"Хыпар" никĕслевçи Николай Никольский - кашнин асĕнче

Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕ хăйĕн ентешне Николай Никольские манăçа кăларман. Унăн ячĕпе парк чĕртсе тăратнă, унта бюстне вырнаçтарнă, кÿллинче ачасем катамаранпа ярăнса ырлăх кураççĕ. Музейĕ те пур. Шупашкарти пĕр проспекта, колледжа профессор ятне панă.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем.