Комментировать

2 Апр, 2015

Ача-пăча кĕнеки - воспитани хатĕрĕ е вăйă-кулă?

Ача-пăча литератури пирки сăмах пуçарсассăн вуншар ыйту çуралать: мĕнлерех пулмалла-ха унăн, мĕн пирки тата еплерех çырмалла, шăпăрлансемпе çамрăксен кăмăлне мĕнле çавăрмалла? Ку ыйтусем ытларах чухне поэтсемпе прозаиксене аптăратаççĕ тĕк ашшĕ-амăшне урăхлараххисем канăçсăрлантараççĕ: мĕнле кĕнекесем сĕнмелле-ха ывăл-хĕре, хăш автор хайлавĕсем интереслĕ те, усăллă та, произведени шухăшне тĕрĕс ăнланĕ-ши пĕчĕк вулакан?.. Вĕрентекенсен те хăйсен тĕллевĕ-сем. «Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ», - тени вĕсемшĕн ăс-тăнра çирĕпленнĕ, анлă сарăлнă ваттисен сăмахĕ кăна мар, пурнăç девизĕ те. Çак тĕрĕслĕхе вĕренекенсем патне те çитересшĕн учительсем.

Никĕсре – хавхалану тата пултарулăх

Ыйтăвĕсем паллă, апла пулин те вĕсене татса пама çăмăлах мар. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: пĕршухăшлăх çукки, кĕçĕннисен литературине çителĕклĕ таран тимлĕх уйăрманни, аслисен сÿрĕклĕхĕ. «Ача-пăча литературин никĕсĕнче хавхалану тата пултарулăх пулмалла. Ăна алăстисем мар, пысăк ÿнерçĕсем кирлĕ. Поэзи, поэзин ылмашĕ мар. Çитĕннисен литературин хушăмĕ çеç пулмалла мар унăн. Вăл - суверенлă правасемпе саккунсемлĕ аслă патшалăх», - тесе çырнă Максим Горький. Шел те, хăш-пĕр автор çакна ăнланмасăрах алла ручкăпа шурă хут ярса тытать. Çапла кун çути кураççĕ те кичем, пархатарсăр кĕнекесем. Тĕшши çук тăк, капăр ÿкерчĕксем те савăклăхпа тултараймĕç вĕсене. Ачасем вара вулавран сивĕнеççĕ. Хăйсене кăсăклантарман кĕнекесене урлă та пирлĕ çавăрса-тишкерсе лармаççĕ хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем, шалт! кăна хупса хураççĕ.

Иртнĕ эрнере тĕп хуламăрти Ача-пăча тата çамрăксен библиотекинчи таврапĕлÿпе наци литературин пайĕнче «Ача-пăча кĕнеки - воспитани хатĕрĕ е вăйă-кулă?» ятпа хĕрÿ дискусси иртрĕ. Вулавăшпа Чăваш кĕнеке издательствин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ мероприятие Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунне халалланă. Унта çыравçăсемпе ÿнерçĕсем, редакторсемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вĕрентекенсем, çамрăк вулакансемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Вĕсем çавăн пекех Чăваш кĕнеке издательствинче тĕрлĕ çулта тухнă ача-пăча кĕнекисемпе паллашма пултарчĕç.

Дискуссие уçнă май Татьяна Захарова библиотекарь кăмăла хуçакан фактсем пĕлтерчĕ: унччен пирĕн патшалăх чи вулакан çĕршывсен шутне кĕнĕ тĕк, халĕ Раççей çыннисем кунне вăтамран тăхăр минут вулаççĕ. Аслă ăрурисем хушăран та пулин алла кĕнеке тытаççĕ-ха. Çамрăксен вăхăтне вара компьютер вăййисемпе социаллă сайтсем вăрлаççĕ иккен. Мĕнпе çыхăннă-ха ку? Кăларăмсен пахалăхĕ пĕчĕк пулнипе-и, хайлавсем кăсăклантарманнипе-и, вĕсем яшсемпе хĕрсене хумхантаракан ыйтусене хускатманнипе-и? Çирĕплетсе калама хĕн, анчах литература йывăрлăхра пулни паллă. Паян вуламан ача ыран вулавăша çул тытасси иккĕленÿллĕ. Ĕç-пуçа лайăх енне улăштарас тесен йывăрлăхсем çине алă сулмалла мар, сÿтсе явмалла, кăткăс лару-тăруран тухмалли çул-йĕре шырамалла. Эппин, ача-пăча кĕнеки - воспитани хатĕрĕ-и е вăйă-кулă?

 

Шухăшĕ нумай, тĕрĕслĕхĕ пĕрре

Тĕлпулăва пуçтарăннисенчен кашниех хăйĕн шухăшне палăртрĕ. Светлана Гордеева журналист, сăвăç, ÿнерçĕ пĕлтернĕ тăрăх, кĕçĕн çулти ачасем чăн малтанах ĕлккен ÿкерчĕксене, хуплашкари хăйне евĕрлĕ сăнарсене асăрхаççĕ. Чун тĕпренчĕкĕ валли кирлĕ кĕнекесене аслисем суйлаççĕ ку тапхăрта. Каярахпа ача кирлĕ кăларăма хăй тĕллĕн тупма хăнăхать. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ - ăна тĕрĕс çул-йĕр кăтартасси, çыравçăсен - вăйă-кулă урлă воспитани парасси.

