Леш касри Ваçук çуртне юсама мĕншĕн манран укçа ыйтаççĕ?
Нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕ валли халăхран укçа пухма йышăнса влаçсем шахматра «пат» текен терминпа хаклакан йышши лару-тăрăва лекессе кĕтмен те пуль. Лекрĕç вĕт, лекмеллипех лекрĕç.
Акă ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пăшăрханса палăртать: хваттерсен хуçисен çурри кăна Капиталлă юсав фончĕ ярса паракан квитанцисем тăрăх укçа тÿлет-мĕн. Çийĕнчен, авă, массăллă информаци хатĕрĕсем те ыратакан суран çине тăвар сапаççĕ. Республикăри пенсионерсем кăмăллакан пĕр хаçат нумаях пулмасть Патшалăх Думинче хайхи тÿлевпе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма палăртнă, çавна май хальлĕхе укçа тÿлемесен те юрать тесе çырнă-мĕн - кун хыççăн чылайăшĕ пушшех хайхи квитанцисене илсе банка-мĕне укçа куçарма васкасси иккĕленÿллĕ.
Правительство шайĕнчи канашлура çав хаçата явап тыттармалли пирки те сăмах пулчĕ, çийĕнчен республика Пуçлăхĕ тивĕçлĕ ведомствăсен халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн ирттермеллине палăртрĕ. Чиновниксем тĕпĕртетеççĕ кăна! Маларах мĕн тунă, мĕншĕн ăнлантарман? Влаçри çынсем халăх асăннă ыйтупа тĕп хула варринчи площаде пухăнсан та /ну, коммунистсем пухнă тейĕпĕр - вара мĕн? Ку ыйту çивĕчлĕхне чакармасть вĕт!/ тухса сăмсине кăтартмарĕç вĕт. Э-э, суятăп, сăмсине кăтартрĕç, анчах чĕлхине - çук, халăха лару-тăрăва ăнлантарса парас тесе çăвар та уçмарĕç.
Халĕ ав республика Пуçлăхĕн халăх умĕнче çине-çинех явап тытма тивет. Суйлав çулталăкĕнче çакă Михаил Игнатьев рейтингне ырă туманни пирки иккĕленместĕп. Çак кунсенче пĕр предприятире ĕçлекенсен коллективĕпе курнăçрĕ те - çынсем хайхи тÿлев пирки кăмăлсăрланса сăмах пуçарчĕç. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов «ăхă, 5 тенкĕ те 20 пус пирки сăмах» тесе персе ячĕ. Михаил Васильевич вара тĕлĕнсех кайрĕ: «Мĕнле 5 тенкĕ те 20 пус?! Леонид Ильич, эсир хăвăр та тÿлемен пуль! Тăваткал метршăн 5,2 мар, 5,5 тенкĕ!» Ку сăмахсене Михаил Васильевич кулса каларĕ - шÿтленĕн курăнчĕ, анчах Шупашкар влаçĕн пĕрремĕш çынни çапла йăнăшни кайран журналистсемшĕн те «пăшăлтатмалли» сăлтав пулчĕ.
Паллах, республика Пуçлăхĕшĕн çынсем çак калаçăва пуçарни кĕтменлĕх пулмарĕ-тĕр. Çынсене иккĕленмесĕр-тумасăр хуравлани те çакна çирĕплетет. «Патшалăх çынсене хваттерсене приватизацилеме май панă, - терĕ вăл. - Анчах кирек мĕнле харпăрлăх та - яваплăх. Республикăра çулталăкра 1 млрд тенкĕ пуçтаратпăр. Çак укçа пĕтĕмпех çуртсене юсама кайĕ. Хăшпĕр çурта халь юсатпăр, хăшпĕрне - 15 çултан. Хăшĕ-пĕри çак тÿлев ыйтăвне политикăпа çыхăнтарма тăрăшать. Кам тÿлесшĕн мар - вĕсене çапла калатăп: приватизациленĕ хваттерĕрсене муниципалитета каялла тавăрса парăр, вара юсава хула хăйĕн çине илĕ. Çук, апла та килĕшмеççĕ. Апла мĕн тумалла-ха? Темиçе çултан çуртсем юхăнса çитĕç... Хамăрăн çуртсемшĕн хамăрăнах тăрăшмалла - укçа пухмалла».
