Мунчана хÿтĕлеме йышăннă

8 Фев, 2014

Чĕмпĕр облаçĕнче пăлхар пуянĕсен мунчине тупни пирки пĕлтернĕччĕ. Унăн малашнехи шăпи мĕнлерех-ши?

Р.СЕЛИВАНОВ.
Патăрьел районĕ.

Чĕмпĕр археологĕсем 1990 çулсен пуçламăшĕнче Хĕрлĕ Сÿнтĕк ялĕ çывăхĕнчи хулаш вырăнĕнче тупнă мунчана çавра тăрăпа хÿтĕлеме палăртнă.

X - XII ĕмĕрсенчи объектран 2013 çулхи çурла уйăхĕнче музей экспоначĕ тума йышăннă. Çапла майпа истори палăкне çанталăк сиенлесрен хÿтĕлеме тата экскурсие килекен туристсене кăтартма май килĕ.

Археологсен шухăшĕпе - Хĕрлĕ Сÿнтĕк ялĕ çывăхĕнче пулнă хулаш вырăнĕнче Атăлçи пăлхарĕсен хули вырнаçнă. Тупнă япаласем халăх тăмран савăт-сапа тунине тата тимĕр ĕçĕпе пурăннине кăтартаççĕ. Пăлхар пуянĕсен мунчине ăнсăртран тупнă. Влаç 1990 çулта культура еткерлĕхĕ çинчен калакан саккуна пăсса хулаш территорийĕнче ссылкăран таврăнакан Атăлçи нимĕçĕсем валли поселок тума ирĕк панă. Строительство ĕçĕсен вăхăтĕнче экскаватор темĕнле çурт никĕсне аркатнă. Каярахпа вăл хаклă истори палăкĕ пулни палăрнă. Строительсем çавăн пекех кăмакана, мунчан ытти пайне вăйлă сиенленĕ. Аркатнă вырăнăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ темиçе пин тăваткал метр йышăнать.

Мунча никĕсĕ пысăк пахалăхлă тăваткал кирпĕчрен. Археологсемшĕн уйрăмах кăсăкли - ăшăтмалли тытăм. Ăна вырнаçтарма, ахăртнех, Рим çыннисенчен вĕреннĕ. Мунчапа юнашар чÿрече кантăкĕн ванчăкĕсене, пăта, çĕçĕ, çăра уççисен пайĕсене, тăм савăтсен управне, мăсăльмансен авалхи масарне тупнă.

1991 çулта мунчана «хура археологсенчен» хÿтĕлес тĕллевпе тăпрапа хупласа хунă. Истори палăкне çĕнĕрен 2013 çулта чавса кăларнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.