Комментировать

14 Апр, 2015

Пайтаçăсем Комсомольски ветеринарĕсене тав тăваççĕ

«Хыпар» ыйтăвĕсене районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи Рустем Велимухаметов хуравлать.

- ЧР Патшалăх ветеринари служби пире килти хуçалăхсем сутакан сĕт пахалăхне тĕрĕслеме хушсанах ял тăрăхĕсенче ку ĕçшĕн яваплă специалистсене çирĕплетрĕм, - терĕ Рустем Минетуллович. - Вĕсем 54 ялта панă продукцин 568 тĕслĕхне илчĕç, сĕте 1-30% шыв /ку норматив кăтартăвĕнчен чылай нумайрах/ хушнă килти хуçалăхсен йышне палăртрĕç. Продукци пухакансем вĕсене çийĕнчех асăрхаттараççĕ. Пирĕн специалистсем темиçе кунран тепре тĕрĕслеççĕ. Иккĕмĕшĕнче сĕт витрине шыв яракан сахалрах пулчĕ. Сăмахран, пĕрин тĕслĕхĕнче малтанхинчен чылай сахалрахчĕ /16%/. Ăна кашни икĕ эрнерен илетпĕр. Ку ĕçе продукци пуçтаракансем хăйсен аппарачĕпе те пурнăçлаççĕ.

- Пахалăх справкине вĕсене хăçан паратăр?

- Графикпа килĕшÿллĕн ветспециалистсем ял тăрăхĕсенчен тĕслĕхсем илсе килсе учреждени лабораторийĕнче тĕпченĕ хыççăн. Тишкерĕве пĕтĕмлетсе икĕ справка çыраççĕ. Пĕрремĕшне учрежденире хăвараççĕ, иккĕмĕшне продукци пуçтаракансене тыттараççĕ. Ял хуçалăхĕн 9 организацийĕ, сĕт пуçтаракан - 4, ăна тирпейлекен 1 предприяти килти хуçалăхсенчен продукци йышăнать. Вĕсене сĕт пухма 20 çын пулăшать.

- Лабораторире тĕрĕслев епле пырать?

- Пахалăха «Лактан-4» тата «Клевер-1» приборсемпе тишкеретпĕр. Тата иккĕ туянма укçа куçартăмăр. Паян лабораторире Урмаелте, Чĕчкенре, Тури Тимĕрчкассинче пухнă тĕслĕхсене тишкерчĕç. Тĕслĕхсем ун витĕр хăвăрт тухаççĕ. Анчах кашнине тĕрĕслемессерен прибора шал енчен органикăран тата органика шутланман хутăшран тасатнă шывпа çуса тасатаççĕ. Ку ĕç вăхăта самаях илет, çавăнпа тĕпчев тăсăлса каять. Кун каçиччен пĕр приборпа 90-110 тĕслĕхе тĕрĕслетпĕр.

- Продукци пуçтаракансемпе сутакансем килĕшÿ тума пуçланă-и?

- Ăна сĕт туянакансем патне çитертĕмĕр. Район администрацийĕ вĕсене пухса канашлу ирттерчĕ, ĕне усракансемпе килĕшÿ тума сĕнчĕ. Халĕ ăна çирĕплетес тапхăр пырать. Продукци пухакансем халăхран туянакан сĕт пахалăхне тĕрĕсленĕшĕн республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, ветспециалистсене тав туса пĕтереймеççĕ. Савăнтарать ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт пахалăхĕшĕн чылай çул çине тăрса тăрăшман. Ырă ĕç малалла кайрĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.