Йышпа канашласан - çăмăлрах
Сĕнтĕрвăрри районĕнче 12 ял тăрăхĕ. Вĕсен администрацийĕсене ертсе пыракансем вăхăтран-вăхăт тĕлпулса çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ. «Пĕччен хулă хуçăлать, ушкăнпа - хуçаймăн» ваттисен сăмахне тĕпе хурса йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшас, малта пыракансен опытне анлăрах сарас тĕллевпе клуб йĕркеленĕ. Леонид Степанов /Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕ/, Владимир Алексеев /Шуршăл/, Мария Николаева /Хуракасси/, Анатолий Мясников /Октябрьски/, Светлана Емельянова /Кукашни/, Сергей Григорьев /Урхас Кушкă/ - клубăн пултаруллă, пуçаруллă членĕсем. Администрацисен ĕçне çĕнĕ меслетсемпе пуянлатма тăрăшаççĕ.
Район центрĕнче Леонид Димитриевичпа Анатолий Аркадьевича çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене сÿтсе явнă самантра тĕл пултăм.
- Клуба хаваспах çÿретпĕр. Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейĕ тата çу кунĕсем çывхарнă май ĕç калăпăшĕ нумай хут ÿсет. Хамăра канăç паман ыйтусене йышпа тĕплĕн канашласан çеç вăраха ямасăр тата çăмăлраххăн татса параятпăр. Çывăхри ял тăрăхĕсенчи ĕçтешсемпе час-часах курнăçатпăр. Анчахрах Шуршăлсене пай çĕрĕсемпе епле ĕçлемелли меслетсемпе паллаштартăм, - терĕ Леонид Степанов. - Ял урамĕсене, учреждени, кантур таврашĕсене, масарсене тирпей-илем кĕртесси, вутран сыхланасси, шыв савăчĕсене тулли тытасси, ытти те пуху кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕ пулма тивĕç. Усă курман лаптăксене пусăçаврăнăшне кĕртессипе кăçал малалла ĕçлетпĕр. Çĕрпе тухăçлă усă курмалла. Вара ял тăрăхĕн бюджетĕнче налук ытларах пухăнĕ. 2013 çулта хыснана - 535 пин, пĕлтĕр 1019 пин тенкĕ кĕчĕ. Налук 2 млн тенкĕ ытларах та пухма май пур.
Октябрьски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине кĕтсе илнĕ май пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттерме хатĕрленет. Октябрьски 1939-1959 çулсенче район центрĕ шутланнă. Çынсене кунтан 3 маршрутпа - Вăрмара, Тĕрлемесе тата Çĕрпĕве çити - вăрçа ăсатнă.
- Эпир пĕрне суйласа илтĕмĕр. Майăн 4-мĕшĕнче пысăк йышпа «Вăрçа ăсатни» йăла-йĕркене пăхăнса Çĕрпÿ хулине çитиччен çуран утатпăр. Кунта, паллах, «хÿхлевсĕр» май килмест. Салтак юррисене те юрлатпăр. Тепĕр кунне Аслă Çĕнтерĕве сăнласа-чунтан савăнса, юрласа-ташласа, паллах, каялла таврăнатпăр, - терĕ Анатолий Аркадьевич. - Мероприятие епле ирттересси пирки йышпа тĕплĕн канашларăмăр, план хатĕрлерĕмĕр. 1941 çулхи июнь тата 1945 çулхи май уйăхĕсенче мĕн пулнине чуна пырса тивмелле кăтартма çăмăл мар. Эпир артистсем мар пулин те тĕллеве пурнăçласса шанатпăр.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса ялта 1992 çулта çĕнĕ палăк лартнă. Юбилей умĕн халăх киввине те манăçа кăлармĕ. Ăна юсаса çĕнетеççĕ. Ун айне ял-йыш хăй вăхăтĕнче пулас ăрусем валли çыру çырса капсула хурса хăварнă. «Мĕн çырнине питĕ пĕлес килет, - тет Анатолий Мясников. - Анчах тепĕр 10 çул та пулин тăхтас терĕмĕр».
Çул, шыв ыйтăвĕсем те канăç памаççĕ Анатолий Аркадьевича. Техника, çурхи шыв çĕмĕретех çав, урамсене юсасах тăмалла. Вентильсем шыв тытми пулнă. Электросчетчиксем лартнăранпа чылай çул иртнĕ. Эппин, улăштармалла. Ĕçĕ темĕн чухлех. Вĕсене вăхăтра асăрхама пĕлмелле çеç. Ял-йыш сĕнĕвне, шухăш-кăмăлне шута илмелле.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Илья Клочков сăнÿкерчĕкĕ