«Капкăн» журналăн кăçалхи 6-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

27 Мар, 2015

«Капкăн» тухма пуçланăранпа кăçал 90 çул çитрĕ. Журналăн 6-мĕш номерĕ паллă çак пулăма халалланă. Вăл Сергей Мягковăн «Капкăн" - 90-ра» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Юбилей номерĕ ыттисенчен хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Кунта журнала пуçарса яракансем пирки те, унăн редакторĕсем çинчен те, тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ художниксен ÿкерчĕкĕсемпе те паллашма пулать. "Капкăн" журналăн кун-çулĕ пирки тĕплĕн каланă.

Кăларăмра салам сăмахĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. "Йĕплĕ йĕркесем", "Кулăш, пулăш!", "Пултаракансемпе култаракансем" рубрикăсенче интереслĕ материалсем, сăвăсемпе памфлетсем вырăн тупнă.

Çавăн пекех журналта В. Елтовăн "Телей" калавĕ, кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.