Пĕрисем сÿрелеççĕ, теприсем апатлантараççĕ

21 Апр, 2015

Канаш район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăну тытакан тĕп специалисчĕсем Валерий Долговпа Сергей Васильев иртнĕ эрне вĕçĕнче Киров ячĕллĕ ЯХПКра, «Цивиль» тата «Канаш» ОООсенче пулса уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă. Вĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене икшер агрегатпа сÿрелеççĕ. «Цивиль» хуçалăхра МТЗ 82-1 трактор рулĕ умĕнче - Виктор Иванов опытлă механизатор. Унăн ĕç стажĕ - 40 çула яхăн. Тепĕр трактора Алексей Данилов ĕçлеттерет. Вăл хурçă ута 15 çул ытла итлеттерет. Вĕсем 185 га йышăнакан нумай çул ÿсекен курăксене 2 сменăпа сÿрелеççĕ.

«Канаш» ОООра курăк 536 га йышăнать. Унăн уйĕнче Владимир Афанасьевпа Владимир Иванов механизаторсем вăй хураççĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПКра Андрей Федоров улăхра нÿрĕк тытать. Нумай çул ÿсекен курăка ку хуçалăхра 645 га çитĕнтереççĕ.

«Цивиль» ОООра тата Киров ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче кĕрхи культурăсене апатлантарнă. «Канмаш» ООО тата ытти ялхуçалăх предприятийĕ вăл лаптăксене пĕрчĕллĕ удобрени сапма тытăннă.

Районти аграрисем çывăх кунсенче кĕрхи çĕртме ирттернĕ уйра нÿрĕк тытма тата хатĕр лаптăксенче çурхи культурăсене акма пуçăнас тĕллевлĕ.

Г.СТЕПАНОВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.