Бонуссемпе хавхалантараççĕ

22 Апр, 2015

«Ĕçлекен пенсионерсене малашне пенсипе тивĕçтереççĕ-и?» - йышши ыйтăва юлашки вăхăтра Раççейĕн саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаçĕсен шайĕнче сÿтсе явма пикенчĕç. Пенси илекенсене те çакă канăçсăрлантарать - Чăваш Енре тивĕçлĕ канăва тухнисен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ ĕçлет. Лару-тăрăва РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева уçăмлатать.

- Роза Алексеевна, çак асăннă ыйтăва мĕн сăлтавпа хускатаççĕ?

- Çакă - Раççейри пенси тытăмĕн малашлăхлă аталанăвĕн стратегийĕн положенийĕсенчен пĕри, ăна правительство çирĕплетнĕ тата тапхăрăн пурнăçласа пыраççĕ. Стратегипе килĕшÿллĕн кăçал çĕнĕ формула вăй илчĕ. Пенси тытăмне шайлаштармашкăн комплекслă мерăсем йышăнма тивет. Вĕсен шутне ĕçлекен пенсионерсемпе çыхăннă ыйтăва татса парасси те кĕрет. Тĕрĕссипе, пенси - ĕçлеме пултараслăха çухатнин страховки. Мĕнле пулса тухать-ха: тивĕçлĕ канури çын производствăра вăй хурать, çав вăхăтрах страховка та илсе тăрать.

- Вĕсенчен чылайăшĕ пĕчĕк шалуллă вырăнта ĕçлет вĕт. Çамрăксем унта вырнаçма килĕшмеççĕ...

- Чăнах çапла-ха. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕçлекен пенсионерсемпе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă чухне çулталăкри тупăш миллион тенкĕпе танлашакансен, урăхла каласан уйăхра 83 пин тенкĕ илекенсен, пенсине кăна чикĕлеме сĕннĕ. Ку хисеп - çирĕплетнĕ виçе мар, мĕншĕн тесен çулталăкра 1,5 млн тенкĕ илекенсен тĕлĕшпе асăннă мерăсене йышăнма ыйтакан та пур. Çирĕплетсех калама пулать: чикĕлев пенсионерсенчен чылайăшне пырса тивмест.

- Ĕçлекенсен пенсине çуллен çĕнĕрен шутласа парасси сыхланса юлать-и?

- Паллах. Халиччен вăйра тăнă саккунсемпе килĕшÿллĕн ĕçлекенсен страховани пенсине хывнă взноссен ку таранччен шута илмен хисепне кура 2015 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен шутласа параççĕ. 2016 çултан тытăнса асăннă корректировкăна çĕнĕлле йĕркелеççĕ: пенсин 3 балĕпе танлашакан хисепĕ е вăтам шалу виçи чухлĕ ÿстереççĕ. Çапла вара ĕçлекенсенчен чылайăшĕнне пенсие çĕнĕрен шутламашкăн пĕтĕм шалăвне тĕпе хураççĕ.

- Ĕçлекен пенсионерсем патшалăх тÿлевне хавхалантару балĕн шучĕпе пысăклатас тĕллевпе пенсие вăхăтлăх хирĕçлеме пултараççĕ-и?

- Пенсин çĕнĕ формулинче çакнашкал бонус пур. Ĕçлекенсем хăйсен ирĕкĕпе пенсие пĕр çулталăкран тытăнса 10 çул таран илмесси çинчен пĕлтерме пултараççĕ. Çав тапхăршăн хавхалантару балĕсене шутласа параççĕ. Тĕслĕхрен, страховани пенсийĕ 5 çулта 45 процент ÿсет, унăн фиксациленĕ тÿлевĕ 36 процент пысăкланать, халĕ вăл 4383 тенкĕпе танлашать.

Сăмах май, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ, анчах пенси йĕркелемешкĕн ыйтман граждансен те хавхалантару бонусĕсем пухăнса пыраççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.