Иртнĕ шăматкун Чăваш Енри ача çурчĕсен уçă алăкĕсен кунĕ иртрĕ
«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»
Çак кунсенче Чăваш Енри ача çурчĕсенче уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Ашшĕ-мăшĕсĕр çитĕнекенсене патшалăх паян апат-çимĕçпе, тум-тирпе тивĕçтерет. Анчах чун ăшшине парнелеймест вăл. Уçă алăксен кунне килсе куракансенчен хăшĕ-пĕри тăлăха хăй çуначĕ айне илессе шанаççĕ кунта.