- Чăвашла верси
- Русская версия
“Эсир хускатакан ыйтусем çивĕч”
"Çамрăксен хаçачĕ" кăçал 90 çул тултарнине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. Çавна май кăларăм ĕçченĕсем тĕрлĕ йышпа тĕл пулаççĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче вĕсене Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕн студенчĕсемпе тата вĕсен преподавателĕсемпе курнăçма йыхравларĕ.
Вулавăш ĕçченĕ Людмила Давыдова çамрăксене кăларăм кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Унтан хăй питĕ кăмăллакан "Паллă çынсен çамрăклăхĕ" рубрика çинче чарăнса тăчĕ, вăл паянхи ачасене воспитани парас ĕçре питĕ пысăк пулăшу панине асăнса хăварчĕ. Унсăр пуçне Людмила Николаевна калем ăстисем питĕ çивĕч ыйтусене хускатнине, вĕсем вулакансене шухăшлаттарнине палăртрĕ. Библиотекăн таврапĕлÿ уйрăмĕн ертÿçи Эвелина Малеева "Çамрăксен хаçатне" вулама йышлăн килни пирки савăнса пĕлтерчĕ.
Паянхи çамрăксене кăсăклантарма çăмăл мар - шел те, чылайăшĕ компьютерпа Интернетсăр пуçне урăх нимĕнпе те интересленмест.Малалла вулас...
Комментировать