Кун пирки Максим Горький те çырнă. Вунă çула çитиччен ачасем ытларах вылясшăн-мĕн. Шăпах вăйă урлă вĕсем тавралăхпа, çут тĕнчепе паллашаççĕ. Сăмахпа та выляççĕ пĕчĕкскерсем. Çакнашкал хăнăхтарусем пулăшнипе тăван чĕлхе илемне ăша хываççĕ.

Валентина Пугачева сăвăç та сăмах еплерех хăватлине никамран аванрах пĕлет. «Кĕнекесем - пур япалан никĕсĕ. Вĕсем савăнăç кÿреççĕ кăна мар, пĕлÿ те параççĕ. Сăмахăн ачана хăй патне илĕртсе янăрамалла. Ывăл-хĕре вулава явăçтармаллах. Вулакан ача çеç ăнăçуллă та хастар. Çакна ăнланса ÿстĕр вăл», - терĕ Валентина Петровна.

Лев Кадкин çыравçă чылай вăхăт шкулта ĕçленĕ май арçын ачасемпе хĕр ачасен чунне витĕр курать тесен те йăнăш мар-тăр. «Паллах, аслисемшĕн ача-пăча кĕнеки воспитани хатĕрĕ вырăнĕнче. Шăпăрлансем хайлавсене шĕкĕлченĕ май пурнăç опытне пухаççĕ, çĕнĕ пĕлÿ илеççĕ. Произведенири сăнарсен шăпи çамрăка шухăша путма хистет. Тăтăшах вулакансен калаçу чĕлхи те пуянланать», - терĕ Лев Кириллович. Мероприятие пуçтарăннисене хăйĕн çĕнĕ кĕнекине («Воробьиный юг. Çерçи кăнтăрĕ») кĕнĕ «Ăслă кашкăр» юмаха вуласа пачĕ вăл.

Николай Ишентей сăвăç, прозаик вара кирек мĕнле ача-пăча кĕнекин те шăпăрлана ырăпа усала уйăрма, тĕрĕслĕхшĕн çине тăма вĕрентмеллине палăртрĕ.

Нина Дашкова дискуссие хапăлласах хутшăнма кăмăл тунă. Библиотекарьсемпе кĕнекеçĕсем хускатнă çивĕч ыйту ăна та канăçсăрлантарать. Ара, вăл - амăшĕ те, вĕрентекен те. Çавăнпа та хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем кĕнекепе туслашасси çитĕннисенчен чылай килнине пит аван ăнланать Нина Витальевна. Илемлĕ литературăна тимлĕх уйăрма вăхăт юлмасть тени те тĕрĕсех мар иккен. Кăмăл пулсассăн вăхăчĕ те тупăнать. Нина Витальевнăн ывăлĕ Даниил Дашков авă «Хураçка» кĕске калава (Иван Яковлев «Ача-пăча калавĕсем») пăхмасăр вĕренме те мехел çитернĕ.

Ĕçтешĕсен сăмахĕпе Анисия Игнатьева вĕрентекен те килĕшрĕ. «Кĕнеке вулакан ачасемпе калаçма та кăсăклă. Вĕсен пур япала пирки те хăйсен шухăшĕ. Хирĕçлеме те, мĕн те пулин çĕнни хыпарлама та пултараççĕ», - терĕ Анисия Павловна. Унăн вĕренекенĕ, тăххăрмĕш класра ăс пухакан Анна Сергеева та, калаçуран айккинче юлмарĕ. Хастар хĕр сăвă çырнисĕр пуçне чăваш халăх юмахĕсемпе те интересленет иккен. Авалхи халапсенче асамлăх та, пурнăçра кирлĕ пĕлÿ те пытарăннине палăртрĕ вăл.

Ача-пăча кĕнекисене хатĕрлесе кăларас ĕçре ÿнерçĕ-сем çинче те пысăк яваплăх пулнине асăнчĕç мероприятие пухăннисем. Текстпа паллашиччен маларах ÿкерчĕке куçлать-çке-ха шăпăрлан. Вĕрентекенсем вара харăсах икĕ чĕлхепе (вырăсла тата чăвашла) тухакан кĕнекесене малашне те кăларма сĕнчĕç. Вĕсемпе хула шкулĕсенчи чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курма та меллĕ.

Тĕрлĕ шухăш янăрарĕ дискуссире. Юлашкинчен çапларах пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрĕç калаçăва хутшăннисем: аслисен аллинче ача-пăча кĕнеки - воспитани хатĕрĕ. Кĕçĕннисемшĕн вара вăйă-кулă мала тухать. Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ - ачасене воспитани парас тата вĕрентес ĕçе тухăçлă та интереслĕ йĕркелесси, çитĕнекен ăрăва кĕнекепе туслаштарасси.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.