Комментировать

2 Апр, 2015

«Самантăн» 3-мĕш номерĕ!

Çамрăксем Прохор Иванов ятне илтнĕ-ши? Перекопа штурмланă чухне Крымра вилнĕ хĕрлĕармеец çинчен Демьян Бедный поэма та çырнă. Çак легендарлă паттăр Элĕк районĕнчи Йăлкăш ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Çĕнĕ йăла-йĕрке тематикине журнал малалла тăсать. «Çунат хушнисем» кăларăмра вара Лариса Петровăпа çывăхарах паллашма пултаратăр. Эсир унăн хушаматне «Тантăшра» яланах куратăр, «Самантра» та пичетленет вăл.

«Пултарулăх» ярăмĕнче Валерий Раштав поэт. Хальхинче тусăмăрсене унăн юррисене сĕнетпĕр.

«Самант» хăни - Настя Байбаторова. Чиперкке хушамачĕн пĕлтерĕшне те, телейĕн ансат формулине те уçса парать пирĕн журнал.

«Чун савни» тени мĕне пĕлтерет? Юрату улттăмăш сисĕме - интуицие те аталантарать иккен. Тен, шăпах юрату çав улттăмĕш сисĕм? «Чун савни» публикацие вулăр.

«Самант» тусĕсем хастар çамрăксемпе паллашĕç - яшсен-пикесен вĕсенчен тĕслĕх илмеллех! Вуламалли-шухăшламаллипе, савăнмалли-тĕлĕнмеллипе яланхи пекех тулăх журнал.

Ас тăвăр: çырăнтару пырать! Ан манăр!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.