Комментировать

2 Апр, 2015

Чăвашсене мухтаççĕ, паллă çыннисенчен тĕлĕнеççĕ

2014 çул вĕçĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕ ырă йăла пуçарчĕ. Чăваш хаçат-журналне кăларса тăракансем республикăри темиçе районта ял çыннисемпе куçа-куçăн курса калаçрĕç. Муркашпа Йĕпреçре те, Вăрмарпа Вăрнарта та, Елчĕкре те питĕ ăшпиллĕ иртрĕç тĕлпулусем. Çакă чăвашла тухса тăракан пичет кăларăмĕсене куллен илсе тăракансемшĕн те, калем ăстисемшĕн те кăсăклă, тухăçлă ĕç пулчĕ. Мартăн 31-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕн çулçÿрев географийĕ тата анлăланчĕ. Самаях пысăк йыш - 30-а яхăн çын - хаçат-журнал редакторĕсемпе корреспонденчĕсем, пичет ветеранĕ Сергей Карягин, Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев, Муркаш тăрăхĕнчи Н.В.Никольский ячĕллĕ музей директорĕ Татьяна Степанова тата ыттисем йăхташăмăрсем йышлă пурăнакан регионăн, Тутарстанăн, тĕп хулине Хусана çитсе курчĕç.

"Хыпар" ИÇ директорĕ-тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пынă ушкăна Хусан чăвашĕсем тарават кĕтсе илчĕç. Хулапа, Кремльпе паллаштарчĕç. Кăмăл тунисем çулçÿревçĕсем уйрăмах килĕштерекен Кул-Шариф мечĕтне те кĕрсе курчĕç. Чăваш Ен делегацийĕ Ар масарĕнче канлĕх тупнă Николай Никольский вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хурса пуç тайрĕ. Чăвашсен пĕрремĕш хаçатне кун çути кăтартнă Николай Васильевича асăнса ырă сăмах нумай янăрарĕ çăва çинче. Валери Туркай хăйĕн калаçăвĕнче паянхи журналистсем Чăвашран тухнă пирвайхи профессорăн ĕçне тăснине палăртрĕ, палăк çине "Хыпарăн" çĕнĕ номерне хурса хăварчĕ. Порфирий Афанасьев Николай Никольскипе курнăçнине, унпа шахматла вылянине аса илчĕ. Паллă ăсчах 80 çулта чухне те питĕ тирпейлĕ çÿрени, хăйне пăхни, çынсемпе ăшшăн калаçни пирки каласа кăтартрĕ. Пĕтĕм пурнăçне чăваш журналистикине халалланă Сергей Карягин тăван халăхшăн пархатарлă ĕçсем тунă Николай Васильевич ятне ĕмĕр-ĕмĕр упрамаллине палăртрĕ.

Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче пире "Салам" фольклор ансамблĕ Тутарстан чăвашĕсен юррипе кĕтсе илчĕ. Асăннă керменте иртнĕ экскурси те асра чылай упранĕ. Унпа Тутарстанра пурăнакансем чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Республикăра 115 наци çынни пурăнать, вĕсенчен чылайăшне Хусанти çак çуртра пÿлĕм уйăрнă. Унта вăл е ку наци тумтирĕпе, культурипе çывăхрах паллашма май пур. Тăванла халăхсен кил-çурчĕн макечĕсен куравĕ те илĕртет. Вĕсен хушшинче чăваш хресченĕн кил картине сăнлани те вырăн тупнă. Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ, Тутар Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ирек Шарипов чăвашсем пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ пулнине палăртрĕ, пĕр кăкран тухнă халăх çыннисемпе пысăк ĕçсем туни çинче чарăнса тăчĕ.

