Ĕçлемесĕр çăкăр çиеймĕн
Шупашкар районĕнчи «Чурачикский» пĕрлешÿ пурнăç таппинчен юлмасть, чĕртаварне вырăнтах тирпейлесе суту-илĕве ăсатать. Çакă çĕр ĕçченĕсене пысăк тупăш кÿрет.
«Чуна парса вăй хумалла»
Пысăк витере типĕ, сывлăш уçă. Шултра, шурă-хура ĕнесем те тап-таса. Эпир çитнĕ тĕле юриех çуса тасатнă тейĕн.
- Вĕсем яланах çапла. Выльăх тесе мĕншĕн тислĕкпе вараланмалла? Уçă сывлăшра ĕнесем чирлемеççĕ. Пĕр вырăнта кăкарса тăратни сиенлĕ, çавăнпа витере ирĕклĕнех çÿреççĕ, - каласа парать ферма заведующийĕ Вячеслав Филиппов. - Çулла ешĕл апата витенех турттаратпăр. Фермăри ĕçе-хĕле йăлтах механизациленĕ. Ятарлă залра харăсах 24 ĕне сума пулать. Сĕт пăрăх тăрăх тÿрех холодильника юхса кĕрет.
Хуçалăхăн мăйракаллă шултра выльăх 1401 пуç, çав шутра сăвăнаканни - 545. Пилĕк çул каялла хуçалăх ăратлă выльăх ĕрчетсе сутма тытăннă. Ку палăрмаллах тупăш кÿрет. Ăратлă ĕнесен сăвăмĕ те пысăк. Акă пĕлтĕр пĕрлешÿре 2878,3 тонна сĕт туса илнĕ. Çулталăкра кашни ĕнен сăвăмĕ 5745 килогрампа танлашнă.
- Ÿсĕмсем тума чуна парса ĕçлемелле, - терĕ Вячеслав Филиппов.
Сĕте Етĕрнери, Куславккари, Шупашкарти заводсене ăсатаççĕ. Вăтамран литрĕ 22-23 тенке кайса ларать. «Хак пахалăхран килет. Пахалăх - апатран. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ахальтен каламан», - пĕлтерчĕ заведующи. Выльăх умĕнчен сенаж-силос, фураж татăлмасть. Тырă фуражне аякран туянса тăкакланмаççĕ, ăна пĕлтĕр çителĕклех хатĕрленĕ. Республикăра Чурачăксем пĕрремĕш хут çĕнĕ технологипе фураж хывнă: уйран кĕнĕ тырра типĕтмесĕрех вĕтетсе вăрăм полиэтилен михĕсене тултарнă та фермăпа юнашар хурса тухнă. Специалистсем каланă тăрăх - унăн тутлăлăхĕ пысăк, выльăх та юратса çиет, ÿт хушаслăхĕ, сăвăм аван. Тата вĕсене упрама ятарлă склад кирлĕ мар, хĕлĕпех уçă çĕрте выртаççĕ. Пленка михĕ çурăлса сиенленесрен асăрханмалла кăна.
Кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Хуçалăхра ĕнесене тĕрлĕ ушкăна уйăрнă: сĕт лайăх е вăтам антараканнисем, пăруламаллисем тата ытти те. Тухăçлисене кайран ĕрчетме суйласа илеççĕ.
- Чĕртавар хакĕ унчченхипе танлаштарсан палăрмаллах ÿсрĕ. Ăна кура тупăшне те илмелле пек. Анчах тăкакĕ те иртнĕ çулхинчен капашсăр хăпарса кайрĕ-çке, - палăртрĕ пĕрлешÿ пуçлăхĕ Евгений Шалеев. - Çавăнпа чĕртавара вырăнта тирпейленинчен лайăххи çук.
Специалистсене - çĕнĕ хваттерсем
«Чурачикский» уçă пĕрлешĕве вунă çул каялла йĕркелесе янă. «Ним çук çĕртен пур туса ĕçлесе кайрăмăр. Ун чухне ĕне шучĕ вуннă пулнă-и?» - асаилет ертÿçĕ. Пултаруллă çынна çакă та хăратман, тенкĕ çумне тенкĕ хушса хуçалăха çĕклесе янах. Халĕ унăн акакан-сухалакан лаптăксем 2241 гектар. Иртнĕ çул 4 пин тонна ытла тырă пухса кĕртнĕ, гектар пуçне 28,7 центнер тухнă. Уй-хирте, фермăра хăватлă техника хуçаланать. Выльăх апачĕ туса илмелли комбайна та республикăра чи малтан Чурачăкра туяннă. Ăна кура ыттисем те хаклă техникăна илме тытăннă. Çапах паян тупăшлă ĕçлесе пыракан предприятин те чăрмавĕ сахал мар.
- Специалистсем çитменнипе йывăртарах. Пирĕн ялхуçалăх академийĕ пурнăç таппинчен юлса пырать. Çамрăксен практика çук, вĕренсе тухсан та ĕçлеме пĕлмеççĕ. Тĕрĕссипе, ытти çĕршыврипе танлаштарсан хамăр та пурнăçран юлтăмăр. Акă паян 500 ĕнене 7 доярка пăхни ытлашшипех. Ĕçе-хĕле механизациленине шута илсен пире икĕ доярка та çителĕклĕ. Анчах вĕсем ун пек килĕшмеççĕ - йывăр имĕш, ывăнаççĕ. Пысăк йышпа укçа сахалрах тухни те хăратмасть вĕсене, - каласа парать Евгений Шалеев.
