Сумлă вырăнне тупчăрах

22 Апр, 2015

«Хыпар» хаçат редакцине кулленех республикăри хуласенчен-районсенчен кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те çыру сахал мар килет. Унăн авторĕсем Чăваш Енĕн историйĕпе, аталанăвĕпе, çыннисемпе кăсăкланаççĕ, хăйсен шăпипе паллаштараççĕ. Пулăшу ыйтакан та пур. Аякри Çĕпĕртен çитнĕ çак çырăва çавсен йышне кĕртесшĕн. Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнче çуралса ÿссе Барнаул хулинче тĕпленнĕ Валентина Копысова /хĕр чухнехи хушамачĕ - Полякова/ Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă чухне паттăрлăх кăтартнă Петр Иванович Поляков çинчен аса илтересшĕн.

Валентина Петровăн ашшĕ 1921 çулхи ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Ăна 1939 çулта çар ретне илнĕ. Петр Иванович вăрçă çулĕсемпе унăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа рейхстаг çине Çĕнтерÿ ялавĕ çакичченех утнă, вилĕмпе куçа-куçăн пĕр хут çеç мар тăнă. Кăмăла мăнаçлантаракан хыпара Прагăра кĕтсе илнĕ. Унччен темиçе хут аманнă, контузи илнĕ.

Çыру авторĕ малалла ашшĕне курмасăрах ÿснине, унăн наградисене упрама пĕлмесĕр çухатса пĕтерни пирки пăшăрханса çырса кăтартать. Хăй вăл Çĕпĕр тăрăхĕнче 55 çул пурăнсан та Чăваш Ене нихăçан та манман, ăна кашни кунах аса илет иккен, уншăн тунсăхлать.

- Аттен сăнÿкерчĕкĕсене пĕр-пĕр музее парнелес кăмăлăм пысăк. Аслă Çĕнтерĕве халалланă стендра вырăн тупсан тем пекехчĕ, - çырать вăл. - Тен, Шăмăршăри таврапĕлÿ музейĕн ĕçченĕсене кăсăклантарĕç вĕсем? Çапла-тăк - атте çинчен тĕплĕнрех çырса пĕлтерме хатĕр эпĕ.

Валентина Петровна редакцие ашшĕн вăрçă çулĕсенче тунă икĕ сăнÿкерчĕкне ярса панă. Вĕсене пĕр-пĕр музее пама сĕнет. Вăрçă паттăрĕн «Хыпарта» паян пичетленекен сăнÿкерчĕкĕсене, тен, Шăмăршăсем истори реликвийĕ вырăнне упрама йышăнĕç?

Юрий ЛИСТОПАД

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.