- Чăвашсем питĕ пултаруллă. Сирĕнтен тĕлĕнмелли пайтах. Тутар журналисчĕсене: "Чăвашсем пирки статья-тĕрленчĕк çыриччен Константин Ивановăн "Нарспи" поэмине те пулин вуласа тухăр", - тетĕп. Çак хайлав халăхăн кăмăл-сипетне уçса парать, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Ирек Ильдусович. - Эсир сăваплă ĕç тăватăр - тăван чĕлхепе тĕрлĕ хаçат-журнал кăларатăр. Шел, юлашки çулсенче халăх питех вуласшăн мар. Çапах журналистсен çакна тĕпе хумалла: çырăнтару кампанийĕ - çулленхи халăх çыравĕ. Тиража пăхса халăх йышне палăртмалла.

Тутарстанри чăваш наципе культура пĕрлĕхĕн председателĕ Константин Яковлев юлашки вăхăтра тунă ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Чăннипех те пысăк ĕç тăваççĕ çак пĕрлешÿ хастарĕсем. Мĕнле кăна мероприяти-уяв ирттермеççĕ-ши вĕсем? Чăваш кĕрешĕвне, общество организацийĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пуçарнă футбол турнирне нумай çын хутшăнать. Константин Геннадьевич уçăмлатнă тăрăх, вĕсем Тутарстанри чи лайăх чăваш шкулне 50 пин тенкĕлĕх грант уйăраççĕ, чи илемлĕ чăваш ялне 100 пин тенкĕ парса чыслаççĕ. Тăван чĕлхене тарăннăн вĕрентекен пĕлÿ çурчĕсенче чăваш чĕлхипе литературин пÿлĕмĕсене илемлĕ сăн кĕртме укçа-тенкĕ тупаççĕ. Халăха çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнă ялти, Кăнна Кушкинчи, 20 ача кăна вĕренекен шкулта çуллахи лагерь уçма хал çитернĕ вĕсем. Унта пĕлтĕрхи каникул вăхăтĕнче шĕкĕр "пиллĕкпе" вĕренекен, общество пурнăçне хастар хутшăнакан, ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе таса калаçакан ачасем канма пултарнă. Ырă йăлана аталантарса Кăнна Кушкинче хĕлĕн-çăвĕн ĕçлекен лагерь те уçасшăн хастар йăхташăмăрсем.

Кÿршĕ регионта Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ те ĕçлет. Унта хальлĕхе - 35 çын. Писательсемпе поэтсен хăйсен хайлавĕсене союзăн "Шурăмпуç" журналĕнче кун çути кăтартма май пурри те мухтава тивĕç пулăм. Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Николай Сорокин "Хыпар" хаçат çитес çулхи январь уйăхĕнче 110 çул тултарасси пирки каларĕ. Ку çулçÿрев вара сумлă çак юбилейпе çыхăннă мероприятисен пуçламăшĕ пулчĕ. Тутар халăх поэчĕ Ринат Харис кĕнеке пысăк пĕлтерĕшлĕ кăларăм пулнине асăнчĕ, çапах хаçат пĕлтерĕшĕ унран та сумлăраххине çирĕплетрĕ. Интервью паракан çын пĕр журналистпа мар, вăл çак журналистăн пĕтĕм тăван халăхĕпе калаçнине ĕнентерчĕ. Ку, чăнахах та, çапла мар-им?

 

Тĕрĕк халăхĕсем пурăнакан кирек хăш тăрăха кайсан та чăвашсене ырланине илтетĕп, пирĕн паллă поэтсемпе писательсене, космонавтсене сума сунине туятăп. Тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнĕнчи упранса юлнă пĕртен-пĕр авалхи чĕлхе умĕнче пуç тайнине куратăп. Хусанти тĕлпулура та тăван халăхăмăрпа мăнаçланмалли сăлтав чылай тупăнчĕ. Пирĕн хамăрăн, Чăваш Енре пурăнакансен, çакна кура тата пуçаруллăрах пуласчĕ, тăван халăхăмăрăн пуян эткерне упраса хăварма намăсланас марччĕ... Çак ĕçре, паллах, ăруран ăрăва куçнă тăван чĕлхепе пичетленекен хаçатсемпе журналсен тÿпи калама çук пысăк. Вĕсене çырăнса илсе пурин те чăвашлăхпа çывăхланасчĕ, ачасене чăваш пулсах ÿстересчĕ...

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Дмитрий МОИСЕЕВ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.