Ӳркенмесен çур миллион - кĕсьере
"Манăн килтен урама кăларса тăкмалли çӳп-çап тухмасть, - тет Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Петрович Тукмаков. - Тимĕр-тăмăра ятарласа пуçтарса çӳрекенсене парса яратăп. Пластик савăта çунтаратăп, ытти йышши кĕленчене вататăп та раствор çăрнă чухне строительствăра усă куратăп. Килтех тирпейлеме май пур чухне мĕншĕн мĕнпур çӳп-çапа урама тăкмалла?"
"Вырăнти пуçлăхăн çӳп-çап ыйтăвĕпе ĕçлес килмест те ав мĕнле юптарать", - теме пăхĕ, тен, тепри. Апла-и е капла-и, анчах ку ыйту Çĕнĕ Ахпӳрт ял тăрăхне çеç пуç хыçтармасть. Хура çĕр юртан тасалнă май çӳп-çап куçа йăмăхтарма тытăнĕ.
- Владимир Петрович, Аслă Мăнкун уявĕ умĕн калаçăва тасалăх çинчен пуçлани вырăнлă пек. Çĕнĕахпӳртсем ĕçченлĕхпе маттур, кил хуçалăхĕнчи çӳп-çапа та хăвăр пекех тирпейлеме тăрăшаççĕ пулĕ-ха.
- Унашкалли те пур, йĕркене уяманни те тупăнать. Ку тĕлĕшпе ăнланулăх патне çитме хальлĕхе питĕ йывăр. Пирĕн тăрăхра пахчасем пысăк, кашниех гектарĕ-гектарĕпе çимĕç туса илет. Çак ĕç хыççăн пулакан тасамарлăха тепри вăрттăн е çĕрле урама кăларса тăкма тăрăшать. Хута та çунтарса типтерлесшĕн мар халĕ хăшĕ-пĕри. Хальччен ятарлă контейнерсем те лартса панăччĕ. Анчах яла вĕсем тивĕçтермеççĕ. Çĕрулми е кишĕр аврине унта лавпа турттарса пырса пăрахсан е картиш шăлнă хыççăнхи çӳп-çапа кашниех унта вирхĕнтерсен кунне 10 контейнер та çитмест. Тем тесен те вăл ялхуçалăх каяшĕ валли мар. Халĕ çынсене çӳп-çапа малтан пăрахнă вырăна тултарма ирĕк патăмăр.
Çӳп-çаппа çыхăннă ыйту ял тăрăхĕсемшĕн çав тери çивĕч, патшалăх шайĕнче программа йышăнмасан ăна татса параймăн. Çӳп-çапа пирĕн патран /виçĕ ялтан/ тиесе Патăрьелне турттарма, эп шутласа палăртнă тăрăх, çулталăкне 1 млн тенкĕ укçа кирлĕ. Вăл ылтăн пекех хакла ларать. Çынсене çӳп-çапа михĕсене тултарма ыйтса пĕр вăхăтра пуçтармалла тăвасшăн. Капла та меллĕ пек туйăнмасть. Ытти çĕре тухсан асăрхатăн та чылай хушă ларакан михĕсенчи çӳп-çапа çил ялĕпех вĕçтерет. Çапах та ĕçе йĕркелесе пăхасшăн.
- Патак икĕ вĕçлĕ çав. Халăх çĕрпе туслă, анчах çав ĕç каяшĕ ман куç умĕнчен çухалтăр та ыттисен тĕлне лектĕр тенĕ пек пулса тухать...
- Пĕр тĕллев, пĕр шухăш патне çитме нихăçан та çăмăл пулман. Ку тĕлĕшпе пирĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле. Çапах тăван тăрăхри халăх ыттисенчен ĕçлĕрех пулни савăнтарать. Ĕçчен çын вара - пуян. Тĕслĕхрен, пурăнакан кашни çын пуçне тивекен çăмăл автомашина шучĕпе Çĕнĕ Ахпӳрт ял тăрăхĕ республикăри яллă муниципалитетсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать.Тĕрлĕ йышши трактор та Çĕнĕ Ахпӳртре кăна 60 ытла. Çурчĕсем те лайăхрах, хулара хваттер туянма пултараççĕ...
- Килти хушма хуçалăх çавăн пек тăрантарать тесшĕн-и эсир?
