Иосиф Дмитриевăн пултаруллăх презентацийĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

«Тĕп рольте Иосиф Дмитриев». Çак ятпа Патшалăхăн электронлă тата кино докуменчĕсен архивĕнче ятарласах фотоальбом хатĕрленĕ. Пирĕн ĕçтешсем те чăвашсен чаплă режиссерĕпе драматургĕн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма май тупрĕç.