Чăнах та, вырăнлă та тĕрĕс сăмахсем. Апла пулин те ыйтăва тĕплĕрех тишкерсен çынсем кăмăлсăрланни вуçех сăлтавсăр маррине те курма пулать. Çак кунсенче строительство министрĕ панă интервьюна вуларăм. Вăл та çĕнĕ çуртсене 15-20 çултан юсасси пирки калать. Урăхла каласан укçине халь тÿлеме пуçлатпăр та - теçетке çурă е икĕ теçетке çултан юсав кĕтсе илетпĕр. Тĕрĕсех ĕнтĕ, çĕнĕ çурта унччен капиталлă юсав кирлĕ пулмĕ. Анчах пĕр самант пур. Çын паян çĕнĕ çуртра хваттер илчĕ тейĕпĕр. Юсав укçине тÿрĕ кăмăлпа тÿлесе пырать, пĕр 15 çултан вара хваттер улăштарать - каллех çĕннине туянать. Каллех юсав укçине вăхăтра хывса пырать. Вăхăт иртсен татах çĕннине туянать... Вăт, шухăшласа пăхăр: çын ĕмĕр тăршшĕпе юсавшăн укçа хывать, анчах унпа пĕрре те усă кураймасть - çапла пулса тухать вĕт.
Çийĕнчен вăл çĕнĕ хваттере хаклă тÿлесе туянать. Шухăша малалла аталантарма пулать: тепĕр гражданин кивĕ хваттер туянать - йÿнĕпе. Унăн çуртне капиталлă юсав фончĕн укçипе тÿрех юсаççĕ, кăштахран хуçи пурăнмалли лаптăка сутать. Ăна халь юсанă вĕт, эппин, вăл хаклăрахпа сутăнать. Çын тепĕр хваттер илет - каллех киввине, каллех йÿнĕрехпе. Каллех çурт юсамаллисен списокне çийĕнчех лекет. Списока малалла тăсма пулать. Ăçта тĕрĕслĕх?
Е тата Патшалăх Канашĕн депутачĕ калани аса килет. Оппозици йышĕнче пулнине кура хушаматне асăнса влаçсене вĕчĕрхентерес килмест, анчах вăл каланинче те тĕшши пурах. Депутат пĕр карчăк тĕслĕхне илсе кăтартрĕ. Унран капиталлă юсавшăн укçа ыйтаççĕ. Кинемей тÿлесшĕн мар: «Мана çурт юсавĕ ним тума та кирлĕ мар - хăрах урапа тупăкра вĕт!» Çук, пурпĕр тÿлемелле. Карчăк пурăнакан çурта 5-6 çултан юсаççĕ тейĕпĕр, вăл вара 3-4 çултан çĕре кĕрĕ - унăн çуртне кам валли юсаса хăвармалла?
Капиталлă юсавшăн тÿлессипе çыхăннă калаçу-тавлашăва тепĕр министр та, социаллă политикăшăн явапли, хутшăнчĕ. Чăннипех меллĕ тĕслĕх илсе кăтартать: медстрахованире «сывви чирлишĕн тÿлет» текен принцип пур, кунта та вăл тÿрре тухать-мĕн. Тĕрĕсех, медицина страхованийĕнче çав принцип вырăнли пирки иккĕленÿ çук. Страхованишĕн ĕçлекен кашни çыннăн укçи каять: сывă-и, чирлет-и - пурпĕрех. «Принцип солидарности» текенни /чăвашла куçарманшăн ан кÿренĕрех - чăн пĕлтерĕшне катертесрен шиклентĕм/ медицинăра тĕрĕс пулнине çирĕплетсе панă ĕнтĕ. Анчах мĕншĕн унпа пур çĕрте те усă курмалла? Çĕнĕ çуртра пурăнаканнин кивĕ çуртсенче кун кунлаканшăн тÿлемелле тенипе ниепле те килĕшес килмест. Çак мелпе усă курасах килет-тĕк - ăна ытти çĕрте те вăя кĕртес. Калăпăр, кам нумай тар тăкса ытларах ĕçлесе илет - вăл хăйĕн укçине кахалланнипе пĕчĕкрех шалупах çырлахаканнисемпе пайлатăр. Е тата капашсăр пысăк окладлă пуçлăх хăйне пăхăнса тăракан, ытла та пĕчĕк ĕç укçиллĕ çынсене хăйĕн енчĕкĕнчи купюрăсене кăлара-кăлара патăр...
Апла пулма пултарайманни паллă. Çавна май влаçсем пурăнмалли юхăннă çурт-йĕре çакнашкал майпа йĕркене кĕртес тени тĕп-тĕрĕс çул пулманни те куçкĕрет. Çапла, çын хăйĕн пурлăхĕшĕн, ку тĕслĕхре хăй пурăнакан хваттершĕн, çуртшăн яваплă пулмаллах. Ялта, сăмахран, кашниех хăйĕн çуртне хăй юсать вĕт. Хулара та çыннăн хăйĕнех тăкакланмалла ĕнтĕ. Анчах мĕншĕн унăн кÿршĕ çуртра пурăнаканшăн та тÿлемелле? Хайхи ялтах, сăмахран, влаç представителĕсем кам патне те пулин пырса «укçа пар-ха, унпа леш касри Ваçукăн чалăшнă çуртне тÿрлетĕпĕр» терĕç-тĕк - вĕсенчен кулса вилĕччĕç. Çапла мар-им?
Николай КОНОВАЛОВ