- Çапла. Пирĕн тăрăхра севок сухан ӳстерсе тупăш илеççĕ. Унашкал пысăк лаптăк çинче ăна республикăра ниçта та туса илмеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чи малтан колхоз лартма пуçланă. Ун хыççăн ял çыннисем хăйсен пахчинче ӳстерме пуçланă. Чĕрĕк ĕмĕр çак ĕçе пăрахмаççĕ. Тĕслĕх илсе кăтартатăп: 1 га çинчен ял çынни сахалтан та 10 тонна севок пуçтарса илет. Хальхи вăхăтра 1 килограмне 70 тенкĕпе сутсан çемье бюджетне 700 пин тенкĕ укçа кĕрет. Чи йӳнĕ хакпа шутласан та - 500-600 пин тенкĕ. Çур ял пахчаçимĕçе 2-3 гектар çинче çитĕнтерет. Севок кăна туса илмест, çĕрулми те лартать, кишĕр те акать, выльăх та усрать тата ытти те. Ялта ĕç вырăнĕ шутлă пулнине хăвăр та аван ăнланатăр. Ял çыннине çĕр тăрантарать.
- Тăрантарать çеç мар, пуйтарать темелле пулĕ. Çĕр çинче ĕçлекене кăна мар, ахăртнех, ял тăрăхĕн хыснине те. Е йăнăшатăп?
- Пирĕн патра усăсăр выртакан, çумкурăк айне пулнă лаптăк тупаймăн. Çĕр хăйĕн тĕллевне пурнăçлать. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ пайсене çынсем саккунпа килĕшӳллĕн регистрациленĕ. Никама кирлĕ пулман çĕр пайĕсене регистрацилессине кăна эпир вĕçлеймен. Кунашкал лаптăк 400 га ытла. Суд урлă пăхса тухнă хыççăн кăçал ĕçе вĕçлесшĕн. Çынна çĕр лаптăкĕ кирлĕ пулсан - тархасшăн, тивĕçтеретпĕр, ирĕкли пур. Ял тăрăхĕ кашни хуçалăха 1 гектар таран çĕр панă. Ӳркенменни унпа та, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕпе те усă курать. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем ялхуçалăх предприятине е урăх хуçалăха мар, хăйсене кăна шанса пурăнма хăнăхнă.
Çĕр ĕçлесен вырăнти хыснана та укçа кĕрет. Юлашки вăхăтра налук пуçтарас ĕç лайăхланчĕ. Çулсерен 100 пин тенкĕ хушăнса пычĕ.
- Ял халăхĕн пурнăçне аванлатма майсем пур апла.
- Пире уйăракан бюджет укçине çулсерен 10 процент чакарса пыраççĕ, çавăнпа пурнăçа хамăр вăйпа тытса пыма хăнăхмалла. Халăх вăйĕпе пушар сӳнтерекен машинăна тытса тăратпăр. Пирĕн пек икĕ шыв башни тытса тăракан районта çукпа пĕрех. Пĕрне, Çĕнĕ Ахпӳртрине, пушар хăрушсăрлăхĕшĕнех пĕтме памастпăр, тепри, Татмăшри, колонкăсене шывпа тивĕçтерет. Çĕнĕ Ахпӳртри плотинана юсама хамăр бюджетран 250 пин тенкĕ уйăрнăччĕ. Çитес çул çак юсава республикăн программине кĕртнĕ, ун чухне те хамăртан хушма укçа хывма тивет. Фермерсен, ытти ĕçченсен техника йышлă чупнăран çулсене тăтăш юсамалла. Укçа шăтăкĕ пайтах.
- Пĕтĕмĕшле экономикăри йывăрлăха пула перекетлĕх çинчен халĕ тăтăшах асаилеççĕ. Ялти хушма хуçалăхăн экономикинче выльăх пахчаçимĕç пекех пулăшать-и?
- Пĕр тапхăрта пирĕн патра та выльăх шучĕ чакрĕ. Халĕ ку туртăм çухалчĕ. Юлашки виçĕ çул выльăх йышĕ пĕрешкел. Эпĕ республика ертӳçи Михаил Игнатьев халăхран пуçтаракан сĕте пахалăхне кура йышăнмалла тенине ырлатăп. Кашни çыннăн чĕртаварне уйрăммăн хакламалли çинчен тахçанах калаттăм. Ĕлĕк, астăватăр-и, çĕрулми, кăшман уйĕсене пайпа уйăрса паратчĕç те хăшĕ-пĕри çакна хирĕçчĕ. Кахалраххине, мăранраххине йыш хушшинче пулни лайăх. Чуна парса тăрăшаканни ӳсĕме уйрăммăн ĕçлесе кăтартасшăн. Кунашкал таса чунлă çын сĕте шыв е урăх япала хушса улталаканпа мĕнле танлаштăр? Унăн паха чĕртавара тивĕçтерекен укçа илес килет. Сĕт хакĕ çырлахтарсан выльăх йышĕ чакмĕ.
Ирина ПАВЛОВА.