Пĕвесенчен юшкăн кăлармалла

11 Фев, 2014

Ял-хула таврашĕнчи шыв-шур уссине пурте куратпăр. Унсăр çын та, чĕр чун та пурăнаймасть, ÿсен-тăран та çитĕнеймест. Этем юхан шыв е кÿлĕ çумне ахальтен пырса вырнаçман.

Пирĕн тăрăхра çил арманĕсемпе кăна мар, шыв арманĕсемпе те усă курнă. Пĕвере пулă ĕрчетнĕ. Пахча çимĕçе шăварма унтан шыв йăтнă. Ялта пушар тухсан сÿнтерме тăватшар пичке лартнă урапасемпе турттарнă. Кустăрмисем ялĕпех шăлтăртатнă. Çывăхри пĕвеленчĕкрен витрепе йăтнă. Вут-çулăма сарăлма паман.

Эпĕ ача чухне пăрçа е курăк çулса таврăнсан ватти-вĕтти пĕве хĕрринче пуçтарăнатчĕ. Хĕвел, анăçалла тайăлнă пулин те, ăшă. Кунĕпе ĕçлесе тарланă хыççăн лĕп шыва кĕрсе çан-çурăма уçăлтаратчĕ. Мĕн тери ырă шыв хăвачĕ! Çынна сиплет, кăмăла çĕклет.

Чăваш яланах хур-кăвакал ĕрчетнĕ. Шорккара та нумай усранă. Ютран килнисем пĕве çумĕпе иртнĕ чух кĕтĕве пăхса, кайăк-кĕшĕк сассине итлесе тĕлĕнетчĕç.

Хĕсметре чухне офицерсем пĕрмай ялта çуралса çитĕннисене мухтатчĕç, хулара ÿснисене турникрен туртăнайманшăн вăрçатчĕç. Халь шухăшлатăп та ял ачисем пĕчĕкрен ĕçлесе çитĕннĕрен, спортпа туслă пулнăран çирĕпрех пулнă тесе пĕтĕмлететĕп. Хĕлле, уроксем хыççăн, хоккейла выляса урана çирĕплетнĕ.

Сарапакасси тăрăхĕнчи кашни ял таврашĕнчех пĕве пур. Шорккара - 3. Тăваттăмĕшне çурхи шыв татнă. Сăлтавĕ - тĕпĕнчи пăрăха тĕрĕс хуманнинче. Ăна пула ытти пĕве те час-часах юрăхсăра тухнă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Дмитриев 2001-2003 çулсенче 3-шĕн тĕпне тимĕр пăрăх хывтарчĕ. Ăна пĕве умĕнчи тăратса лартнă пăрăхпа çыхăнтарнă. Шыв витĕр юхса тухать те ик айккинчи йывăçсен хушшипе малалла васкать. Çыран, тымарланнăскер, ишĕлмест. Пĕве умĕнчи тăпрана шыв çурса ан хăпартăр тесе урлăшпех хурăн лартрăмăр.

Çатракассинчи плотинана 1975 çулта Кÿкеçри «Сельхозхими» пĕрлешÿ хута ячĕ. Шорккапа Самуккасси хушшинчине 1976 çулта ĕçе кĕртнĕ. Иккĕшĕ те автотранспорт çулне Шупашкарпа, Кÿкеçпе, çын пурăнакан ытти вырăнпа çыхăнтараççĕ. Çавăнпа вĕсен ял пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ пысăк. Пĕвесенче вун-вун çул пулă ĕрчет. Хамăр ялсем кăна мар, Шупашкартан килнисем те пушă вăхăта çыран хĕрринче ирттереççĕ.

Лапсарти чăх-чĕп фабрикинчен пĕр-ик çухрăмри Хурăнлăх ялĕ çумĕнчи плотинана 1976-1977 çулсенче турĕç. Шыв лаптăкĕ 4 гектар ытла. Вăл Хурăнлăхсен пурнăçне çăмăллатрĕ. Çырмана пĕвеличчен урлă каçса çÿреме йывăрччĕ. Шыв йĕри-тавра йывăç лартса çитĕнтерчĕç. Халĕ ешĕллĕх тавралăха илем кÿрет.

Пикшикри пĕве умне ретĕн-ретĕн тимĕр-бетон тăрăхĕ хунипе ыттинчен уйрăлса тăрать. Ăна та «Звезда» колхоз тутарчĕ. Вăл Колешшари тата Мокшинрине те хăйĕн укçипе ĕçе кĕрттернĕ.

Ял çыннисем çак объектсемпе халĕ те усă кураççĕ. Анчах плотинасем юшкăнпа тулнă. Çавăнпа пулă ĕлĕкхи пек йышлă ĕрчеймест, шыв сахалрах. Юшкăн - ял хуçалăх культурисемшĕн паха удобрени. Хăçан та пулин ăна уй-хире хывасса шанатпăр.


Владислав ПЛАТОНОВ,

ĕç ветеранĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.