Хуçалăх ĕçне специалистсене явăçтарма территоринчех икĕ хутлă çурт çĕклесе лартнă. Сăрă чултан купаланăскере тул енчен пурăнмалли çурт-йĕр тесе калама та йывăртарах. Строительство ĕçĕсене вĕçлеймен-ха, иккĕмĕш хута хăпармалли пусма та тимĕртен, вăхăтлăха тунăскер. Çутă, вăрăм коридора вĕр çĕнĕ алăксем тухаççĕ. Ертÿçĕ хваттерсене кĕрсе курма сĕнчĕ. Пĕр тата икĕ пÿлĕмлĕ хват- терсенче хăтлă та илемлĕ, ирĕклĕ, çутă. Обойсене çыпăçтарнă, урайне линолеум сарнă. Çутă, шыв, ăшă та пур. Хуларинчен пĕртте кая мар. Кĕр те пурăнма тытăн кăна. Пурĕ 11 хваттер пулмалла-мĕн. Çав шутран иккĕшне йышăннă ĕнтĕ.
- Çурта тул енчен те илемлетĕпĕр, ун таврашне тасатса хăтлăх кÿрĕпĕр, - пĕлтерчĕ ертÿçĕ. - Хваттер хуçисен çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн кăна тÿлеме тивĕ. Мĕншĕн тесен хуçалăх ĕçченĕсене, специалистсене хваттерсем тÿлевсĕрех паратпăр. Килччĕр, ĕçлеччĕр, ан ÿркенччĕр кăна.
Çемье подрячĕ
«Чурачикский» уçă пĕрлешÿре выльăх какайне вырăнтах тирпейлеççĕ. Ишлейре кăлпасси, çурма фабрикатсем хатĕрлесе кăларакан цех ĕçлет. Пурĕ 40 çын вăй хурать унта.
- Аш-пăш продукцине хатĕрлесе кăларакан предприятие 2000 çулта уçнă. Вырăнти чĕртавар çитсе пыманнипе ют çĕршыврипе те усă курнă. Вăл йÿнĕрехчĕ, анчах пахалăхĕ тивĕçтерсех кайман, - палăртать Евгений Шалеев.
Хуçалăх аталанса пынă май вырăнта туса илнĕ аш-пăшпа усă курма тытăннă. Çавна май çимĕç пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланнă, хăйхаклăхĕ чакнă.
Пысăк цехра обрудованисем кĕрлени кăна илтĕнсе тăрать. Сысна, ĕне выльăх какайĕнчен кăлпасси, пĕлĕм, катлет тата ытти çурма фабрикат хатĕрлесе кăлараççĕ. Кăлпасси, аш тĕтĕмлекен цех та пур. Хатĕр продукци республикăра кăна мар, Чулхула, Чĕмпĕр, Тутарстан таранах саланать.
- Мари Республикине те хамăр продукципе тухасшăнччĕ, анчах суту-илĕве «кĕртмерĕç». Хăйсен аш-какай тирпейлекен предприятисене ура хурасран шикленчĕç-ши? - терĕ ертÿçĕ.
Предприяти хуçи - Ольга Шалеева. Евгений Федоровичăн кинĕ пулать вăл. Çапла, чĕртавар туса илнĕ, тирпейленĕ çĕрте çемйипех ĕçлеççĕ Шалеевсем. Ял бизнесне пуçарса яраканни вара çемье пуçĕ, кил хуçи. Ачисем çитĕнсе, бизнес сарăлса пынă май çак ĕçе çывăх çыннисене те явăçтарнă. «Капла предприятирен вăрласа тухни килех таврăнĕ. Кирек мĕн сиксе тухсан та теприн çине йăвантараймăн, пĕрлех явап тытмалла», - терĕ вăл ытарлăн кулса.
Тирпейлекен предприятие çамрăк ăрăва шанса панă. Хăй ытларах хуçалăхра тăрăшать Шалеев. Ялта çуралса ÿснĕ çыншăн выльăх-чĕрлĕх, çĕр ĕçĕ çывăхрах.
Çемье мĕн пуррипе çырлахса лармасть, бизнесне аталантармалли çĕнĕ çул-йĕр шырать. Иртнĕ çул пĕвере пулă ĕрчетме тытăннă. Унран тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеççĕ. Вырăнтах тăварлаççĕ, тĕтĕмлеççĕ, сутаççĕ.
- Хальлĕхе пулă продукцине пысăк калăпăшпах хатĕрлейместпĕр, ку енĕпе вĕренсе пыратпăр кăна. Ĕмĕтре - хамăр продукцие сутма лавккасем уçасси, производствăна сарасси, - терĕ ертÿçĕ.
Сăмах май, Евгений Шалеев Чулхула облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш Ен уншăн тахçанах тăван кил вырăнĕнче. Кунта вăл бизнесне йĕркеленĕ, арканнă хуçалăха тепĕр хут чĕртсе тăратнă, ял çыннисене ĕç вырăнĕсем туса панă.
- Тирпейлекен предприятисен хăйсен хуçалăхĕ пулни аван. Кирек мĕнле хушăннă хаклăх предприятирех юлать, ăна аталантарма каять. Шел, республикăра ун пек предприятисем сахалрах. 2014 çулта Шупашкарта аш-какай комбиначĕ хута кайрĕ. Инвесторăн тĕллевĕ - сысна комплексĕ тăвасси, сĕт, аш-какай туса илме тытăнасси, - палăртрĕ Шупашкар районне ĕçлĕ çулçÿревпе çитнĕ ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов.
Ялхуçалăх продукцийĕн хакĕсем ÿссе пынă май организацисенче, фермер хуçалăхĕсенче аш-какай, сĕт туса илесси лайăхланса пынине палăртрĕ министр. Чăн та, кăçал сĕт пĕлтĕрхинчен кăштах йÿнелнĕ. Тупăш ытларах илес тесен унăн пахалăхне лайăхлатмаллине те каларĕ вăл.
Лариса Никитина.