Çăлавçă сăнĕ вăрçă нушине сирме пулăшĕ

9 Июн, 2021

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти ача-пăча реабилитаци центрĕнче тĕл пулу иртрĕ. Унта «Донбасс тата Луганск Çăлавçи» картинăна Донецк облаçне парнелесси çинчен калаçрĕç. Ку ĕçĕн авторĕ — Юрий Милославский, Раççей художниксен союзĕн членĕ.

Калаçăва ирттерме мĕншĕн шăпах çак центра суйланă-ха? Кунта Донецк облаçĕнчи Горловка хулинчен килнĕ ачасем сипленеççĕ. Паянхи кун вĕсем иккĕн — Ян тата Максим.

Ачасене Чăваш Ене сипленме «Пулăшма вăхăт» ыр кăмăллăх фончĕ тăрăшнипе илсе килнĕ. Фонд ертӳçи Александр Ефимов «Донбасс ачисене пулăшатпăр» проект 2019 çулта пурнăçланма тытăннине палăртрĕ. Ыркăмăллăхçăсем лăпкă мар хуласенчи ачасене Шупашкарти ача-пăча реабилитаци центрне илсе килеççĕ. Ку ĕç пĕр пулăмран пуçланнă. Донецк облаçĕнчи Горловка хулинче концертпа пулнă хыççăн Юлия Славянская артистка унти йывăр лару-тăру çинчен каласа кăтартнă. Унта та кунта пăшал пени илтĕнсе тăракан регионтан медицина ĕçченĕсем куçа-куçа кайнă, чирлисене сиплекен те юлман. «Пулăшма вăхăт» ыр кăмăллăх фончĕ çак ачасене алă парас тенĕ. Пĕрремĕш хут çав тăрăха кайса килме Олег Николаев, ун чухне депутат пулнăскер, пулăшнă. Кайран Горловка хула ертӳлĕхĕпе килĕшӳ хатĕрленĕ хыççăн унти ачасене пулăшу кӳме тытăннă. Çапла 24 ача Шупашкарти реабилитаци центрĕнче сипленнĕ.

Максимăн амăшĕ Ольга Буднякова каланă тăрăх, арçын ача шыва кĕнĕ чухне ăнăçсăр сиксе çурăм шăммине амантнă. Анчах тĕрĕс диагноза икĕ эрнерен çеç пĕлнĕ, кирлĕ хатĕрсем çукки чăрмантарнă. Сиплев ирттерме ача-пăча травматологĕ пулман. Шупашкара кайма май пурине пĕлсен çемье тинех çăлăнăç курнă. Сиплев усси сисĕнме тытăннă. Акă кĕçех вĕсем тăван ене таврăнĕç.

«Шупашкарти ача-пăча реабилитаци центрне питĕ мухтаççĕ пирĕн патра», — кунта мĕнле килнине ăнлантарнă чухне каларĕ Виктор Сыровацкий, Янăн аслашшĕ. Арçын ача çуралнă чухнех сусăр пулнине палăртрĕ вăл. Ăна сывлăхне çирĕплетсех тăни кирлĕ. Ача-пăча центрĕнче Ян тĕрлĕ процедура витĕр тухать.

«Донбасс тата Луганск Çăлавçи» картинăна Донецк облаçне «Пулăшма вăхăт» ыркăмăллăх фончĕ илсе çитерĕ. Парнене Николай Атте — Николай Корниенко иерей — сăвапларĕ. Раççей писательсен союзĕн членĕ Алексей Хабаров вара 2015 çулта Донецк облаçĕнчи çамрăк вулакансем валли хăйĕн кĕнекисене ярса панă. Тĕлпулура та вăл Янпа Максима хăйĕн кăларăмĕсене парнелерĕ, ачасем кăмăллă пулчĕç.

Алла Салаева вице-премьер пултарулăх ĕçĕнче тăрăшакансем халăхшăн мĕн тери пысăк ĕç тунине палăртрĕ. «Вĕсене çав ĕçе вăйпа тутараймăн, хăйсен хавхалану пулни çеç кирлĕ», — терĕ вăл. Çак мероприятие ертсе пынă Наталья Володинăна ырми-канми ĕç-хĕлĕшĕн тав турĕ.

www.hypar.ru Лариса ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: 

Комментировать