Комментировать

14 Апр, 2015

Килти хуçалăхсем сутакан продукцишĕн тÿлессипе Хĕрлĕ Чутайсем мĕнле ĕçлеççĕ?

- Сĕт пуçтаракансемпе тата ветеринари специалисчĕсемпе мартăн 26-мĕшĕнче канашлу ирттертĕмĕр. Чи малтанах пахалăха палăртма тĕллев лартрăмăр, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров. - Вăл епле пурнăçланнине ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттерекен кашни ларурах сÿтсе яватпăр. Хальлĕхе сĕт пуçтаракансемпе паракансем продукци сутасси-туянасси пирки килĕшÿ çирĕплетнине, çынсене пахалăха кура тÿлеме тытăннине пĕлместĕп. Ку ĕçе апрелĕн 26-мĕшĕнче тишкеретпĕр.

- Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхсенче - 3802 ĕне. Çак уйăхăн пĕрремĕш вунă кунĕнче кашни литршăн 15 тенкĕ тÿленĕ. Пахалăха уçăмлатма пĕлтĕр тата 2015 çул пуçламăшĕнче тăватă прибор туянтăмăр, - терĕ районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи Лев Гущин. - Кăçал пиллĕкмĕшне илсе ветстанци уйрăмĕсене приборпа туллин тивĕçтеретпĕр. Пахалăха тĕрĕслеме февралĕн 26-мĕшĕнче пуçларăмăр. Пирĕн специалистсем апрелĕн 1-мĕшĕччен килти хуçалăхсем панă продукцирен 836 тĕслĕх илчĕç. Унăн 99% стандарта тивĕçтерет. Мĕнпур тĕслĕхрен 1% çеç сĕте шыв хушнине çирĕплетрĕ. Пахалăха кашни икĕ эрнерен пĕрре палăртатпăр. Çапах та ветспециалистсем ытти кун сутнă продукци пахалăхне пĕлмеççĕ. Сĕт пуçтаракансем хăйсен приборĕпе вăл лайăххине е начаррине шута илме пултараççĕ. Тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе справка çыратпăр, унпа кашни килти хуçалăха паллаштараççĕ. Вăл пулмасан продукци туянмаççĕ.

Л.Гущин хушу кăларса пахалăха тĕрĕслеме кашни ял тăрăхĕнчех ветспециалистсенчен яваплине çирĕплетнĕ. Сăмахран, Штанаш енче - Галина Софронова, Мăн Этмен таврашĕнче - Светлана Кириллова... Учреждени лабораторине Акчикасси, Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси ял тăрăхĕсенчен тĕслĕхсем илсе килеççĕ. Вĕсен пахалăхне Елена Долгова ветврач ертсе пынипе тĕпчесе пĕлеççĕ. Ытти ял тăрăхĕнче пуçтарнисене станцин вырăнти уйрăмĕсенче тишкереççĕ.

Пĕтĕмлетсе çакна каламалла: продукци пуçтаракансем килти хуçалăхсемпе килĕшÿ тума, пахалăха кура укçа тÿлеме пуçламан-ха. Район администрацийĕ ку ыйтупа апрелĕн 26-мĕшĕнче канашлу ирттерет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.