«Пулăшăпăр, анчах яваплăхран хăтармăпăр»

16 Окт, 2024

Студентсен çемйисем мĕнпе йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ? Пĕлӳ учрежденийĕ тивĕçтерекен пулăшупа пурте усă кураççĕ-и? Çак тата ытти ыйтусене паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх университечĕн ректорĕ Андрей Макушев çамрăксемпе çавра сĕтел хушшинче сӳтсе явнă.

Тĕлпулăва 20 ытла студент килнĕ. Вĕсен хушшинче тин çеç çемье çавăрнисем те, ачаллисем те пур. Паян çемьеллĕ студентсене университет тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшать. Общежитире пӳлĕм параççĕ, юридици тата психологи пулăшăвĕсемпе, мăшăр пĕрлешсен е ача çуралсан тӳлевсемпе тивĕçтереççĕ, ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ, ачасене парнесем парасси те ырă йăлара. Çавăн пекех çамрăксем уйрăм графикпа вĕренме пултараççĕ, анчах зачетпа сессие вĕсен ыттисемпе пĕр тан вăхăтра тытмалла. «Паллах, яваплăхран сире никам та хăтармасть. Пулăшма, çăмăллăх туса пама тăрăшăпăр, ыйтусене уçăмлатăпăр», - пĕлтернĕ ректор.

Алена Сусликова 4-мĕш курсра вĕренет, 12 çул каялла çемье çавăрнă. Çамрăк çемьесене университет пулăшма, вĕрентекенсем ăнланма тăрăшнине палăртнă.

www.hypar.ru Ирина Паргеева сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментировать