Чи çутă та савăнăçлă уяв

14 Апр, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Мăнкун кĕллинче пулнă

Мăнкун - чи çутă та чи савăнăçлă уяв. Чун-чĕре çап-çутă та тап-таса, ырă-ырă кăмăлпа тулса ларни пĕтĕм тавралăх, пĕтĕм çут тĕнче çуркуннен ытарайми чĕрĕлĕх сывлăшĕпе яр уççăн сывлама тытăннинчен те килет ахăртнех. Мăнкун умĕнхи каç çÿл тÿпере çăлтăрĕсем те нихçанхинчен нумайрах та çутăрах... Христос чĕрĕлсе тăнă çак Аслă кун хĕвелĕ те ташласа тухать теççĕ. «Çапах та çăмартине мĕншĕн хĕретеççĕ-ха.» - ыйтаттăм асаннерен пĕчĕк чух. Вăл вара, «Ку Христос чĕрĕлсе тăнине, унăн сăнне хĕрлĕ тĕс çапнине пĕлтерет», - тетчĕ.

Çăмарта мĕншĕн хĕретнипе çыхăннă тепĕр пулăма аса илтересех килет. Апостолсемпе тан таса Мария Магдалина Рим императорĕ Тиберий патне Христос чĕрĕлсе тăни çинчен хыпарлама пырса ăна çăмарта панă. Император ĕненмен, «Пулма пултараймасть! Чăх çăмарти куç умĕнчех хĕрелсе ларнипе танах ку», - тенĕ. Çак сăмахсем хыççăнах ун аллинчи çăмарта хĕп-хĕрлĕ пулса кайнă...

Мăнкун хыççăн Мăнкун эрни - Таса эрне - пуçланать. Паян, ытларикун, Лука çырнă таса Евангелири 24-мĕш сыпăкри 12-35-мĕш сăвăсене вуламалла. Унта çакăн пек калани пур, «Вĕсемпе пĕрле апат çиме ларсан Вăл çăкăр илсе пилленĕ те ăна вĕсене хуçа-хуçа панă. Çавăн чухне вĕсен куçĕсем уçăлнă та вĕсем Ăна палласа илнĕ; анчах Вăл вĕсене курăнми пулнă. Вара вĕсем пĕр-пĕрне каланă, Вăл пирĕнпе çул çинче калаçса килнĕ чухне, Çырури сăмахсене ăнлантара-ăнлантара каланă чухне пирĕн чĕре темĕн пекех савăнмарĕ-и вара? тенĕ. Вĕсем ĕнтĕ çав сехетрех тăрса тухнă та Иерусалима таврăннă; унта пĕрле пухăннă вунпĕр апостолпа ыттисене тĕл пулнă; кусем, Çÿлхуçа чăнах та чĕрĕлсе тăнă, Симона курăннă тесе каласа панă».

Чăнах та, Мăнкун пирĕн чĕре темĕн пекех савăнмарĕ-и вара? Иисус Христос Туррăмăр Хăйне ĕненекенсене тамăкран хăтарнине кашниех хăй пултарнă таран хапăлламарĕ-и вара?

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та апрелĕн 12-мĕшĕнчи çĕнĕ куна, Мăнкуна, мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Христос чĕрĕлсе тăнă çутăран та Çутă уява халалланă каçхи кĕлĕре Пукравпа Татиана соборĕнче кĕтсе илнĕ. Аслă уяври Турра мухтакан Кĕлле Чăваш Митрополийĕн пуçлăхĕ, Шупашкарпа Чăваш митрополичĕ Варнава ирттернĕ.

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Борис ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: 
Теги: