Комментировать

10 Апр, 2015

Тĕллев пулсан, ĕмĕт тулсан пурăнма аван

Аслă çул хĕрринчен Кăшаркасси ялне шăтăк-путăклă асфальт çул илсе çитерет. Çул хĕррипе пăрахăçа тухнă, юхăннă дача çурчĕсем тăра-тăра юлаççĕ. Ункă шывĕ Çавала юхса кĕрекен тĕлти айлăмра сарăлса выртать вăл. Кунти вырăнсем питĕ хитре. Çав вăхăтрах çак илеме пăсаканни те çук мар - укăлча хапхинчен кĕричченех çурт ишĕлчĕкĕсем, хытхура, мăян пусса илнĕ çĕр лаптăкĕсем куçа тăрăнаççĕ.

Ултçĕр çула яхăн каялла никĕсленнĕ Кăшаркасси Çĕрпÿ районĕнчи Рынкă ял тăрăхне кĕрет. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче темĕн те курнă вăл. Революци хумĕ пырса çапнă ăна, «кулаксемпе» кĕрешнĕ кунти çынсем, ывăлĕ-хĕрне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатнă... Ялта икçĕре яхăн хуçалăх шутланать, виççĕр ытла çын пурăнать. "Ялĕ пысăк пирĕн. Пушă килсем çукпа пĕрех. Çĕнĕрен çурт лартакансем те йышлă, - клуб ертÿçинче ĕçлекен Михаил Иванович ял пурнăçĕпе паллаштарма кăмăл турĕ. - Хĕлле ватăсем ачисем патне Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкара каяççĕ, çулла таврăнаççĕ. Ялтан кил-çуртсене сутса каякан сайра. Шел, çамрăксем сахалланса пыраççĕ".

Манăн шухăшăмпа, çакăн сăлтавĕ - ялта ĕç çукки. Вăйпитти çынсем Мускава, ытти пысăк хулана тухса каяççĕ - çапла ял пушанать вара. Кăшаркассинчен Шупашкара санитаркăра ĕçлеме çÿрекенсем те пур иккен. Ача сахаллипе икĕ пинмĕш çулсен варринче ялти тăхăр çул вĕренмелли шкула та хупнă. 1899 çулта уçăлнă пĕлÿ çуртĕнчен ку таранччен çĕр-çĕр ача вĕренсе тухса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă. Шел, çĕнĕ ĕмĕрте сыхласа хăварайман ăна. "100 çулхи юбилее паллă туса ĕлкĕртĕмĕр, - тет Михаил Иванович. - Ачасем Иккĕмĕш Вăрманкаса, Сăнав поселокне, Çĕрпÿри 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсене çÿреççĕ. Хăшĕ-пĕри пепкине машинăпа илсе çÿрет. Теприсем çула май каякан транспортпа ларса каяççĕ. Автобус çÿреттерме пирĕн çулсем юрăхлă мар".

Виççĕмĕшсем вара ачисене пĕлÿ парассишĕн Шупашкарта хваттер туянаççĕ е тара илсе пурăнаççĕ иккен. Унччен шкулсен çумĕнче интернатсем пулнă. Инçетри ялсенчен килекенсем унта çĕр каçма юлнă. Халĕ ĕнтĕ вĕсем хупăннă. Ачасен кашни кун киле çÿреме тивет. Çак самантра хама çав пĕчĕкскерсен ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче туйса илтĕм, чĕре ыратса кайрĕ. Çĕрпÿ хули урлă мĕн тĕрлĕ кăна транспорт иртсе çÿремест-ши? Ача киле çитиччен чун канăçĕ пулас çук.

Вунă çул каялла ялти лавкка çунса кайнă. Ку таранччен те çĕнĕрен ĕçлеме пуçламан вăл. Уйрăм çын уçнă лавкка пур-ха. Анчах вăл халăха тивĕçтермест. Эрнере пĕрре килекен автолавкка та çынсен кăмăлне каймасть. Ара, çăкăра темиçе кунлăх илсе хураймастăн-çке. Ăна-кăна туянма каллех хулана тухма тивет. Ял-йышшăн çакă - тепĕр нуша. Машинăллисем аптăрамĕç-ха. Ватăсем вара?

"Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ-ха. Шел, кĕтÿ пĕчĕкленчĕ, - малалла калаçать Михаил Иванович. - Унччен, сăмахран, ĕнесен шучĕ çĕре яхăн пулнă-тăк халĕ 20 пуç патнелле çеç юлчĕ. Çывăхри ялсенче те çавах. Сĕт пухма килмеççĕ. Райпо пĕрмаях ыйтать-ха, вĕсем йышăнма хатĕр. Анчах хакĕ тивĕçтерсех каймасть. Çынсем сĕте ялтах вырнаçтараççĕ. Ватă çынсем ĕне усрамаççĕ. Çавсем туянаççĕ. Хăшĕ-пĕри хулана сутма каять".

Кăшаркасси ялĕ ĕлĕк совхоз-техникум тытăмне кĕнĕ. Хальхи вăхăтра ку тăрăхри çĕрсем çинче А.Хорошавин фермер тырă ÿстерет. "Ыйтсассăн улăмне хăварса парать. Пирĕн совхоз-техникум Мускава пăхăнса тăнă. Çавăнпа çĕр пайĕсем лекмен çынсене. 50 сотăй пур ĕнтĕ", - тет М.Андреев.

Çĕнĕ юлташăм калаçнине итлетĕп те - Кăшаркассинчи пурнăç ытти чăваш ялĕнчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть пек. Кулленхи пурнăç пĕрешкел ыйтусемех çуратать, юнашарах - савăнăçĕ, инкекĕ... Пĕр енлĕхе сăнлакан сăмахсен хушшинчен хăйнеевĕр уйрăмлăх пайăрланса тухнине сисрĕм: кунти халăх сĕм авалтан юрă-ташăпа хуйха-суйха пусарнă, çĕнĕ пурнăç тунă, пушă вăхăта савăклатнă. Акă иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кун çути курнă кĕнекере Кăшаркассисем çинчен çапла çырнă йĕркесем пур: "Ялти хастарсем 1929 çулта Сĕрен уявне паллă тума пăрахтарас тĕллевпе концерт лартса панă". Тĕлĕнмелле те, çавăн чухне йĕркеленнĕ хор халĕ те пурăнать. Пĕлтĕр 85 çулхи юбилейне паллă тунă "Юрлакан чĕресем" коллектив хальхи вăхăтра - районта чи пысăкки. Ăна Александр Алексеев купăсçă ертсе пырать.

Кăшаркассин культура çурчĕ сăрт çинче çуталса ларать. Клуба 1987 çулта совхоз-техникум вăйĕпе тунă. "Пĕр çулталăкра хута ячĕç. Спортзал кăна çитмест халĕ пире. Ăна туса ĕлкĕреймерĕмĕр. Газ та кĕртсе пачĕç. Ял тăрăхĕнче икĕ культура çурчĕ. Иккĕшĕ те районта малта пыракан клубсем шутланаççĕ", - терĕ Михаил Иванович. Малтанхи клуб та çак вырăнтах ларнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Çĕрпÿре вĕренекен çамрăксем канмалли кунсенче, пушă вăхăтра шкулта пухăнса спектакльсем хатĕрленĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн хастарлăхне асăрхаса "Пионер" колхоз ĕçченĕсем ял артисчĕсем валли хăтлă клуб тума йышăннă. 1935 çул тĕлне 280 çын вырнаçмалăх çĕнĕ çурт туса лартнă. Кунта пысăк сцена, фойе, вулав залĕ, кружоксем ирттермелли пÿлĕмсем пулнă. Халăх каçсерен йышлă пухăннă, тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăннă. Çак хастарлăх паян кунчченех упранса юлнă.

