Фонд чухăнах мар

Чăваш Республикин Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕнче чăвашла фильмсем упранаççĕ-и?

И.ОСИПОВА.

Тăвай районĕ.

Архив директорĕн заместителĕ Татьяна Куликова хальхи вăхăтра учреждени фондĕнче фильмсен 10066 копийĕ пурри çинчен пĕлтерчĕ.

Çак шутра 16, 35, 70 миллиметрлă пленка çине ÿкернĕ илемлĕ фильмсен - 3899, анимаци фильмĕсен - 2041, документлă фильмсен - 1551, наука-популярлă фильмсен 1897 копийĕ упранать. DVD тата VH: çинче - 678 копи. Таврапĕлÿ фондĕнче 306 пайран тăракан 203 тĕрлĕ фильм пур.

Çавăн пекех архивра французла куçарнă "А зори здесь тихие" /2 сери/ тата "Служебный роман" /2 сери/, акăлчанла куçарнă "Земля Санникова" тата "Укрощение огня" /2 сери/, чăвашла куçарнисем 121 фильм упранаççĕ. "Чăвашкино" киностуди хатĕрленĕ ĕçсем те - "Священная роща", "Ял" /"Вихрь на Волге"/ /1 пай/, "Страна Чувашская" - сыхланса юлнă. Ку фильмсем сасăсăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.