Мода хыççăн кайса сывлăха шар кăтартаççĕ

16 Апр, 2015

Чыса кăна мар, сывлăха та çамрăкран упрамалла. Пурнăç мĕнле çулпа чупасси унран нумай килет-çке. Паян эпир хĕр-хĕрарăм сывлăхĕ çинчен калаçăпăр. Çамрăк чухнехи йăнăшшăн ача çуратайман тĕслĕх сахал-и? Çутçанталăк та хĕрарăма амăшĕ пулмах пилленĕ вĕт. Ыйтусене Чăваш Республикин тĕп акушер-гинекологĕ Татьяна ДЕРИПАСКО хуравлать.

- Татьяна Васильевна, ача çуратмалли чи ăнăçлă ÿсĕм хăçан?

- Кашни çынна уйрăм пăхмалла. 16-18 çулсенче хĕр организмĕ пиçсе çитет. 13-14-ра та, уйăх хушши йĕркеленсе кайсан, çие юлма пултарать. Пĕрремĕш ачана 25 çулччен çуратмалла тесе çирĕплетеççĕ. Ун хыççăнхисене - 35-чен. Ку тапхăрта хĕрарăм çемье çавăрать, ура çинче çирĕп тăрать. 40-рен иртсен репродуктивлă ĕç майĕпен сÿнме тытăнать. Çакă организмри гормонсен ылмашăнăвĕпе çыхăннă. Çавăнпа çие юлмасан та пултарать. Уйăх хушши тапхăрĕ, овуляци ĕçĕ пăсăлаççĕ. Çапла вара ача чирлĕ çуралас хăрушлăх пур.

- Репродуктивлă сывлăха япăх витĕм кÿрекен сăлтавсем çинче те чарăнса тăрар-ха. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.