Сармантейĕн сар чĕпписем
«Сирĕн пĕр пушă вăхăт та çук пуль? - тек интересленеççĕ шкулти ытти класс ачисем виççĕмĕшсемпе тĕл пулсан. - Эсир таçта та çитме, темĕн тума та ĕлкĕрнĕрен калатпăр çакна», - сăмах хушаççĕ тепĕртакранах.
«Ывăнтăмăр», «Ку ĕçе пирĕн тăвас килмест», «Кичем» сăмахсем вĕсемшĕн ют. Лара-тăра пĕлменскерсем физкультура хусканăвĕсем тăваççĕ те ывăннине самантрах ирттерсе яраççĕ. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕр е коньки çине тăрса пĕр-пĕринпе ăмăрт-малла чупаççĕ, çĕр шыв-шуртан типсен е ешĕл курăк тухсан вара футболла выляççĕ. Кичем пурнăç тути-масине пачах чухламанскерсен тунсăхласа ларма чăннипех те вăхăт тупăнмасть.
Класс пурнăçĕ вĕресе тăрать тейĕн. Темĕнпе те интересленнĕ-ренех кашни шашка-шахматла выляма хăнăхрĕ. Вăйăсенче фигурăсене ним шухăшламасăр куçарни кăна кирлĕ мар-çке - çĕнтерес тесен малаш комбинацисене пĕлсе тумалла. Çакна та аван ăнланаççĕ вĕсем.
Ачасем китай оригамипе виçкĕ-теслĕ модульсенчен тĕрлĕ фигурăсем ăсталама маçтăр. Ку «чир» ачасен çемйисене те ернĕ. Кашниех халь модуль тума тăрăшать. Районта иртнĕ «Мăнкун савăнăçĕ-сем» фестивальтен Кирилл Порфирьев дипломпа таврăнчĕ. Мĕн тери савăнчĕ арçын ача. Класс савăнăçĕ вара виçесĕр тейĕн. Вăлах МЧС ирттернĕ «Йĕркелĕх хура- лĕнче» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ. Катя Яковлева та ăста хĕрача. Республикăри çамрăк юрăçăсен ăмăртăвĕнчен вăл малти вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕ, хăйĕн çепĕç сассипе куракансене тыткăнларĕ. Виктория Ильинана ташă çаврăмĕнче çитекен урăх никам та çук. Вăл «Степ» ташă студире хăйĕн ăсталăхне туптанăранах районта тата республикăра иртекен конкурссене хутшăнма тивĕçет. Акробатика фигурисене унран лайăх тăвакан пур-ши тата? Паллах, ку тĕлĕшпе вăл пирĕн шкулăн «çăлтăрĕ». Шпагат ларасси, «кустăрма» пулса сцена çинче çаврăнасси уншăн пĕрре те кăткăс мар.
Виççĕмĕш класрах пĕр минут-ра текстри 170 сăмаха тĕрĕс те янăравлă вулас тĕлĕшпе Лена Ивановăна кам çитме пултарĕ-ши тата? Класри ачасем тăрăшуллă та маттур. Кашнинчен вут-хĕм сапса тăрать. Шкул хаçатне кăлармалла-и - кунта каллех виççĕмĕшсем малта, класа илемлетмелле-и - хальхинче те вĕсен класĕ чи таси те илемли. Литература тата Константин Васильевич Иванов çулталăкне эпир тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттересшĕн.
Пуриншĕн те савăнатпăр. Вĕренекенсем «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журнала юратса вулаççĕ. Вĕсене ачасем çулленех хаваспах çырăнаççĕ. Ку çулăн иккĕмĕш çурçулĕнче те пурте çырăнса илме шантараççĕ. «Вĕсем пирĕн юратнă хаçат-журналсем!» - теççĕ савăнса та йăл кулса.
Манăн вĕсене йăвари чăх чĕпписемпе танлаштарас килет. Мĕн тери маттурккасем-çке пĕчĕкскерсем! Чиперккесене çак сăвва халаллас кăмăлăм та пур.
Сармантейĕн сар чăххи
Çăмартасем тунă тет.
Çирĕм пĕр кунран хайхи
Чĕпписем те тухнă тет.
Пĕринчен тепри маттур.
Ултă автан, тăват чĕп -
Пĕринчен тепри правур,
Вунпĕрĕшĕ те питĕ шеп.
Ав, шкула, Арапуçне
Авăн пĕрремĕш кунне
Килчĕç вунă шăпăрлан -
Пĕринчен тепри аван.
Лена - ăслă хĕрача,
Вĕренме вăл тăрăшать.
Класра Президент пулса
Тĕрлĕ ĕçе пурнăçлать.
Катя - хитре хĕрача,
Пĕр ĕçрен те хăрамасть.
Пур ĕçе те вăл вăр-вар
Пурнăçлама пултарать.
Класра икĕ Кирилл пур,
Пĕринчен тепри правур.
Иккĕшĕ те пит типтерлĕ,
Ĕненмесен пыр та кур.
Вика вара вăл ялан
Шкула килет чи малтан.
Ташлама вăл юратать,
Спортпа туслă пурăнать.
Антон чи çÿлли класра,
Çук мухтанчăклăх унра,
Савăнать кукашшĕпе,
Унăн ылтăн аллипе.
Аппăш сăмахне итлет,
Ун сăмахĕнчен иртмест.
Ĕçленĕ чух васкамасть -
Спартак нумай калаçмасть.
Эдик ялан тап-таса,
Вăл типтерлĕ шкул ачи.
Йăмăкне вăл юратать,
Ашшĕн сăмахне итлет.
Лира ятлă хĕрача
Сăмах çапма юратмасть.
Кашни ĕçе çак ача
Васкамасăр пурнăçлать.
Костя та пур пирĕн класра,
Юратать вăл шутлама.
Пур çĕре те ĕлкĕрет -
Выляма, чупма, кулма...
Сармантейĕн чĕпписем -
Тĕрĕс-тĕкел ачасем.
Маргарита КРЫЛОВА, 3-мĕш класс вĕрентекенĕ.
Вăрмар районĕ, Арапуç шкулĕ.