Саккуна пăхăнмасăр йĕркене пăснă

11 Янв, 2022

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Пирĕн республикăра лару-тăру лайăхланнă пулин те тимлĕхе çухтмалла маррине палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Сăлтавĕ — коронавирусăн çĕнĕ штамĕ хăвăрт сарăлни. Ăна 94 çĕршывра тупнă, Раççейре 180 тĕслĕхе шута илнĕ. Специалистсем каланă тăрăх, вăл ватă çынсене кăна мар, çамрăксене те ураран ӳкерет-мĕн.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 500 ытла çынна чир ернĕ. Хальхи вăхăтра стационарта — 721, килте 990 пациент сипленет. Вакцинаци тунисен шучĕ 69 процентран иртнĕ, аслă ӳсĕмрисен 61 проценчĕ прививка тутарнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская чире сарăлма парас мар тесе чару мерисене вăйлатма сĕнчĕ, çавăн пекех ОРВИпе тата гриппа чирленисен çывăх çыннисене те ПЦР-тест тума хушрĕ. Акă кăрлачăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апат-çимĕç тата ытти тавар сутакан гипермаркетсене куар-кодпа кĕртме пуçлаççĕ.

Мобильлĕ ушкăнсем канмалли кунсенче те тĕлĕрмен. 243 ушкăн куллен рейда тухнă. Йĕркене пăсакансене тупса палăртнă. Суту-илӳ центрĕсене куар-кодсăрах кĕртнĕ тĕслĕх нумай пулнă. Апатлану предприятийĕсене раштавăн 30-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 1-мĕшĕччен ĕçлеме чарнă пулин те Çĕнĕ çул каç 4 кафере корпоративсем ирттернĕ. Олег Николаев вĕсене явап тыттарма хушрĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать