«Çунатлă, вутлă чунлă поэт»
Çак ятпа йĕркелекен конкурса чăваш поэзи никĕслевçи Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 тата ЧР вĕренÿ институтне уçнăранпа 80 çул çитнине, Раççейре тата Чăваш Енре ирттерекен Культура çулталăкне халалланă.
Йĕркелÿçĕсем - Чăваш наци музейĕпе ЧР вĕренÿ институчĕ, ăна пурнăçа кĕртме тĕп хулари Çеçпĕл Мишши музейне тата вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрипе лабораторине шаннă. Пуçаруллă çак ĕçĕн тĕллевĕсем пархатарлă: шкул ачисемпе çамрăксене тăван культурăпа кăсăклантарасси /поэзи, ÿнер тата ытти те/, Çеçпĕл Мишши сăввисене халăхра анлă сарасси, çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантармалли майсем туса парасси.
Конкурса Чăваш Енри тата республика тулашĕнчи шкул ачисем, профессин пуçламăш училищисенче вĕренекенсем, вăтам тата аслă вĕренÿ учрежденийĕсенчи студентсем хутшăнма пултараççĕ.
Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе поэзине уçса паракан пултарулăх конкурсĕ икĕ тапхăрпа иртĕ: пĕрремĕшĕ - 2014 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен /хатĕрлесе çитернĕ ĕçсене йышăнасси/* иккĕмĕшĕ - 2014 çулхи чÿкĕн 1-11-мĕшĕсенче /ĕçсене тĕрĕслесе пĕтĕмлетни/. Çак вăхăтра йĕркелÿçĕсем конкурса хутшăнма кăмăл тунисене Шупашкарти тата Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи Çеçпĕл Мишши музейĕсене çитсе курма, хуласемпе ялсенче кăвар чĕреллĕ поэта халалласа пултарулăх конкурсĕсем ирттерме сĕнеççĕ. Çав мероприятисемпе çыхăннă ĕçсене СD диск çинче пурнăçламалла. Унта çак темăсене уçса памалла: «Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ»* «Манăн пурнăç - манăн йĕркесенче»* «Çеçпĕл Мишши юратăвĕн поэми»* «Тăвăлта çуралнă Çеçпĕл» /Шупашкарти музей экспозицийĕ тăрăх/. Пултарулăх ĕçĕн ятне кашнийĕ хăй пĕлнĕ пек те палăртма пултарать, анчах конкурс темине уçса памалла.
Йĕркелÿ комитечĕ пултарулăх ĕçĕн çак тĕсĕсене йышăнать: видеоролик* видеоклип* коллаж* буклет* ÿкерчĕк* кино* комикс* композици /çиппе е шăрçапа тĕрлени* улăм пĕрчипе тата ытти хатĕрпе пурнăçлани/. Ĕçсене Çеçпĕл Мишшин тĕп хулари музейне юпа уйăхĕн вĕçĕччен çитермелле.
Надежда ГЕОРГИЕВА