Аслă çав çулсене пуç таятпăр...

20 Апр, 2015

Нина Сагайдак, Валя Котик, Павлик Морозов, Зина Портнова, Олег Кошевой, Зоя Космодемьянская... Вĕсен ячĕсем нихăçан та манăçас çук. Паттăрсем пирки çырнă кĕнекесене шкул ачисем юратса вулаççĕ. Вулаççĕ кăна мар, вĕсем пирки хайланă сăвă-калава пăхмасăр та вĕренеççĕ.

Юнкун Шупашкарти Л.Н.Толстой ячĕллĕ ача-пăча библиотекинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа «Çав аслă çулсене пуç таятпăр» ятпа сусăр ачасен хушшинче республика конкурсĕ иртрĕ.

Унта Шупашкарти ятарлă /коррекци/ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 1-12 класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Япăх куракан ачасен пултарулăхне виçĕ номинацире хакларĕç: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки поэтсем хайланă сăвва пăхмасăр вуласси, асăннă темăпа çырнă илемлĕ произведение /проза/ пăхмасăр каласа кăтартасси, Çĕнтерĕве халалласа хăйсем çырнă сăвва вуласси.

Вĕрентекенсем шкул ачисенчен те ытларах хумханни сисĕнчĕ. «Поэзире мар тăк, прозăра çĕнтеретпĕрех», - хавхалантараççĕ шăпăрлансене. Вĕсем калани чăн та тÿрре тухса пычĕ. Пачах та курманскерсем вун-вун сыпăклă сăвă йĕркисене пĕр такăнмасăр шăрантараççĕ кăна. Çĕр çывăрмасăр вĕреннине пытармарĕ хăшĕ-пĕри. Куçпа курман йĕркесене астуса юлма ансат мар паллах. Анчах та çакă ачасен пултарулăхĕнче кăштах та палăрмарĕ.

Залра шăп. Чун-чĕре витĕр шăранса тухакан сăвă-калава вуланă хушăра чÿречерен çурхи çумăр хуллен шаккани çеç илтĕнсе тăчĕ. Куççуль кăлармасăр, хумханмасăр итлеме çук сусăрсем хайланă Çĕнтерÿ сăввисене. Алăран çавăтăнмасăр пĕр утăм та тума пултарайман ачасенче мĕн чухлĕ вăй-хăват тапса тăрать. Тем тесен те хĕвел çутине, каçсерен тÿпере çăлтăрсем çутатнине те курайман шăпăрлансем тĕнчене те урăхларах куçпа виçеççĕ. Вĕсен тĕнчи ырă, çутă, ăшă... Çынпа çын мĕншĕн вăрçнине те ăнланма йывăр пĕчĕк çак чунсене. Ылханлă вăрçă пирĕн çĕр çинче мĕншĕн кĕрленине вара историрен аван пĕлеççĕ. Кашни килех кĕрсе тухнă инкек. Миллион-миллион çын шăпине ĕмĕрлĕхе хуçнă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе залра ларакан ачасен ватă аслашшĕ-кукашшĕ те хаяр çав вăрçăра пуçĕсене хунă.

Хĕрлĕ галстук, çар тумĕ, хутран ăсталанă хĕп-хĕрлĕ гвоздикăсем Çĕнтерÿ кунĕ çывхарсах килнине систерчĕç. Хурлăхлă, çав вăхăтрах савăнăçлă юрă-кĕвĕ поэзипе проза конкурсне уяв сĕмĕ кĕртрĕ.

«Кунта хутшăнакансем пурте çĕнтерÿçĕсем», - тесе ахальтен каламарĕç пуль конкурс пуçламăшĕнче. Кашниех дипломсемпе пĕчĕк парнесене тивĕçрĕç.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Рубрика: