр тесе... Кунта хапхаран кĕрсенех ача-пăчан шавлă сасси хăлхана хупласа хучĕ. Пĕчĕкскерсем ятарласа тунă тăвайккинчен шуса анаççĕ. Конькипе, йĕлтĕрпе ярăнакан йышлă. Юратуллă чĕресем тенкелсем çине вырнаçнă. Ватăсем уткаласа çÿреççĕ. Те паркăн лаптăкĕ пĕчĕкрен - кунта çын йышлăрах пек.

«Шупашкар: 500 çул» парк малашлăхсăр мар иккен вăл. Юлашки çулсенче парк сумне ÿстерес, кану тата культура мероприятийĕсем ирттермелли вырăн туса хурас тĕллевпе ăна хăтлăлатма, илемлетме тăрăшаççĕ. Çитес çулсенче парка тĕллевлĕн аталантарма палăртнă. Пĕлтĕр ятарлă план çирĕплетнĕ. Мускав фирми парка тĕпрен улăштаракан проект хатĕрленĕ. Территорие аталантарма 5,5 миллирд тенкĕ хывма хатĕр инвесторсем тупăннă.

Ĕмĕт-тĕллев питĕ илĕртÿллĕ! Проектпа килĕшÿллĕн 2018 çул тĕлне парк тĕпрен улшăнма тивĕç. 70 ытла гектар çинче культурăпа спорт центрĕ, «Океанариум», «Шыв армань» ресторан хута кайĕç. Кивĕ кремле чĕртсе тăратĕç. Унта ал ĕç ăстисен япалисемпе паллаштарĕç. Чăваш халăх архитектура паллиллĕ этноял хапăл туса кĕтсе илĕ. Зоопарк, футбол центрĕ пулĕ...

Чăваш халăхĕ Хусана шыва кĕме çÿреме пăрахĕ. Хамăрăн аквапарк ĕçлеме пуçлĕ. Унăн адресĕ, паллах, «Шупашкар: 500 çул» парк. Атăл çыранне çити канат çул тăсĕç. Кунтах пĕчĕк юхан шыв порчĕ тата туристсен автобусĕсене чарăнмалли вырăн пулĕ. Парка килекенсене автомашинăна ăçта лартса хăварасси те пăшăрхантармĕ. Икĕ пин те пилĕк çĕр вырăнлă парковка тума палăртнă.

Çаксене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртме май килсен, паллах, «Шупашкар: 500 çул» парк республикăри чи чаплă, паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен, халăх хавхаланса çÿрекен кану вырăнĕ пуласси иккĕлентермест.


Ирина СЕРГЕЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.