Хальхи вăхăтра Кăшаркасси клубĕнче пысăк виçĕ коллектив - "Шанчăк" театр, "Юрлакан чĕресем" хор тата фольклор ансамблĕ - ĕçлет. Вĕсен ĕçне, тĕпрен илсен, Михаил Андреев, манăн çĕнĕ юлташăм, йĕркелесе пырать. Культура çуртне М.Андреев 1975 çулта Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче вĕреннĕ чухнех ĕçлеме килнĕ. Çак çулхи январĕн 26-мĕшĕнче вăл ялти артистсемпе пĕрле "Туй икерчи" спектакльпе культура çурчĕн сцени çине тухнă. Кăшаркасси артисчĕсем революци хыççăнах палăрнă-ха. Вĕсем çинчен кĕнекере те çырнă. Çапах та хĕллехи çак кун хăйнеевĕр паллă пулса тăнă: çак самантран çут малашлăха шанса пысăк тĕллевпе çунатланнă çынсене пĕр йыша чăмăртанă "Шанчăк" театрăн тулли пурнăçĕ пуçланнă. "Унтанпа 40 çул иртрĕ, - тет Михаил Иванович. - Кăçал юбилей турăмăр. Малтанхи вăхăтра вылянисене пурне те пухрăмăр. Театрта выляма ытларах пенсионерсем, çамрăк хĕрарăмсем çÿреççĕ. Коллективра 15 çынна яхăн. Тĕп шăнăр - 70-80-мĕш çулсенчех ял артисчĕсен шутне кĕнĕ Венедиктпа Валентина Андреевăсем, Евгенипе Ирина Беловсем, Сергей Яковлев, Николай Белков, Елена Юркина, Александр Александров, Валентина Павлова, Алевтина Афанасьева, Елена Яковлева, Николай Андреев, Николай Шибарцов тата ыттисем те маттур, ăста выляççĕ".

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: хальхи вăхăтра кÿршĕ-аршă пĕр-пĕрин патне ларма çÿремест, çынсем хăнана та сайра хутра çеç кайкалаççĕ. Темле кашниех "хăйĕн хуранĕнче кăна вĕреме тăрăшнă" пек туйăнать. Çак шухăшпа Михаил Иванович та килĕшрĕ: "Хальхи вăхăтра çынсем килтен тухмаççĕ çав. Пур çĕрте те çаплах пулмалла. Ялта ытларах ватăсем пурăннă пирки мероприятисене каçпа ирттересшĕн мар. Каçпа камăн килтен тухса çÿрес килтĕр-ха? Çавăнпа кăнтăрла йĕркелетпĕр. Ял çынни драмăна килĕштерсех каймасть. Ял-йыша савăнтарас килет. Çавăнпа камитсем лартма тăрăшатпăр. Çулталăкра икĕ çĕнĕ спектакль хатĕрлетпĕр. Ку - çирĕп йĕрке. 200 яхăн сценка пухăнчĕ. Акă апрелĕн 1-мĕшĕнче Кулăш кунне паллă турăмăр. Халăх йышлă пухăнчĕ".

"Шанчăк" кÿршĕ ялсене те тухса çÿрет, унта пурăнакансене пултарулăхĕпе савăнтарать. Çавăн пекех район, республика шайĕнче иртекен конкурссене, мероприятисене хастар хутшăнать. Тĕрлĕ награда туллиех унăн.

"Пилеш" фольклор ушкăнĕ çамрăк-ха. Вăл 1985 çулта йĕркеленнĕ. "Ĕлĕк фольклор пулман тенĕ пекрех калаçаççĕ халĕ. Фольклор тахçанах пулнă. Хор коллективĕсем халăх юррисене юрланă, - тет Михаил Иванович. - Пирĕн театра та, хора та, тĕпрен илсен, пĕр çынсемех çÿреççĕ. Пирĕн тăрăхра пурăнакансен пултарулăхĕ нумай енлĕ. Аякран килекенсем те пур. Акă, ялта учительте ĕçлесе пенсие тухнă Валентина Антонова Кÿкеçрен çÿрет. Феня Шашкова Çĕнĕ Шупашкартан килет. Хуçалăхĕ кунтах та унăн, чунĕ тăван çĕрех туртать пулĕ".

Кун иртет, çулсем хыçа юлаççĕ. Пурнăç шав малаллах чупать. Кăшаркассине çеç мар, ыттисене те ырă кăмăл-туйăм, савăклăх, илем, юратупа телей парнелекен ÿнер ăстисен унăн чуппинчен юласшăн мар, çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ. "Республика шайĕнче "Ункă шевлисем" фольклор фестивальне йĕркелесе ятăм, - тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май килнишĕн хĕпĕртенине пытармасăр пĕлтерет Михаил Иванович. - Пĕлтĕр пĕрремĕш хут ирттертĕмĕр. Унта Ункă шывĕ хĕррипе вырнаçнă ялсенчи коллективсем хутшăнчĕç. Кăçал Шупашкар районĕнчи Ишек таврашĕнче пухăнасшăн".

...Умра - тата ытти ĕç-хĕл. "Тĕллев пулсан, ĕмĕт тулсан пурăнма аван", - теççĕ Кăшаркассинчи пултаруллă çынсем.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Валентина БАГАДЕРОВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.