"Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕ Хусанта тухса калаçнă

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта Атӑлҫи тăрăхĕнчи халӑхсен чӗлхе хастарĕсен тӗл пулӑвӗ иртнĕ.

Вăл тӗрлӗ блоклӑ программăран пуян пулнипе палăрса тăнă. Сăмахран, инста-блогсем, хаҫат-журнал, научпоп, вӗренӳ кӗнекисем, айти-технологисем. Журналистика çинчен калаçнă блога "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ Алина Изман хутшăннă, тухса калаçнă.

"Хавал" ушкăн архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.