Чăн-чăн хресчен пулас килет-и?

21 Апр, 2015

Куславкка районĕнчи Тĕрлемес шкулĕнче пулас фермерсен пĕрремĕш олимпиади иртнĕ. Ялхуçалăхне мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме тĕрлĕ районтан - ытларах Канаш, Комсомольски тата Куславкка тăрăхĕсенчен - аслă классенчи 85 вĕренекен хутшăннă.

Тĕлĕнмелле те, Тĕрлемесе пырас тĕллев пуррине чи малтан Шупашкарти 59-мĕш шкултан хыпар янă. Валентина Краснова географ хресчен ĕçне халалласа республикăра пуçласа олимпиада йĕркелессине пĕлтерсен ачасем йăл кулса илнĕ: тислĕкрен тасалма пĕлмен выльăх вити камшăн кăсăклă? Вĕрентекен пултарулăх ăмăртăвне ку чухнехи технологиллĕ фермăпа, энерги перекетлекен хăватлă техникăпа çыхăнтарсан ачасен олимпиадăна каяс кăмăл çуралнă. Ăна Интернет пулăшнипе хатĕрленнĕ.

Ялхуçалăх культурисем çитĕнтересси, выльăх ĕрчетесси пĕртте çăмăл маррине ăнланса илнĕ ачасем. Ыйтусене тĕрĕс хуравлас тесен нумай пĕлмелле, кĕнеке вуламалла. Шкул программинчи ботаника, зоологи предмечĕсене хутлав таблици пекех «шĕкĕлчемелле». Çавăн пекех тăпра тытăмне, çĕр ĕçне, агрохимие, мелиорацие, селекцие, вăрлăх туса илессине, ротаци таблиципе пусăçаврăнăшне тĕрĕс пăхăнмаллине, çумкурăкпа сăтăрçăсене тата вĕсемпе епле кĕрешмеллине тата темтепĕре пĕлмелле. Хăшпĕр студент академире 5 çул лекци итлесен те хуçалăха пырсан тулла урпаран, мочевинăна кали тăварĕнчен уйăраймасть. Теорие практикăпа çирĕплетмесĕр чăн-чăн специалист пулма йывăррине пĕлтерет ку тĕслĕх. Çакăн çинчен «Энеж» хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи, çав вăхăтрах олимпиада йĕркелÿçи Василий Семенов нумайччен шухăшланă. Чăваш патшалăх ялхуçалăх академине çамрăксем ăнсăртран ан лекчĕр тенĕ.

- Ялхуçалăхĕнче чи кирли - фанат е, урăхла каласан, тĕллеве пурнăçлассишĕн тем тума та хатĕр пулни. Хресчене ĕç тулли савăнăç, канăç-киленÿ кÿтĕр, - тет Василий Николаевич. – Олимпиада вĕренекенсене фермер юхăмĕпе, ĕç-хĕлĕпе кăсăклантарасса шанатпăр. Унта çуллен хутшăнакан çамрăк каярахпа ялхуçалăхĕпе çыхăннă вĕренÿ заведенине пĕтернĕ хыççăн агропромра вăй хуратех.

Василий Семенов шухăшĕпе пуçĕпех килĕшетĕп. Агроном е зоотехник, инженер е технолог пулас ĕмĕтпе яш-кĕрĕмпе хĕрупраç ялхуçалăх академине чун-чĕрипе хĕмленсе вĕренме кĕрессе шанас килет. Диплом илсен пĕр-пĕр хуçалăха ĕçе вырнаçать е фермер пулас тĕллевпе хăйĕн ĕçне уçать. Ăна лайăх пуçласа яма нухратлă пулас тесе проект хатĕрлесе «Фермер ĕçне пуçăнакан» тĕллевлĕ программăна хутшăнать.

Олимпиада çак ĕçе халех явăçтарать иккен. Ачасем унăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕр ĕçĕпе тата выльăхпа çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Кайран вĕсене практика ĕçĕ кĕтнĕ. Ушкăнланса бизнес-план хатĕрленĕ. Кунта çĕнĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулнă. Кредит илес тата унпа вăхăтра татăлас тесен экономикăна та лайăх пĕлмелле иккен. Процентсене тĕрĕс шутлама математикăна пĕлни пулăшĕ. Ачасем олимпиадăра лайăх хресчен пулма çирĕп те тарăн пĕлÿ кирлине туйса илнĕ. Ял хуçалăхĕ, хăшĕ-пĕри çиелтен шухăшланă пек, «резина атă», «пылчăк», «тислĕк» ăнлавсенчен тăмасть иккен. Кунта уçман çерем пайтах. Чи кирли - ума çирĕп тĕллев лартни тата чунра ĕçлес кăмăл пурри. Вара кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтаратăн.

Ялхуçалăх темипе шкул ачисем валли олимпиада йĕркеленине влаç тытăмĕнче вăй хуракансем, ăсчахсем, фермерсем ырласа йышăннă, пысăк хак панă. Пĕрисем ыйтусем хатĕрлеме пулăшнă, теприсем спонсорсем пулма килĕшнĕ.

Çĕнтерÿçĕсем хальлĕхе паллă мар-ха, пĕтĕмлетÿ малалла пырать. Мала тухнисене парнесем кĕтеççĕ.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