- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш вăййи — Раççей шайĕнче
Ĕлĕкхи вăхăтра ачасем мĕн тĕрлĕ кăна халăх вăййи выляман-ши? Тĕслĕхрен, сукккăр такалла, пушă пӳртле, кĕтесле, çара çерçилле, алă татмалла, çĕрĕлле, лапталла, 12 патакла… Хальхи ăруран хăшĕ-пĕри вĕсем пирки тен илтмен те. Теприсем вара çак вăйăсене халĕ те манăçа кăларман. Сăмах май, Хыркассинчи ача-пăча ӳнер шкулне çӳрекенсем ку енĕпе уйрăмах ăста. Иртнĕ эрнере вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Раççейри халăх вăййисен антологийĕ» проекта хутшăнма мехел çитернĕ.
Манăçа кăларас марччĕ
Раççейре 193 наци çынни пурăнать. Кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки, культури, историйĕ… Шел те, хальхи вăхăтра асатте-асанне, кукамай-кукаçи вăхăтĕнчи вăйăсене пĕлекен, вĕсемпе кăсăкланакан сахал. Ытти халăхăнни пирки вара пачах илтмен тесен те юрать. «Раççейри халăх вăййисен антологийĕ» проекта çак пуянлăха манăçа кăларас мар тесе йĕркеленĕ те. Ун валли ятарласа вăйă реквизичĕсем, брошюрăсем, видео-уроксем хатĕрленĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва халăх вăййисемпе ытларах паллаштарасси, выляттарасси, вĕсене пухса реквизитлă методика кĕнекисем хатĕрлесси.
«Эпир ку проекта хамăр шкулти «Тивлет» ушкăнпа хутшăнтăмăр. Пысăках мар йышпа уçă сывлăшра пухăнма ирĕк пачĕç пире. Ака уйăхĕренпе пĕр-пĕриншĕн тунсăхланăскерсем ӳнер шкулне хаваспах çитрĕç. Чи малтан ачасене тĕрлĕ вăйă йĕркипе, Мускваран ярса панă вылямалли хатĕрсемпе паллаштартăмăр. Сценăна хăнăхнăскерсемшĕн йывăрлăх пулмарĕ. Чăваш тумĕ тăхăнса лапталла, çĕрĕ памалла, мечĕкпе пемелле вылярĕç. Чăваш вăййине сăнланă май такмак та каларĕç, юрларĕç. Ӳнер шкулĕнче вĕренсе тухнă Артем Кадыбайкинпа Данил Горбунов хаваспах уява ертсе пыма килĕшрĕç. Çавăн пекех Юля Пахарева хастар пулчĕ. Проекта хутшăнса ача-пăча вăййисене сăнласа кăтартма Мускавран икĕ тĕрлĕ мечĕк, лапталла вылямалли хатĕрсем, виç кĕтеслĕ пĕчĕк тутăрсем ярса пачĕç. Видео хатĕрленĕ хыççăн ачасем киле тулли кăмăлпа таврăнчĕç», — каласа кăтартрĕ Хыркассинче ача-пăча ӳнер шкулĕн фольклор уйрăмĕн преподавателĕ Антонина Лукина.
«Чăваш çĕршывĕпе мăнаçланччăр»
Хальхи вăхăтра пĕр чăмăра пухăнса ĕçлени паха. Çапла кăна малалла аталанма, пуррине упраса хăварма, çитĕнӳсем тума май пур. «Шупашкар районĕнчи Шупашкаркасси клубĕн заведующийĕпе Любовь Ивановăпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, мĕнпур мероприятийе пĕрле ирттеретпĕр. Унăн виçĕ ачи, Полина, Милена, Стас, çак проекта хутшăнма кăмăл турĕç. Асли пирĕн ӳнер шкулне çӳрет», — паллаштарчĕ Антонина Владимировна.
Ивановсен ывăл-хĕрĕ мĕн çуралнăранпах сцена çинче-мĕн. Вĕсене ку таврара пурте паллакан пулса çитнĕ. Виççĕшне те капăр чăваш çи-пуçĕ çĕлесе панă. «Чăваш чунлă çитĕнтерес килет. Ӳссен кирек ăçта тухса кайсан та Чăваш çĕршывĕ, тĕп хуламăр Шупашкар пирки мăнаçланса калаçчăр, тăван халăхăн аваллăхĕпе, историйĕпе, культурипе паллаштарма пултарччăр. Халь ак ĕлĕкхи чăваш вăййисене выляма пĕлеççĕ ачасем», — хавхаланса калаçрĕ Любовь Александровна. Малалла вулас...
www.hypar.ru антонина ЛУКИНА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк
Комментировать