Иосиф Кобзон татах килесшĕн

22 Апр, 2015

Ĕнер Шупашкарта СССР халăх артисчĕн, Патшалăх Думин депутачĕн, хальхи вăхăтри авторсен юррисене шăрантаракан юрăçăн Иосиф Кобзонăн концерчĕ иртрĕ. Ун умĕн Иосиф Давыдович Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Астăватăп-ха, 18 çул каялла Халăх артисчĕ, 60 çул тултарнă май, Раççей тăрăх пысăк турнене тухнăччĕ, Шупашкарта та концерт ирттернĕччĕ, журналистсемпе тĕл пулнăччĕ. Ун чухне хăйĕн пурнăçĕ, çавăн пекех çемйи çинчен ним пытармасăр каласа кăтарнăччĕ.

Пурте юратса итлекен юрăсене - «Он сказал «Поехали!», «Помнит Вена, помнят Альпы и Дунай», «Мгновения», «День Победы», «А у нас во дворе», «Я люблю тебя, жизнь», «Поклонимся великим тем годам», «Журавли», «Смуглянка» тата ыттисене - хăйĕн лирика баритон сассипе шăрантаракан юрăç политика пурнăçĕнче те палăрнă. 1990 çулта ăна СССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче мире юратакансен делегацийĕсемпе тĕрлĕ çĕршыва çитсе килнĕ, Афганистанра совет салтакĕсем валли концерт кăтартнă. 90-мĕш çулсенче чечен сепаратисчĕсемпе кĕрешес ĕçре хăйĕн тÿпине хывнă, Бараев бандипе калаçусем ирттернĕ, 2002 çулта - Дубровкăри Театр центрне тытса илнисемпе. 1995 çултанпа паянхи кунччен ăна АПШна кĕме чарнă, 2014 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчен - Латвие /списокра çавăн пекех Олег Газманов, Валерия юрăçсем/. Латви ертÿлĕхĕн шухăшĕпе, вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе Украина пĕрлĕхĕпе суверенитетне аркатма пулăшаççĕ-мĕн.

Иосиф Кобзона çакнашкал санкцисемпе хăратаймăн. Кăçалхи февраль уйăхĕнче вăл Луганска çитсе килнĕ /иртнĕ çул вĕçĕнче Донецкра пулнă/, икĕ концерт кăтартнă. Унтан «Луганск Халăх Республикин халăх артисчĕ» хисеплĕ ятпа таврăннă. Юрăç Раççей Патшалăх Думин /«Единая Россия» парти тăратнă/ депутачĕ, çĕршыври Еврейсен общинин федерацийĕн правленийĕн членĕ, Пĕтĕм Раççейри «Нацин сывлăх лигин» общество организацийĕн президиумĕн членĕ.

Хальхи тĕлпулу вăхăтĕнче журналистсене, акă, мĕн пĕлтерчĕ халăх артисчĕ:

- Паян сирĕн республика ертÿçипе чылай ыйту пирки калаçрăмăр. Михаил Васильевич Чăваш Ен çыннисен пурнăçĕ, культурăпа физкультура, строительство çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Эпĕ вара Патшалăх Думин культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ пулнă май çĕршывра, Байкал леш енче, унта манăн суйлавçăсем пурăнаççĕ, культурăна аталантарас тĕлĕшпе çыхăннă ĕçсем, татса памалли çивĕч ыйтусем çинчен каласа кăтартрăм. Пĕр-пĕрне чуна уçса пани пулчĕ ку.

- Эсир, акă, 16-мĕш хутран хулапа киленме пултартăр. Мĕнле пек пирĕн Шупашкар?

- Тĕлĕнмелле хула. Атăл юхса выртать. Йĕри-тавра стройка пырать. Мана Михаил Васильевич июнĕн 3-мĕшĕнче спорт керменне уçма килме йыхравларĕ. Май тупма тăрăшатăп. Маншăн культура аталанăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хамăн ачалăха, вăрçăпа çыхăннăскере, час-часах аса илетĕп. Выçăпа нушаланаттăмăр, анчах çĕршывăмăра мухтаса юрăсем юрлаттăмăр. Чăваш Енре ку енĕпе пулса иртекен ĕçсем Тăван çĕршыва мĕнле юратмалли тĕслĕх тенĕ пулăттăм.

- Сирĕн мăнуксене пăхакан няня чăваш хĕрарăмĕ теççĕ.

- Ун пирки республика ертÿçин пÿлĕмĕнче калаçу пулчĕ. Манăн вунă мăнук. Вĕсемпе савăнатăп, мухтанатăп. Ачамсене парса çитереймен юратăва вĕсене парнелетĕп. Цирка, театра пĕрле çÿреме вăхăт тупма тăрăшатăп. Паллах, манран ытларах вĕсемпе юнашар - юратнă мăшăрăм. Мăнукăмсем ăна питĕ юратаççĕ, вăл - чăн-чăн асанне тата кукамай!

Паллă юрăçăн журналистсемпе калаçма вăхăчĕ сахал пулчĕ - концерт пуçланиччен Иосиф Давыдович Шуршăла кайса Космонавтика музейĕпе паллашас тата çывăх тусĕ пулнă Андриян Николаев космонавт летчике пуç таяс кăмăллăччĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.