Куславкка тата Вӑрмар районӗсенче ӗҫ вӗрет
Паян республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Куславккапа Вăрмар районĕсене çитсе килчĕ. Вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ строительство объекчĕсемпе тата ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
Акă Вăрмарти 2-мĕш садикре кăçал юсав ĕçĕсем тунă. Унта ĕçлекенсем строительсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Ирина Егорова воспитатель каланă тăрăх, 1984 çулта уçнă садикре ку таранччен капиталлă юсав пулман.
"Паян пирĕн садик çĕнĕрен уçăлнă пекех. Хăтлă та илемлĕ, кунта кĕрсен чун савăнса тăрать", - терĕ педагог. Куславккара çĕнĕ садик çĕкленĕ. Унта 160 ача çÿрĕ. Ачасене авăнăн пĕрремĕшĕнче йышăнма пуçлĕç. Садикре бассейн та пур. Куславкка районĕнче икĕ шкулта юсав пырать. Хулари 3-мĕш шкулта сентябрьччен ĕçе вĕçлĕç тĕк Тĕрлемесре октябрьте кăна юсав пĕтет. Çавна май шкул ачисем дистанци мелĕпе вĕренĕç. "Чи лайăххи - ачасем хăтлă та илемлĕ классенче вĕренме пуçлĕç", - терĕ Олег Алексеевич.
Владимир Иванов фермер хуçалăхĕнче тата "Родина" колхозра вырма епле пынипе те кăсăкланчĕ. Ертÿçĕсем каланă тăрăх, тыр-пул тухăçĕ пысăк мар. Сăлтавĕ - çанталăк шăрăх пулнинче. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, хуçалăхсен паянхи тĕллевĕ мĕнпур тырра йĕпе-сапа пуçланиччен пухса кĕртесси. Çавăнпа пурин те тăрăшмалла.
www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментировать