Мускаври Святой Матрона пулăшнипе

21 Апр, 2015

2006 çулхине пирĕн çемьене пысăк хуйхă килсе çапрĕ. Эпир - атте-аннен икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Пирĕн кĕçĕн шăллăм хăрушă чирпе, лимфогрануломатоз текенскерпе, чирлерĕ. Мăйĕ иçĕм çырли сапаки пек пĕчĕк-пысăк мăкăльсемпе тата шыçăпа тулса ларчĕ. Диагнозне пĕлме эпĕ хам больницăна кайнăччĕ. Врач каланине ниепле те ĕненес килмерĕ. Çав самантра шалта темĕнле туйăм, «Ăна Мускаври Матрона пулăшатех», - тесе шанăç пачĕ.

Шăллăма диагноза пĕлтерсенех вăл та кун пек пуласса ĕненмерĕ.

Эпĕ Мускавра Матрона патĕнче икĕ хутчен те пулнăччĕ. Ун çинчен вуласа пĕлме ĕлкĕрнĕччĕ, çак Святоя çав тери юратма тата хисеплеме пуçланăччĕ.

Вăхăта тăсмасăр аттепе шăллăм Мускава Покров мăнастирне Матрона патне çул тытрĕç, эпир те килте акафист вуларăмăр. Йĕрсех Турăран шăллăма çак хăрушă чиртен сыватма ыйтрăмăр, Матронăна кĕлтурăмăр.

Мăнастиртен илсе килнĕ святой çупа шăллăмăн шыççи тĕлне хĕрес хурса тăтăмăр. Пĕрремĕш хут çак çупа сĕрсенех мăкăльсем пĕчĕкленнĕ пек туйăнчĕç.

Шăллăм химиотерапипе радиотерапи курсне тухрĕ. Мухтав Турра, хăрушă шыçă чирĕ иртсе кайрĕ. Çакăнта Святой Матрона тÿпи пысăк пулчĕ. Атте, унччен нихăçан та çылăх каçарттарса курманскер, чиркÿре шăллăм чирленĕ чухне пĕрремĕш хут çылăхне каçарттарчĕ, Турă юнĕпе ÿтне ăша илчĕ. Святой Матрона патĕнчен килсен атте ăна кашни кун пĕр сиктермесĕр кĕлĕ вулатчĕ. Çав тери Матронăна юрататчĕ, унăн пулăшăвне туйсах тăратчĕ. Турра ытларах ĕненме, чиркĕве юратма пуçланăччĕ атте. Хăй вара иртнĕ çул чирлесе вилчĕ, виличчен çылăх каçарттарса сыпрĕ. Тепĕр сехет çурăранах унăн чĕри чарăнса ларчĕ...

Шăллăм халĕ чиперех. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе пĕрле ывăл ÿстереççĕ. Таса Матрона, пирĕншĕн яланах Турра кĕлту.

Л.АЛЕКСАНДРОВА.

Шупашкар хули

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.