Инноваторсен ĕçĕсене экспертсем хакларĕç

8 Фев, 2014

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Раççейри аталану институчĕсен сумлă эксперчĕсемпе инвесторсем Чăваш Енри стартап-командăсемпе тата инноваци проекчĕсен хатĕрлевçисемпе тĕл пулчĕç. Ăна Russian StartUp Tour роуд-шоу мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Раççейри пысăк технологи рынокĕнче кирлĕ инноваци проекчĕсене тупас, регионсенчи предпринфпе ирттерекен чи пĕлтерĕшлĕ акцие кăçал çĕр-шывăн 27 хулинче йышăнаççĕ. Унăн йĕркелÿçисем - «Сколково» фонд, федерацин Çамрăксен ĕçĕсен агентстви, «Раççей венчур компанийĕ» АУО тата РОСНАНО. Вĕсем кашни хула валли уйрăм программа хатĕрленĕ, унта регионăн инноваци инфратытăмĕн хăйне евĕрлĕхне тата технологи предпринимателĕсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Федераци проекчĕ кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕччен пырать, çак тапхăрта инвесторсемпе экспертсем регионсем тăрăх çÿреççĕ, семинарсемпе ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Çапах вĕсен тĕп тĕллевĕ - сайра тĕл пулакан кăсăклă ĕçсене шыраса тупасси. Чи лайăх проектсене ăнăçлă хÿтĕленисене суйлав тапхăрĕ витĕр тухмасăрах конкурс программисене тата Раççейри чи пысăк стартап-конференцие хутшăнма чĕнеççĕ.

Чăваш инноваторĕсем Russian StartUp Tour роуд-шоуна пĕтĕмпе 80 ытла проект сĕннĕ. Çав шутран ытларахăшĕ биотехнологипе, композит материалĕсемпе, альтернатива энергетикипе, машинăсем тăвас ĕçпе, медицинăпа, химипе тата çĕнĕ материалсемпе çыхăннă. Раççей аталану институчĕсем 14 проекта хÿтĕлев валли суйласа илнĕ. Шупашкарти роуд-шоуна хутшăнакансене РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Марк Шмулевич, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, «Сколково» фондăн президенчĕн канашçи Пекка Вильякайнен, федерацин Çамрăксен ĕçĕсен агентствин ертÿçин çумĕ Юрий Сапрыкин саламларĕç.

Иван Моторин Чăваш Республикинче пысăк технологиллĕ инноваци продукцине туса илесси юлашки çулсенче ÿссе пынине палăртрĕ. Инноваци инфратытăмне туса хурас, çамрăксен пултарулăхне аталантарас енĕпе нумай ĕçленине асăнчĕ. Чăваш Енре кăçал РОСНАНОпа пĕрле «Наноград» форум ирттерме планланине каларĕ, ку мероприятие инноваци промышленноçĕн представителĕсем хутшăнĕç. «Паянхи мероприяти тата кăсăклăрах проектсем шухăшласа кăларма, çĕнĕ технологисен авторĕсене саккасçăсемпе çыхăнтарма, стартапсене аталанăвăн çĕнĕ шайне куçма пулăшасса шанатăп. Çавăн пекех вăл инноваци тĕлĕшĕнчен аталаннă общество туса хурас тĕллев патне тунă тепĕр утăм пуласса ĕненетĕп», - терĕ Иван Борисович.

Пекка Вильякайнен, финсен паллă предпринимателĕ, хăйне çак роуд-шоун хресна ашшĕ тет. Вăл çамрăклах, 28 çул каяллах, бизнес пуçарса янă. «Предприниматель пулма йывăр, анчах хăрушă мар», - калаçăва тăсрĕ хастарскер. Бизнесмен 38 çулта пенсие тухма тĕллев лартнă-мĕн, тивĕçлĕ канура та алă усса ларма май килмен - ăна Раççее инноваци сферине аталантармашкăн чĕнсе илнĕ. Пекка Вильякайнен ашшĕ-амăшĕ ачисене хăйсен ĕçне пуçарса яма вĕрентсен-хăнăхтарсан тин çĕр-шыв экономики пысăк ÿсĕмсем тума пултарнине каларĕ.

Марк Шмулевич информаци технологийĕсемпе тепĕр 10 çултан пĕтĕм çĕрте пурте усă курма пуçлассине шантарсах каларĕ. Хальхи вăхăтра вара вĕсен ытларах пайĕ - 80% ытла - Раççейри пысăк 5 хулара /Мускавра, Санкт-Петербургра, Новосибирскра, Хусанта, Екатеринбургра/ вырнаçнă. Марк Михайлович шухăшĕпе - регионсен ку енĕпе вăй-хăват пур, çавна май вĕсем çывăх вăхăтра паянхи лидерсене те хăваласа çитме пултараççĕ. Сахалтан та 10 регион çакнашкал ÿсĕмсем тăвас шанăç пур. «Паянхи мероприяти Чăваш Ен çамрăкĕсене пĕлĕвне тарăнлатма май панипе пĕрлех çĕнĕ шанăçсем те парнелессе ĕненетĕп. Унсăр пуçне эпĕ сирĕн регион та технологи енĕпе çĕнĕ ÿсĕмсем тăвасса кĕтетĕп», - пĕтĕмлетрĕ М.Шмулевич.

РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ çак темăна Чăваш Енри IT-компанисен представителĕсемпе йĕркеленĕ «çавра сĕтел» вăхăтĕнче те хускатрĕ. Асăннă предприяти-организацире вăй хуракансем хăйсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Информаци технологийĕсен тытăмĕ валли кадрсем хатĕрлесси нумайăшне шухăшлаттарать. «Ку енĕпе IT-компанисем вĕренÿ учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлессине вăйлатмалла», - пĕтĕмлетрĕç пухăннисем. Анлă тавра курăмлă çамрăксенчен чылайăшĕ аслă пĕлÿ илмешкĕн е ĕç опычĕ кăшт пухăнсан пысăк хуласене кайни те кулянтарать. Эппин, вĕсем регионсенчех юлччăр тесе хĕрсемпе яшсене хавхалантармалли çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăлармалла, ку ĕçе компанисен те хутшăнмалла. Марк Шмулевич кашни ыйтăва тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ. Унсăр пуçне вăл информаци технологийĕсен тытăмĕнче наукăсăр май килменнине, çавăнпа та Раççей ăслăлăх организацийĕсен тата аслă шкулсен никĕсĕ çинче IT енĕпе тĕпчевсем ирттерекен центрсем йĕркелес ĕçе малалла тăсмаллине палăртрĕ. Марк Михайлович IT-компанисене налуксем тĕлĕшĕнчен мĕнлерех çăмăллăхсем пани çинче те чарăнса тăчĕ. Çав кунах Марк Шмулевич Шупашкарти 5-мĕш гимназие - вăл «Сколково шкулĕ» ассоциацие кĕнĕ - çитсе курнă.


Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.