Комментировать

7 Фев, 2014

Хут çине "акатпăр"

Сирĕн хаçатрахчĕ пулас - вăрăсене хĕллехи вăхăтра хут çине «акмалли» меслет çинчен çырнăччĕ. Ун çинчен тепĕр хут аса илтерсен аванччĕ. Вăрăсене пĕр-пĕринчен миçе сантиметртан вырнаçтармалла.

Вера КОСОЛАПОВА.

Çĕмĕрле районĕ.

 

Çаплах, хут çине «акмалли» меслет çинчен пирĕн хаçатра çырнă. Çак мел çуркунне ĕçе чылай хăвăртлатма май парать. Çапла майпа кишĕр, салат, укроп, редис, хĕрлĕ кăшман вăррисене «акма» пулать.

Хаçат хутне /туалет хучĕ те каять/ тăрăхла хăю туса касăр. Вăрăсене акмалли тĕле кăранташпа паллă тума юрать. Унта крахмал е çăнăх шĕвекĕ тумлатса тухăр, тумламсем çине вăрăсене вырнаçтарăр.

Вăрăсене пĕр-пĕринчен çакăн чухлĕ хушăран вырнаçтармалла, кишĕр, редис, петрушка – 4-5 см, кăшманпа пуçлă салат - 10 тата 20 см, укроп - 1 см, шпинатпа çулçăллă салат – 3 см.

Çапла майпа акас умĕн вăрăсене ăшă батарейи е кăмака çинче ăшăтмалла, унтан кĕрен марганцовка шĕвекĕнче – 25-30 минут е алоэ сĕткенĕнче пĕр талăк тытмалла.

Вăрă «акнă» хăюсене пĕр талăк типме парăр, унтан чĕркемлесе çуракиччен упрăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.