"Эпĕ çитрĕм - илтрĕр-и?"

22 Апр, 2015

Апрель пуçламăшĕнче тăван ял, Шупашкар районĕнчи Çĕньял, çывăхĕнчи вăрманта /10 га/ уçăлса çÿрерĕм. Тавах несĕлĕмĕрсене ăна пĕтĕмпех кăкласа пĕтерменшĕн.

Акă, умран шăнкăрчсем вĕçсе иртрĕç. Иртнĕ çулсенче пирĕн пата апрелĕн пĕрремĕш çурринче çеç çитетчĕç. Вăта Атăлçире мартра ăшă тăчĕ. Кайăксем чĕпĕ кăларма васкарĕç: кăнтăртан çурçĕр еннелле талпăнчĕç.

Кĕтмен те - ял çынни лайăх пĕлекен кайăк юрри илтĕнчĕ: "Тăр-тăри-и! Эпĕ çитрĕм - илтрĕр-и?" Тăри-çке! Вăл кăна мар, Чăваш Ене ир килекен ытти кайăк, вăл шутра сĕлхепе /дрозд/ пилеш кайăкĕ пĕлтĕрхинчен маларах курăнчĕç. Хăшпĕр тĕс республикăна темиçе çулта пĕрре маларах çитет. Çапах та апрелĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа килекенсем хăйсен вăхăтнех пăхаççĕ.

Пилеш кайăкĕсен пĕр ушкăнĕ пирĕн патра хĕл каçрĕ. Кĕркунне кăнтăра вĕçсе каймарĕ. Мĕншĕн? Хĕлле пилеш, палан çителĕклĕ пулнăран.

Çуркунне Чăваш Республикин вăрманĕсене çеç мар, вăрман лаптăкĕсене те пин-пин кайăк вĕçсе килет. Кашни тăваткал çухрăм ешĕллĕхе тĕрлĕ тĕсрен вăтамран 50-70 йышăнать.

Мартăн 29-мĕшĕнче Улатăр юханшывĕ çинче /пăр тапранманччĕ-ха/, хулари биотасату хатĕрĕсен шĕвĕ каяш пухăнмăшĕнче пултăм /апатланма унта кайăксем пухăнаççĕ/. Кăнтăртан çитме ĕлкĕрнĕ чарлăк вĕçсе пычĕ те пăхса çаврăнчĕ. Чакаксем йăва çавăратчĕç. Орнитологсемшĕн Улатăр районĕ хĕвеланăç Европăран тата кăнтăртан килекен кайăксен çулĕ çуркунне тата кĕркунне кунта хĕресленнипе палăрса тăрать. Патшалăхăн Улатăрти орнитологи саккаслăхĕнче 130 тĕсе шута илнĕ. Хуркайăксем анăçран хĕвелтухăç еннелле килсе Улатăр шывĕн çийĕпе малалла вĕçеççĕ. Кăнтăртан çитнисем Сăрпа хăпараççĕ.

Кайăкхурсен пĕр пайĕ - анăç Европăра, тепри Хура тинĕсре, Каспипе Вăтаçĕр тинĕсĕнче хĕл каçаççĕ. Кăнтăртан Атăл, Медведица юханшывĕсемпе хăпараççĕ, Сăртан çурçĕр еннелле тĕллесе вĕçеççĕ. Кăнтăртан çурçĕре, анăçран хĕвелтухăçа нумай ĕмĕр çÿресе хăш юханшыв çийĕпе каймаллине пĕлсе çитнĕ. Ваттисем çамрăккисене çул çÿреме вĕрентсе хăвараççĕ. Çуркунне ир е кая юлса килнине кура, ытти сăлтава пула ăна сайра-хутра улăштарма пултараççĕ.

Атăлпа Кама юханшывĕсем пĕрлешнĕ вырăн, анлă сарăлнăскер, çуркунне кăнтăртан çурçĕре, кĕркунне ăшă çĕре вĕçекен кайăксене инçетренех çул кăтартать. Нумайăшĕ Камăпа Урал тăвĕсем патнех çĕкленет.

Орнитологсем мана çак кунсенче Çĕмĕрле районĕнчи улăх-çаранра хуркайăксем апатланнине пĕлтерчĕç. Вĕсем республикăн çурçĕр районĕсенче йышлăн анса ларнине асăрхаман-ха. Çуркунне кайăксен вун-вун тĕсĕ Мăн Çавал Атăла юхса тухнă тĕлте пуçтарăнать. Пĕрремĕшсем пирĕн патра чĕп кăлараççĕ, иккĕмĕшсем каннă хыççăн ытти региона çул тытаççĕ. Апрелĕн 16-мĕшĕ тĕлне республикăра 60 ытла тĕсе шута илнĕ. Ку Чăваш Енре йăх тăсакансен тата ун урлă иртекенсен пĕр пайĕ çеç-ха. Куллен пин-пин килет.

Владимир ЯКОВЛЕВ,

ЧР çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсен дирекцийĕн ертÿçи

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.