Профилактикӑна вӑйлатмалла
Паян ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи право йӗркипе тивӗҫтерекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта видеоконференци ҫыхӑнӑвӗпе районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, право хуралӗн органӗсен подразделенийĕсен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Ларӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пычӗ.
Право йӗркелӗхӗн лару-тӑрӑвӗ тата пӗлтӗр республикӑра преступноҫа чакарас тӗлӗшпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков каласа кӑтартрӗ. Иртнӗ ҫул лайӑх енчен палӑрса юлнине каларӗ вӑл. Тӗслӗхрен, общество вырӑнӗсенче преступлени тӑвасси чакнӑ, ҫул ҫинче аварисенче шар курнӑ ҫынсем сахалрах пулнӑ, преступленисене уҫса парас тӗлӗшпе Чӑваш Ен ҫӗршывра чи лайӑх вунӑ регион шутне кӗнӗ... Анчах та пӑшӑрхантаракан самантсем те ҫук мар. Сӑмахран, интернет пулӑшнипе улталакансем нумайланнӑ. Министр контактсӑр мелпе вӑрлассине чакарас тесен профилактика ӗҫне вӑйлатмаллине палӑртрӗ.
Ачасемпе ҫул ҫитменнисене преступлени ҫулӗ сине тӑрасран сыхлас тӗлӗшпе те республикӑра нумай ӗҫ пурнӑҫланать. Ку енӗпе уйрӑмах вӗрентӳ, культура, спорт учрежденийӗсем курӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ, ачасен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме майсем туса параҫҫӗ.
www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментировать